Комментировать

30 Окт, 2014

УРТĂШ - ТĔЛĔНМЕЛЛЕ СИПЛЕВÇĔ

Уртăш /можжевельник/ çырлипе шăк хăмпин, пÿре чирĕсенчен тата ытти чылай амакран сипленеççĕ.

Шăк хăмпи шыçсан

  • 5-шер пай уртăш çырлине, хурăн çулçине, 2-шер пай петрушка вăррине, любисток тымарне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ямалла, 6 сехет лартмалла, унтан 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Шăк сĕлтĕллĕ чухне ырă витĕм кÿрет.
  • 3-шер пай уртăш çырлине, аир тымарне, кÿкен чечекне, шалча пăрçин хутаçне, 5 пай тинкĕле курăкĕн /толокнянка/ çулçине хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла та тÿрех ĕçсе ямалла. Шăка май килнĕ таран ытларах вăхăт тытса тăмалла, чарайма май килмест пулсан лармалли вĕри ванна усăллă.
  • 2-шер пай уртăш çырлине, хурăн çулçине, тинкĕле курăкĕн çулçине, 1-ер пай чăрăш тăррипе /хвощ полевой/, кушак кĕпçин /бедренец камнеломка/ тымарне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ямалла, 6 сехет лартмалла. Унтан 15 минут вĕретмелле те сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

Пÿрере, шăк хăмпинче чул пулсан

  • Пĕр виçепе илнĕ уртăш çырлине, энĕç /тмин/ вăррине, пылак тымара /корень солодки/, чăрăш тăррине, тинкĕле курăкĕн çулçине, розмаринпа плющ çулçисене хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 1-2 стакан ĕçмелле.
  • 3-шер пай уртăш çырлине, тинкĕле курăкĕн çулçине, шатра курăкне /пастушья сумка/, хурçă курăкĕн /стальник полевой/ тымарне, любисток тымарне, 10 пай анис вăррине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ямалла, 6 сехет лартмалла, унтан 15 минут вĕретмелле те сăрăхтармалла. Шĕвеке ирхи апат вăхăтĕнче 1-ер стакан ĕçмелле.
  • Пĕр виçепе илнĕ уртăш çырлине, розмарин çулçине, чăрăш тăррине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ярса 6 сехет лартмалла, унтан 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Шĕвеке ирхи апат вăхăтĕнче тата каçхине ĕçмелле.
  • 1-ер пай любистока, уртăш çырлине, хурçă курăкĕн тымарне, 5 пай пÿсĕр курăкне /грыжник/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ямалла, 6 сехет лартмалла, унтан 15 минут вĕретмелле те сăрăхтармалла. Кунне 2-3 стакан ĕçмелле.
  • 1-ер пай уртăш çырлине, кайăк хăвине /дрон/, кĕтмел /брусника/ çулçине, сысна курăкне /спорыш/, 2 пай чăрăш тăррине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ярса 6 сехет лартмалла, унтан 15 минут вĕретмелле те сăрăхтармалла. Шĕвеке ирхи апат вăхăтĕнче тата каçхине 1-ер стакан ĕçмелле.
  • 1-ер пай уртăш çырлине, шăлан çырлине, хурăн çулçине хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ярса 10 сехет лартмалла, 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Пĕр кунра пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла.
  • Пĕр виçепе илнĕ уртăш çырлине, энĕç вăррине, пылак тымара, чăрăш тăррине, эмел курăкĕн çулçине, кĕтмел çулçине, хурăн çырлин çулçине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла,1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  • Пĕр виçепе илнĕ уртăш çырлине, шур утин /пырей/ тымарне, хурçă курăкĕн тымарне, хурăн çулçине, шĕпĕн курăкне /чистотел/, рута курăкне, хур ури курăкне /лапчатка гусиная/ хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла та тÿрех ĕçмелле. Шăка май килнĕ таран ытларах тытса тăма тăрăшмалла. Тухатех пулсан лармалли вĕри ванна усăллă.

Ытти чиртен

  • Ревматизм чухне уртăш ванни кĕмелле. 200 грамм çырлине 2 литр шыва ямалла, 20 минут вĕретмелле. Унтан 15 минут пиçĕхтерсе лартмалла та вĕри шывлă ваннăна ямалла.
  • Çÿç хытă тăкăнсан уртăшăн вĕтетнĕ турачĕпе хурăн çулçине пĕр виçепе хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ хутăша 3 литр шыва ярса 5 минут вĕретмелле. Шĕвеке сăрăхтармалла, кăштах сивĕтмелле те унпа пуçа çумалла. Пĕр сехетрен татах çумалла. Сиплев курсĕ - 2 эрне.
  • Шĕпĕнрен хăтăлма уртăшăн вĕтетнĕ çырлине тип çупа çурмалла хутăштармалла. Хупă савăтпа вĕрекен шыв мунчине 1 сехете лартмалла. Унтан марля витĕр сăрăхтармалла. Хутăша шĕпĕнсене сĕрмелле те лейкопластырь çыпăçтармалла. Процедурăна куллен шĕпĕнсем çухаличченех тумалла.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.