Комментировать

10 Окт, 2014

Вите-хуралтa хĕле хатĕр-и?

Кĕркунне уй-хирти курăк çуллахи пек лайăх ÿсмест, хытрĕ. Кун тăршшĕ те сисĕнмеллех кĕскелчĕ. Çавăнпа авăн уйăхне кĕнĕçемĕн ĕне сĕчĕ сахалланать, кун пек чухне выльăха килте каçсерен апатлантарни вырăнлă.

Вите-хуралтăна хĕле валли тĕплĕн хатĕрлемелле. Вите алăкĕ, маччи, чÿречисем йĕркеллĕ-и. Çи витти шыв ямасть-и. Сывлăша уçăлтармалли хатĕрсем пур-и. Йăлтах тĕрĕслесе тухмалла, кирлĕ пулсан юсав ĕçĕсем ирттермелле. Картишне, хуралтă таврашне ытлашши япаласенчен, çÿп-çапран тасатмалла, тислĕке выльăх пурăнакан çĕртен 10-15 метр аякра купаламалла.

Куритесене, урайне, стенана, чÿрече хашакĕсене тасатса тирпейленĕ хыççăн дезинфекци ĕçĕсем тумалла. Ăна выльăх çак вăхăтра чирлемест пулсан та, малашне тĕрлĕ чир-чĕре аталантарма пулăшакан микробсене пĕтермешкĕн ирттереççĕ. Хашаксене, маччана акшар /извеç/ ирĕлчĕкĕпе пĕрĕхмелле.

Кăшлакан чĕр чунсенчен хăтăлма тăрăшмалла. Шăши, йĕке хÿре выльăх валли хатĕрленĕ апата кăшлать, вĕтетсе юрăхсăра кăларать çеç мар, тĕрлĕ чир-чĕре сарăлма пулăшать.

Çак чĕр чунсемпе кĕрешме килте кушак тытни аван. Кушак аçи кахалрах, ама кушак çивĕчрех, харсăртарах сунарçă. Шăши-йĕке хÿре çÿрекен вырăнсенче наркăмăшлă илĕртмĕш апатсем хурса пама юрать. Анчах ку апата кушаксем те çиме пултараççĕ. Çавăнпа им-çама кушак çитеймен вырăнсене хумалла. Им-çама хатĕрленĕ чухне çара алăпа ĕçлеме юрамасть, резина перчетке тăхăнăр. Шăши-йĕке хÿре этем шăршине питĕ аван туять. Илĕртмĕш патне сăтăрçăсем пачах та çывхармĕç.

Дезинфекци ĕçĕсене те манмалла мар. Юн ĕмекен тĕрлĕ кăпшанкăсене пĕтерме тăрăшăр. Хĕлле выльăх çинче пыйтăсем пулма пултараççĕ. Çавăнпа выльăхсене тĕрĕслесе тăрăр. Кирлĕ пулсан ветеринарсемпе канашлăр.

Кайăк-кĕшĕк усракан витесенче те асăннă ĕçсене пурнăçламалла. Ан манăр, умра сивĕ те вăрăм хĕл. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илни выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке лайăх хĕл каçма, сăвăма, çăмарта илессине палăрмаллах чакармасăр тупăш илме май парĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.