Комментировать

16 Окт, 2014

Ял-йыша паян мĕн куллянтарать?

Сĕте пĕлтĕрхинчен йÿнетни.     Сутлăх сĕт кĕркунне-хĕлле хакланать. Мĕншĕн тесен вăл сахалланать, тирпейлекен предприятисене юр-вар палăртнă чухлĕ туса кăларма çитмест. Вĕсем сĕт ытларах пухассишĕн сутлăх хака ÿстереççĕ. «Агро-Инновацисем» ХУП пĕлтернĕ тăрăх - республикăри тирпейлекен предприятисем ял хуçалăх организацийĕсенчен, сĕт пуçтаракан харпăрлăхçăсенчен кашни килограмм сĕте пĕлтĕрхи авăн /сентябрь/ уйăхĕнче вăтамран - 16,39, кăçалхинче - 16,11, иртнĕ çулхи юпа /октябрь/ уйăхĕн 3-мĕшĕнче - 17,66, кăçалхи çак уйăхăн 2-мĕшĕнче 17,21 тенкĕлле йышăннă. Иртнĕ уйăхсенче пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен хак кăштах чакнă. Райадминистрацисенчен пĕлтернĕ тăрăх - ялтан яла çÿресе продукци пухакансем кашни литршăн пĕр тенкĕ таран сахалрах тÿлеççĕ.

Сутлăх хак пĕрешкел мар. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăл Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне районĕсенче - 15, ытларах районта - 13,5-14, хăш-пĕринче 12,5-13,5 тенкĕ пулнă. Улатăр тăрăхĕнче - 3, Элĕк енре 15 предприниматель пуçтарать. Кашни литршăн пурте 14 тенкĕ тÿлеççĕ. Патăрьел тăрăхĕнче 32-ĕн пухаççĕ, тĕрлĕ хак параççĕ. Сăмахран, И.Гладков предпринимателĕн - 15 тенкĕ, А.Алексеевăн, Ю.Наумовăн, Л.Медведевăн, Ф.Тухфетулловăн, «Патăрьел сĕчĕ» кооперативăн - 13,5. Вăрнар районĕнче 24-ăн тупăшаççĕ. Çапах конкуренци Етĕрнесеннипе танлашаймасть. Унта - 15 тенкĕ. Чи йÿнĕ хак - Канаш районĕнче: 13,5. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Пурин те пĕрешкел хак. Ăна калаçса татăлса тытса тăма пултараççĕ.

Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче 21, 24 тата 16 организаци: тупăшу çителĕклех. Пĕрремĕшсен вăл палăрмасть: хак пурин те 14 тенкĕ. Елчĕкпе Шăмăршă тăрăхĕсенче ытларах е сахалрах тÿлеççĕ: 12,5-14,5 тата 14-16 тенкĕ. Продукци пуçтаракансене иккĕшĕнче те пĕр шайра тытса тăма памаççĕ.

Пĕлтĕр республикăра 420 пин тонна сĕт туса илнĕ. Вун икĕ предприяти унран юр-вар хатĕрлет, вăтăрăшĕ сĕте сивĕтсе продукци туса кăларма ăсатать. Заводсен куллен - 50-100, Етĕрнерин 300 тонна йышăнма хăват пур. Чăваш Енре туса илекен мĕн пур сĕте тирпейлеме пултараççĕ. Анчах ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов аграрисемпе ирттерекен канашлура унăн çуррине республика тулашне, вăл шутра Чул хула облаçне, Тутарстана, Мускава, ытти çĕре, ăсатнине пĕрре çеç мар пĕлтерчĕ. Паллах, пасар экономикинче юнашар регионсене сутма никам та чараймĕ. Çапах та юта турттаракансене республика патриочĕ пулма чĕнсе калас килет.

Сĕт - ял-поселокра пурăнакансен /уйрăмах вырăнти производствăна хутшăнайманнисен/ пысăк пайĕн тупăш çăл куçĕ. Унăн сутлăх хакĕ килти хуçалăхра вăй хуракан кашни çынна шалу республикăри аграрисен вăтам ĕç укçинчен кая мар илсе тăма май парсан тем пекехчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал районсенче ирттернĕ тĕл пулусенче сутлăх хак мĕнле пулмаллине систерсех тăчĕ. Унăн сĕнĕвĕпе усă курса чылай районта хаклăрах сутрĕç. Нумайăшĕ пĕр шухăшлă пулса продукцирен тупăш ытларах илчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ĕне тытакансене пĕр тĕллевпе чăмăртанине ырлас килет. Хак ыйтăвĕ тухсанах çынсем вĕсем çине çаврăнса пăхаççĕ. Çапла пулмалла та.

Килти хуçалăхсене пырса тивекен тепĕр ыйту. Ял çыннисем: «Выльăх апачĕ хакланса кайрĕ. Утă-улăм, фураж туянма, ветеринара чĕнтерсе ĕнене сиплеттерме укçа нумай кирлĕ. Сĕт тăкакĕ тупăшран нумайрах. Кĕркунне ĕнене аш-кай комбинатне леçетĕп е коммерсанта парса яратăп», - тенине пĕрре çеç мар илтнĕ.

Çулла Вăрмар пасарне пынă хĕрарăм республика Пуçлăхне икĕ ĕне усранине, пĕрремĕшĕнчен илнĕ тупăш иккĕш валли апат туянма тухса кайнине, выльăх услам сахал кÿнине тарăхса каласа кăтартрĕ. Çак сăмаха Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнче хускатрăм. «Пĕр ĕне усратпăр, - терĕ «Цивиль» хуçалăх бухгалтерĕ Роза Петрова. - Чылай çул иккĕ тытнă. Кашни литрне райпона 14 тенкĕлле сутатпăр. Ку хак çемьене тивĕçтерет. Виçĕм çул ĕне паракан тупăша, вăл килти хуçалăха кăтартакан тăкака куллен хут çине çырса пытăм. Пĕрремĕшĕ иккĕмĕшне ытлашшипех саплаштарчĕ, сĕт сутса таса услам самаях илтĕмĕр. Продукцин пĕр пайне коммерсантсене е райпона памасан кĕсьене пĕр пус та кĕмест, курăк çултарса, турттарса, улăм, фураж туянса, ветеринара сиплетерсе тăкак çеç куратăн. Ăна продукци сутса саплаштармалла. Вара тупăш тăватăрах».

«Цивиль» хуçалăхăн тепĕр бухгалтерĕ Светлана Игнатьева ял-йышран сĕт йышăнать. «Уншăн килти хуçалăхсене райпоран пĕр тенкĕ сахалрах паратăп, - терĕ вăл. - Мĕншĕн тесен райпо çынсемпе таварпа татăлать». Игнатьевсем ĕнине сутма шухăшламаççĕ. Тавăшкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем Ермолаев, Пушков, Васильев, Тиняков, Павлов, Александров çемйисем килти хуçалăхсенче 3-6-шар ĕне тытнине хавхаланса каласа кăтартрĕç. «Вăй питти çынсем выльăх йышне чакармĕç, пачах тепĕр майлă - çемье бюджетне пуянлатассишĕн тăрăшĕç, - терĕç. - Халсăр çынсем кăна выльăха пĕтереççĕ. Ун пеккисем йышлă пулнăран иртнĕ çулсенче ял кĕтĕвĕсем пĕчĕкленчĕç».

2012 çулта килти хуçалăхсенчен панă сĕте республика хыснинчи укçапа субсидилесе çемьесене пысăк пулăшу пачĕç. ЧР Патшалăх Канашĕ чÿк-раштав уйăхĕсенче республикăн килес çулхи бюджетне çирĕплетет. Килти хуçалăхра вăй хуракансен шалăвне АПК ĕçченĕсен вăтам ĕç укçипе танлаштарас тĕллевпе килес çул ЧР хыснинчен субсиди уйăрсан лайăхчĕ, тен, вăй питти арçынсен пĕр пайĕ инçете ĕçе çÿреме пăрахĕччĕ.

Килти хуçалăхсемпе фермерсен умне тухса тăнă çивĕч ыйтусенчен пĕри - сутлăх сĕт пахалăхне лайăхлатасси. Продукцие 1-мĕш тата чи паха сорта çитерсен кăна услам хальхинчен нумайрах илĕпĕр. Тивĕçлĕ оборудовани туянса вырнаçтармасан ку ĕçе тăваймăпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.