Комментировать

30 Окт, 2014

«Тăшманпа çапăçмалла, Тăван çĕршыва сыхламалла»

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусене, фронтран 70 ытла çул каялла янăскерсене, нумай килте халĕ те упраççĕ. Вăхăт чылай иртнĕрен сарăхнăскерсене темиçе хут вулаççĕ, çывăх çыннин сăнарне куç умне кăлараççĕ, ун çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартаççĕ. Салтак çырăвĕсем чуна пăлхантараççĕ, пирĕн халăхăмăрăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхне тивĕçлипе хаклама хистеççĕ.

Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче 1919 çулта çуралса унтах ÿснĕ Афанасий Павлович Зайцев та кил-йышĕ, мăшăрĕ Альтиç /Евдокия Степановна/ патне çырусем çырнă. Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсенех тăван тăрăха таврăнма, хăй çар ретне тăрсан çуралнă ывăлне Кольăна курма ĕмĕтленнĕскерĕн тÿрех вăрçă вутне кĕме тивнĕ. Стрелоксен 129-мĕш дивизийĕн йышĕнче пулнăскер рядовой артиллеристран кĕçĕн лейтенанта çити ÿснĕ. Афанасий Павлович шăрçа пек хитре почеркпа çырнă çырăвĕсем хальхи вăхăтра унăн мăнукĕсенче упранаççĕ. Çак «виç кĕтеслĕхсемпе» манăн та паллашма тÿр килчĕ. Вĕсенче кашнинчех салтак çывăх çыннисемшĕн тунсăхлани тата пăшăрханни палăрать. «Эх, киле таврăнса юратнă çемьепелен 2 сехет те пулин калаçса ларăттăм, шел, май çук», - тет вăл. Çамрăк арçын хăйне çут тĕнче парнеленĕ çынсене хисеплени сисĕнет, ахальтен мар «Атте», «Анне» сăмахсене кашни çырурах пысăкла сас паллирен пуçланă. Салтак шăрçаланă йĕркесенче вăл мăшăрĕпе пĕчĕк ывăлне юратни те туйăнать. Çывăх çыннисенчен çыру илсен питĕ савăнать вăл, «Пĕлĕтрен телей ÿкнĕ пекех туйăнчĕ», - тет. Энтепе чăвашĕ чăн-чăн патриот пулнине çак йĕркесем çирĕплетеççĕ: «Халĕ пирĕн Тăван çĕр-шыва сыхламалла, тăшманпа çапăçмалла». Шел, Афанасий Зайцев юратнă çемйине текех курайман, тăванĕсене ăшшăн çупăрлайман. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче çапăçура пуç хунă вăл. Кĕçĕн лейтенанта Гомель облаçĕнчи /Беларуç/ Рогачев районĕнчи Старое Село текен ялта пытарнă.

Афанасий Павлович салтакра пулнă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă тапхăрта килне янă çырусен пĕр пайĕпе вулакансене те паллашма сĕнес килет.

* * *

1939 çул, раштав, 6

Атте, Анне, Егор, Альтиç, пурне те салам яратăп. Эпĕ сирĕн пата раштавăн 4-мĕшĕнче çыру çырнăччĕ, анчах тепĕр куннех пире урăх çĕре, Польшăн ĕлĕкхи чикки еннелле 20-30 çухрăма, куçарчĕç. Çавăнпа халь пирĕн адрес улшăнчĕ. Чикĕ эпир пурăнакан вырăнтан 3-4 çухрăмра кăна, Германи хальхи чикки 400 км ытла теççĕ. Çавăнпа хăрамалла мар.

Çемье! Эсир хальхи вăхăтра Финляндипе вăрçă пырать те пире çавăнта илсе каяççĕ тесе ан шухăшлăр, унта пирĕнсĕр пуçне те салтак нумай. Эпир чикĕрен инçе вырнаçнă. Вăрман варринче пурăнатпăр. Хула та инçе - 35 çухрăмра. Хамăр район ачисем пĕр казармăра çиччĕн пурăнатпăр: Кавалсем - 2, Яманчурел - 1 тата ытти ялсем. Эпир 3-мĕш пулемет ротинче шутланса тăратпăр. Малашне хăш-пĕрне тупă патне яраççĕ.

Маншăн ан хуйхăрăр. 2 çул хĕсметре пулмалла. Тен, 1 çул иртсенех таврăнăпăр, мĕншĕн тесен пирĕн килте ĕçлекен çук. Альтиç ача çуратсан, тен, халех яма пултараççĕ? Сирĕншĕн кулянатăп. Çимелли пĕтсе çитрĕ пуль. Кунта каланă тăрăх - сире колхоз пулăшмалла. Альтиç, колхозран мĕн чухлĕ тырă панине çырса яр-ха.

* * *

1940 çул, кăрлач, 11

Альтиç! Санăн çырăвна паян тин илтĕм, унта справка та пур. Ăна тÿрех парасшăнччĕ, анчах пуçлăхсем çук. Вĕсем пилĕк кунлăха Минск хулине кайнă. Вĕсем килмесĕр ыйтăва татса пама май çук. Мана киле яраççех-ши? Хальхи вăхăтра вăрçă пынăран ирĕк памасса та пултараççĕ. Çапах эпĕ ярасса шансах тăратăп.

Эсĕ «хĕсмете ан юл» тесе çыратăн. Альтиç! Ирĕк парсан эпĕ кунта 1 сехет те тăмăттăм, çĕрлех тухса пырăттăм. Кунта тÿлевсĕр пурăнасси маншăн интереслĕ мар. Кунта килте мар çав. Альтиç! Чипертерех пурăнма тăрăшăр. Çÿхе тăхăнса ан çÿрĕр. Çыру çыр, хăвăн пурнăçу çинчен тата çĕнĕ хыпарсене пĕлтер.

* * *

1940 çул, нарăс, 12

Атте, Анне, Егор, Альтиç, сире пурсăра та салам яратăп. Сирĕн 2 çырăвăра илсе вуларăм, çапах хирĕç тÿрех çыраймарăм. Эпир кунта килсенех кунне 8 сехет вĕрентетчĕç, халĕ вара - 12.

Альтиç! Эсĕ: «Килтен илсе кайнă алсу-чăлхусене хăвăрах пачĕç-и», - тетĕн. Çапла, хамăрах пачĕç. Шел те, киле таврăнма хальлĕхе май пулмасть-ха. Тен, эсир: «Ахваниç салтакра лайăх пурăнать, çавăнпа киле таврăнасшăн мар», - тетĕр пуль. Çук, йăнăшатăр. Килте 20 çул пурăннă эпĕ. Çак 2 çула мĕнле те пулин чăтса ирттермеллех. Кунта эпир çын аллинче, хамăр мĕн тăвас тенине тăваймастпăр. Кунта килти мар, «Анне, мĕн çимелле? Чăлхасене типĕтрĕн-и?» - теейместĕн. Чăлхасене хамăрăн типĕтмелле, ирхине 5 минут хушшинче тумланса вырăн пуçтармалла, вăхăт çитсен командăпа апат çиме каймалла. Çапах сывлăх пулсан 2 çула чăтса ирттерĕпĕр. Маншăн ан кулянăр. Çыру çырăр.

* * *

1940 çул, нарăс, 28

Альтиç! Эсĕ ман пирки пĕчĕккине салам та çырман тесе ан кала. Çырăва çемйипе вуласан пĕтĕмпех вуламалла-çке, ун пек вара Атте-Аннерен аван мар пек туйăнать.

Пĕчĕккине Кольăна та питĕ пысăк салам. Сире иксĕре лайăх сывлăхпалан пурăнма сунатăп. Кольăна эпĕ таврăниччен лайăх пăхса усра. Çак кунсенче пирĕн пата çамрăк салтаксем килеççĕ. Вĕсене чăтăмсăр кĕтетпĕр, пирĕн пурнăç кăшт çăмăлланать вара. Çыру çыр, адрес çавах.

* * *

1940 çул, çĕртме, 20

Анне, Атте, Егор, Альтиç, Коля, сире пурсăра та салам. Эпĕ халĕ Дербент хулинче. Кунта çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухса килтĕмĕр. Тете патне çыру янăччĕ, анчах хуравне илеймерĕм. Эсир хурав çырма ан васкăр, тен, пире урăх çĕре илсе каяççĕ. Кÿршĕ Митя тата ыттисем таврăнман-и? Кун пек пăлханса пурăннă вăхăтра вĕсене ямаççех пуль.

Альтиç! Эсĕ çырăвусене яланах хурланса çырса яратăн. Çапах темле шухăшласан та, темле йĕрсен те иртнĕ савăнăçа каялла тавăрма çук, çавăнпа пит кулянма кирлех-ши? Сана мансăр пурăнма кичем тата кансĕр пулнине эпĕ хам та лайăх пĕлетĕп. Ĕçĕ нумай, хисепĕ вара çук. Çапах тепĕр çул чăтасах пулать.

* * *

1941 çул, çу, 23

Малтанхи йĕркерех сире - юратнă Атте, Анне, Егор, Альтиç, Коля - салам яратăп, телейлĕ, сывлăхлă пурăнма сунатăп. Эпĕ чирленĕрен малтанхи вырăнтан кунта каялла килтĕм. Халь хама аван туятăп. Ĕнер йыснаран çыру илтĕм, питĕ савăнтăм.

Альтиç! Малалла хăв çеç вула. Эпĕ мĕн çырнине никама та ан кăтарт, калаçса та ан çÿре. Эпир халĕ Бессараби чиккинчен 5-6 çухрăмра пурăнатпăр. Паян-ыран пирĕн çавсем çине каймалла пулать ахăртнех теççĕ, çапах ку хальлĕхе паллă мар-ха, çын сăмахĕ çеç. Альтиç, кăна Аннене ан кала. Ăна, ват çынна, хуйхăртма кирлех мар. Хăв та питех ан кулян. Эпĕ вăрçа тухса каяс пулсан çыру яратăп. Коля мĕнле ÿснине çырса пĕлтер, ял хыпарĕсене те ан ман.

Çарти пурнăçа хăнăхса çитрĕм. 2 çула çеç тесе килтен тухса кайрăм эпĕ, сывлăх пулсан çак вăхăт хăвăрт иртсе кайĕ теттĕм. Анчах çак тапхăрта та тем те пулса иртме пултарать иккен. Эх, киле таврăнса юратнă çемьепелен 2 сехет те пулин калаçса ларăттăм, шел, май çук. Альтиç! Телей пулсан киле таврăнăпăр. Халĕ эпĕ мĕнле пурăнмаллине пĕлетĕп. Сан пата кашни çыру çырмассерен эпĕ хам тахçан эрех ĕçсен мĕнле илемсĕр ĕçсем тунине /вăрçни т.ыт.те/ аса илетĕп те чунран ÿкĕнетĕп. Çилленсе ан пурăнăр мана. Альтиç! Мĕн шухăшланине веçех çырса яр. Хальлĕхе эпир хут тăрăх çеç калаçаятпăр-çке.

* * *

1941 çул, чÿк, 30

Атте, Анне, Егор, Альтиç, Коля, пурсăра та салам яратăп. Эпĕ Саратова килнĕренпе сирĕн пата 4-мĕш çыру çыратăп. 2 çул каялла мана çуралса ÿснĕ тăван ялтан мĕнле ăсатса янине халĕ те ас тăватăп. Киле таврăнма май килмерĕ. Юнлă вăрçă пуçланни 6-мĕш уйăх ĕнтĕ. Эпĕ те ыттисемпе пĕрле алла винтовка, граната т.ыт.те тытса Тăван çĕршывшăн çапăçрăм, икĕ хут амантăм. Сирĕн юлашки çырăва эпĕ çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче илсе вуларăм, тепĕр куннех эпир Каменец-Подольска тухса кайса Румыни чиккине çитрĕмĕр. Унтанпа темиçе çыру та ятăм, анчах пĕр хурав та илеймерĕм.

Хама амантни пирки эпĕ иртнĕ çырура та çырнăччĕ, çавăнпа мана Саратова ăсатрĕç. Унта юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче çитрĕм. Хама йĕркеллех туятăп, суран майĕпен ÿт илсе пырать. Иртнĕ юн кун комисси витĕр тухрăм. «Киле ярăр-ха мана, унта сывалса çитетĕп эпĕ», - терĕм те - килĕшмерĕç. Алăсăр, урасăр юлнисене çеç киле яраççĕ иккен, анчах ку та савăнăç мар вĕт. Вăрçă пĕтмесĕр те киле çитсе сире кураймастăп ĕнтĕ эпĕ.

Атте! Анне! Ватăлсах пыратăр пуль эсир. Эпĕ таврăниччен сывă, чиперех пурăнăр. Маншăн кулянса сывлăхăра ан пĕтерĕр.

Альтиç! Шухăшлатăп-шухăшлатăп та питĕ хурланатăп. 22 çул пурăнатăп ĕнтĕ. Паянхи пек телейсĕр кунсем ман ĕмĕрте пулнишĕн кулянатăп. Сиртен çыру çукки питĕ хурлантарать мана. Кунти юлташсем сиртен чылай аякра пурăнакан тăванĕсенчен темиçе çыру та илчĕç, эпĕ вара... Эсир çырнă 3 сăмаха та пулин вулас килет. Акă часах каллех фронта илсе кайĕç.

Сывă пулăр. Салампа Афанасий.

* * *

1942 çул, çу, 7

Атте, Анне, Егор, Альтиç, Коля, пурсăра та салам. Çырăвăршăн тавах. Ăна мана ĕнер старшина пачĕ, çавна май пĕлĕтрен телей ÿкнĕ пекех туйăнчĕ. Пульăсем шăхăраççĕ, снарядсем çурăлаççĕ пулсан та вăрçă çинчен мансах çыру вуларăм. Çумра выртакан командира амантсан тин «çĕр çине антăм». Мĕн тăвас тетĕн, вăрçă!

Манăн пурнăç чиперех. Командирсемпе пĕр тăвансем пек пурăнатпăр. 76-мĕш батарейăра пирĕн тăрăхри çынсем çук, пурте вырăс, эпĕ çеç чăваш. Мана аппасен, Алексей тетен тата пуçанан адресĕсене пĕлтерĕр-ха. Çыру çырăр. Манăн адрес: Действующая Красная Армия, Полевая почта 1658, 446 с.п. 76-я батарея.

* * *

1942 çул, авăн, 10

Аван пурăнатăр-и, Атте, Анне, Егор, Альтиç, Коля? Сире пурсăра та салам.

Анне, маншăн ан хуйхăр. Эпĕ чиперех пурăнатăп. Сана эпĕ таврăниччен сывах пурăнма сунатăп. Сана час-часах аса илетĕп эпĕ, манмастăп. Пĕлетĕп: сирĕн пурнăç çăмăлах мар, çапах сире нимĕç салтакĕсем пырса сиен тăвас çук.

Альтиç! Манăн умра сĕтел çинче урăх «арăм» выртать, урăхла каласан автомат, 71 патронли. Сан вырăнна ăна пăхатăп эпĕ. Çак «арăма» мана вăрçă парнелерĕ. Маншăн ан кулян. Халĕ сана та, мана та, никама та çăмăл мар. Çемçе минтер-тÿшек çинче çывăрасси пирĕншĕн те начар пулмĕччĕ, анчах çак вăхăт халех çитеймест-ха. Халĕ пирĕн Тăван çĕр-шыва сыхламалла, тăшманпа çапăçмалла, унсăрăн эпир ĕмĕрлĕхех Гитлер чури пулса юлма пултаратпăр. Пирĕн ачасен те малашлăхĕ çутă пулмĕ. Çавăнпа тăшманпа кĕрешмеллех.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

хатĕрленĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.