Комментировать

30 Окт, 2014

Чăваш хаçат-журналĕн сумĕ ан чактăр

Виçĕм кун "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем "Чăваш пичечĕ" АУО директорĕпе Станислав Александровпа тĕл пулчĕç. Унта Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай, унăн çумĕсем, хаçат редакторĕсем тата журналистсем хутшăнчĕç.

Каласа хăвармалла: учреждени "Чăваш пичечĕ" киосксене тытса тăрать, çырăнтару енĕпе те ĕçлет. Çавна май сÿтсе явмалли ыйту чылай пулчĕ. Станислав Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра предприяти çăмăл мар лару-тăрура. "Çынсем хаçат-журнал сахал вуланипе вĕсем сутăнмаççĕ, киосксенче хаксем йÿнĕрех пулин те çырăнтару ĕçĕ çултан-çул япăхланса пырать", - терĕ вăл. Чăваш кăларăмĕсене халăхра анлăрах сарас тĕллевпе тĕрлĕ акци йĕркелеме, хаçат-журнал кунĕсем ирттерме сĕнчĕ, вĕсене рекламăлани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах киосксенче хăш-пĕр кăларăм çуккине, çакăншăн вулакансем кăмăлсăр пулнине асăнчĕç журналистсем. Икĕ предприяти ертÿçисем малашне те пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытма, килĕштерсе ĕçлеме, чăваш пичетне аталантармашкăн пĕтĕм вăя хурса тăрăшма калаçса татăлчĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.