Комментировать

30 Окт, 2014

Йывăрлăха çĕнтерсе - малаллах

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ÿсĕм пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çак эрне кун ЧР аграрийĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутайсем ăна мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хуравлать.

- Кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем выльăх тата чăх ашĕ - 9,9%, ял хуçалăх организацийĕсем - 10%, килти хуçалăхсем - 9,7%, фермерсем - 2,5 хут, уйрăммăн илсен «Коминтерн» ЯХПК - 114,7 тонна, «Свобода» 8,8 тонна нумайрах туса илчĕç, - терĕ Александр Викторович. - Сĕт пĕтĕм хуçалăхра - 11,5%, пĕрлехи организацисенче 16,4% нумайрах сунă.

- Выльăх продуктивлăхĕ епле?

- Ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 3622 килограмм - иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен 34,2% нумайрах - сĕт сурĕç. «Коминтерн» кăтартăвĕ самай лайăхрах: 4616. Ку - пĕлтĕрхинчен 808 килограмм ытларах. «Свободăн» - 4329, иртнĕ çулхинчен 376 килограмм нумайрах.

- Кĕтĕве пысăклатма май килет-и?

- Асăннă тапхăрта 66 пăру, сысна çури 7% ытларах илтĕмĕр. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăх шучĕ иртнĕ çулхи чухлех. Сурăх 9% хушăнчĕ.

- Выльăх йышне ÿстерессишĕн хăш хуçалăхсем лайăхрах ĕçлеççĕ?

- «Коминтерн», «Свобода», «Нива». Пĕрремĕшĕ ял çыннисенчен ĕне выльăх - 139, иккĕмĕш ял хуçалăх организацийĕсенчен - 10, виççĕмĕш 11 туянчĕ. «Коминтерн» ăратлă 29 сысна илсе килчĕ. А.В.Мурайкин хуçалăхĕ 11 пушмак пăру илчĕ. Н.И.Лисаев фермер ял-йыша 42 пин бройлер тата кăвакал чĕппипе тивĕçтерчĕ. Фермерсен ĕне кĕтĕвне 26 пуç хушăнчĕ.

- Çĕртен тупăш ытларах илме май килчĕ-и?

- Çапла. Пĕлтĕр 7888 тонна тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр, кăçал - 9013. Тухăç кашни гектартан иртнĕ çул - 18,1, кăçал - 20,6 центнер. Вăл «Коминтернпа» «Свободăн» пушшех лайăхрах: 25,3 тата 32,5.

- Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса мĕн турăр?

- Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 10,3% нумайрах хыврăмăр. Кĕрхи çĕртме 2593 гектар турăмăр /пĕлтĕр - 1330 çеç/.

- Машина-техника паркне çĕнететĕр-и?

- Кăçал пĕрлехи хуçалăхсем техникăн 32 хатĕрне /вăл шутра 4 трактор, тыр-пул пухмалли пĕр комбайн/, уйрăммăн илсен «Коминтерн» 11,8 млн тенкĕлĕх техника туянчĕç.

- Инвестици хывассипе тата хăш енĕпе ĕç пырать?

- 28 млн тенкĕлĕх проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Выльăх фермисене юсама - 11 млн, техника туянма 16 млн тенкĕ ятăмăр. «Коминтерн» йĕтем туса - 3 млн, Тарпай фермине çĕнетсе 4,9 млн тенкĕ тăкакларĕ. «Нива» ЯХПК пин тонна тырă кĕртмелĕх кĕлет, икĕ фермăна юсарĕ. Туканаш ялĕнчи кайăк-кĕшĕк фабрикине, чылай çул пушă ларнăскерне, ĕçе кĕртетпĕр. Унпа Николай Лисаев фермер, тепĕр организаци усă кураççĕ. Нумаях пулмасть ăна Чул хулари предприниматель харпăрлăха илчĕ. Вăл фабрикăна газ кĕртме, тĕпрен юсама палăртрĕ.

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен ялсенче пухакан сĕт хакне витĕм кÿме ыйтать.

- Ыйтăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрре çеç мар сÿтсе яврăмăр. Çакăн усси - куç кĕрет. Кашни литр сĕте 16 тенкĕлле пухаççĕ. Çапах та ку пĕлтĕрхинчен пĕр тенке яхăн йÿнĕрех.

- Çут çанталăк Хĕрлĕ Чутайсене те инкек кÿчĕ-и?

- Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăр йывăрăшне чăтаймасăр 33 яла электричествăпа çыхăнтарнă пралук татăлнăран çынсем çутăсăр юлчĕç. «Чăвашэнерго» АО уйрăмĕ, Мордваран килнĕ бригадăсем тепĕр куннех юсава пикенчĕç. Ĕçе 9 бригадăна явăçтартăмăр, пур яла та электричествăпа тивĕçтертĕмĕр.

- Райадминистрацине эсир 3,5 çул ертсе пыратăр. Чылай енĕпе ырă улшăну пур. Çапах та район çыннисем савăнтаракан ÿсĕм кĕтеççĕ. Малашлăх пирки мĕн калатăр?

- Коллективсене хăйсем хыççăн ертсе пырса ĕçре ÿсĕм тума ертÿçĕсене çăмăл мар. Аталану çулĕпе малалла каятпăр-и, пĕр вырăнта тапăртатса тăратпăр-и - вĕсенчен нумай килет. Хам тивĕçе пурнăçлама тытăнсанах мана хăш-пĕр ертÿçĕ хăйĕн сăмахне тытманни самаях ура хучĕ. Пĕрисем пурлăх пухрĕç, теприсем ăна салатрĕç. Эпĕ ял хуçалăхне пултаруллă ертÿçĕсене ытларах явăçтарма тĕллев лартрăм. «Аккозинское» тата «Победа» хуçалăхсене пĕрлештерсе тĕрĕс турăмăр. Ĕç кăтартăвĕсем лайăхланчĕç. Килти хуçалăхсем аталанаççĕ. 2006 çултан пуçласа вĕсем млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан - пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче те ырри нумайрах.

- Тавах ыйтусене хуравланăшăн. Малашнехи ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă.

Илья КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.