Комментировать

11 Ноя, 2014

«...малашлăх аслă-ха»

Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Мария Андреевна Волкова çуралнăранпа 80 çул çитрĕ

Вăл Вăрмар районĕнчи Карăкçырма ялĕнче 1934 çулта çуралнă. Ачалăхĕ ăнăçлах пулман. Вĕсен çемйишĕн пысăк инкек килсе тухнă - кил-çурчĕ çунса кайнă. Ун хыççăн пахчари хура мунчара пурăнма тивнĕ.

Ялти тата Пысăк Енккассинчи шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн Мария Волкова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕнĕ.

Шкултах сăвăсем çырма юратнăскер хăйĕн хайлавĕсене районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетлесе пынă. Çав тапхăрта хаçат редакторĕнче Герман Матвеев ĕçленĕ. Каярах вăл /1954 çулта/ Тăвай районĕнчи «Ленинец» /«Ял ĕçченĕ»/ хаçат редакцине куçнă. Мария Волкова хăйĕн сăввисене унта та пичетленĕ. Унăн Г.Матвеев патне 1956 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче янă çырăвĕнчен поэтăн çав тапхăрти пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлме пулать: «Хисеплĕ Герман Матвеев юлташ! Хаклă тусăм, инçетри ентешĕм, мĕнле пурăнатăр?

Чи малтанах пур таса кăмăлтан хĕрÿ салам Сире. Пурнăçăрта, ĕçре уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх сунса çитĕнÿсем сĕнетĕп.

Темле пуçласа темле çырмалла ĕнтĕ, çырассисем нумай, анчах вăрахчен шарламасăр пурăннă хыççăн ытла та аван мар. Тен, эсир маннă тенĕ, анчах ĕненĕр. Эсир мана асăнса, сума суса янă çырăвăра халĕ тин алла илсе вуларăм. Анне, хут пĕлменнипе, çырăвăра пуçтарса хунă та манса кайнă пулнă. Эсир сăввăмсене илсе вулама, пичетлеме те кăмăл тунă. Хăвăрах пĕлетĕр: ку маншăн çав тери ырă хыпар».

«Мĕншĕн памастăн сассуна? Е мантăн пулĕ эсĕ мана? Хуравпа пĕрле сăввусем те Тăвай еннелле çул хывасса шанатăп», - çырнă маларах ун патне Г.Матвеев редактор.

«Манман. Турăшăн та мана ан ÿпкелĕр. Сирĕн пек ырă юлташа манма юрать-и вара? - хуравланă сăвăç. - Халĕ вара Сире хăш-пĕр сăввăма ярса парам, малтанлăха нумаях яраймăп. Кĕçех тата уяв çитет. Çав кун тĕлне хуравăра кĕтсе илсен тем пекехчĕ».

Поэт хăйĕн çăмăлах мар пурнăçĕ çинчен çырать. Педагогика институтне куçăн майпа вĕренсе пĕтерме май килменни пирки хумханса пĕлтерет. Чăрмавĕ - вĕренме пулăшу çитейменни тата чирлесе ÿкни. Анчах та вăл пурпĕрех малалла вĕренме тăрăшать. «Вăхăт пур, халь çамрăк-ха, вĕренсе пĕтерĕп вĕçне çитнĕскерне, - тет вăл малашлăха шанса. Ĕçе кĕресси пирки шухăшлать. - Мĕн сентябрьтенпех хам сăвăсен пуххине хатĕрлетĕп, çырса пĕтеймен поэмăпа ларатăп халь. - Ку поэмăпа 54-мĕш çултанпах тĕрмĕшетĕп, калăпăшĕпе те хулăн ĕнтĕ, теми те шали-вали мар. Августра Мускава выставкăна кайса килтĕм /икĕ сыпăкĕ выставка çинчен пулмалла/. Сире ак поэмăпа паллаштарăп. Вырăнĕпе хама та килĕшет, «Нарспи» стилĕпе çырăнать. К.Иванова халалласшăн. Начар пулсан намăс пулмĕ-ши тетĕп, халаллама чăтĕ-ши тесе хăратăп. Пулса çитнĕ малти сыпăксене Сире ярса паратăп. Çак çыру килсен, тен, Эсир ăна хаçатăрта пичетлĕр те. Колхоз пурнăçне, колхозниксен чун-чĕрине çывăх поэма вăл, темипе те, чĕлхе тĕлĕшпе те, ман шутпа, çăмăл, ăнланмалла пек. Ку ĕнтĕ пулас ĕç.

Хальлĕхе сывă пулăр-ха, çырăр. Мана ан ÿпкелешĕр. Сума суса Сирĕн ĕлĕкхи тус-поэтессăр М.Волкова».

Хут листин хĕррине хушса çырса хунă: «Кăçал 22 тултаратăп. Çулсем иртеççĕ. Анчах малашлăх аслă-ха. Пурпĕрех вăхăт сахал пек, вăхăт виçесĕр хĕсĕк, çитмест. Нимĕн туса та нимĕн юлассăн туйăнмасть».

Калама çук шел, поэт кун-çулĕ, йывăр чире пула, вăхăтсăр татăлнă. Апла пулин те тăван халăх валли вăл чылай кĕнеке /10 ытла/ çырса пичетленĕ, çав шутра ачасем валли те. Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем кĕвĕленĕ, вĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă.

Мария Андреевна çуралса ÿснĕ тăван яла час-часах килсе çÿренĕ. Клубра ял-йышпа тĕл пулусем ирттернĕ. Унта хăйĕн сăввисене вуласа панă. Ял çыннисем уйрăмах вăл аккордеонпа хăй каласа юрланине юратса итленĕ.

Унăн ашшĕ, Андрей Волков, ялта ăста купăсçă шутланнă, Машăна та купăс калама вĕрентнĕ, хĕрĕ музыканта тухасса ĕмĕтленнĕ, ăна çĕнĕ купăс илсе пама пулнă, анчах ашшĕн ĕмĕчĕ вăрçа пула пурнăçланайман.

Мария Волковăна ентешĕсем асра тытаççĕ. Вăл пурăннă çурт çине /кайран вĕсем çĕнĕ пÿрт лартнă-ха/ асăну хăми вырнаçтарнă.

Кашни çулах поэт çуралнă кун Карăкçырминчи клубра, Пысăк Енккассинчи шкулта тата ял библиотекинче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.

Мария Волковăн, хăйне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Ираида Петрова патне янă сăввисем, алçырăвĕсем, сăнÿкерчĕкĕсем халĕ Пысăк Енккассинчи ял библиотекинче упранаççĕ. Вĕсене вĕрентекен хăйĕн юлашки çулĕсенче парнеленĕ. Çав хаклă япаласемпе библиотека ертÿçи Надежда Никонорова çамрăк ăрăва хавхаланса паллаштарать.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.