Комментировать

18 Окт, 2014

Халăх ял уявĕнче савăнчĕ

Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхне кĕрекен Сархурăн ялĕнче пурăнакансем çак уява чылай вăхăт чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Тата - тĕплĕн хатĕрленчĕç. Кунта субботник, тасалăх кунĕ тăтăш ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Никама та ÿкĕтлеме кирлĕ мар - палăртнă вăхăтра ял-йыш пĕрле пухăнса туххăмрах тасатса-тирпейлесе хурать. Пĕтĕмпех хăйсемшĕн пулнине аван ăнланаççĕ çынсем. Çавăнпа та ял уявне те савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç Сархурăнсем.

Ырă тĕслĕх кăтартаканни, пуçарулăхпа палăраканни, йĕркелесе тăраканни кам тетĕр-и? Калар эппин - ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе кунти специалистсем. Ялсенчи çынсем Сергей Виноградов пуçлăхăн ĕç-хĕлĕпе кăмăллă. Тăрăшулăхшăн хисеплеççĕ ăна. Çыннисем те унран тĕслĕх илеççĕ. Тĕслĕхрен, Сергей Мелидовах илер. Сергей Геннадьевича ял шăпи питĕ пăшăрхантарать. Ял кунне хатĕрленнĕ вăхăтра вăл пуçтарăннă таса марлăха хăйĕн тракторĕпе турттарсах тăчĕ. Сăмах май, урамсенчи тасалăхшăн яваплисене çирĕплетнĕ, ятарлă ушкăн йĕркеленĕ.

Ял уявĕнче хамăрăн юрă-ташă ăстисемпе пĕрлех кÿршĕ ял тăрăхĕсенчен килнĕ халăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Общество пурнăçĕнчи хастарсене ял тăрăхĕн администрацийĕ Хисеп хучĕсемпе, парнепе чысларĕ. Вĕсен ячĕпе ăшă сăмах нумай пулчĕ. Ал ĕç ăстисен тата сăн ÿкерчĕксен куравĕпе кашниех кăмăлласа паллашрĕ. Нумай иккен вĕсем пирĕн тăрăхра.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

ял старости.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.