Комментировать

10 Окт, 2014

Пĕтĕмпех вулавăшран пуçланать

Вăтăр сакăр çул пĕр ĕçре. Çак тапхăрта утнă çул тикĕсленсе çитнĕ çеç мар, чулланса хытса ларма пултарнă. Хăйĕн тивĕçне куç хупса пурнăçлама мехел çитерет вăл. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелĕнчи вулавăш ертÿçи Ираида Ермакова пирки.

1936 çулта ялта библиотека уçăлнă. Тĕрĕссипе, ăна вулав çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ. Унта пурĕ те 15 кĕнеке, радиоприемник пулнă. Виçĕ хаçат çырăнса илнĕ. Яманчÿрелĕнчи пĕрремĕш библиотекарь - ача çуртĕнче ÿснĕ тăлăх ача, вулама пĕлекен Василий Синяков. Никита Петров вăхăтĕнче вара вулавăшри кĕнеке шучĕ 400 çитнĕ. Никита Тимофеевич хыççăн В.Матвеев, А.Прохоров, Ф.Федорова, В.Аникина, Г.Рахмуллин, Ф.Иванов, В.Муллин, В.Ермолаева, П.Краснов, А.Обожгеев, ыттисем ялти клуба ертсе пынă, ун чухне унта Шăмалак вулавăшĕнчен кĕнекесем илсе килсе тăнă. 1976 çулта Яманчÿрел библиотекине уçасси пирки хушу тухнă. Вăл кивĕ клубăн пĕр пÿлĕмĕнче ĕçлеме тытăннă. Шăпах çавăнтанпа ертсе пырать те ăна библиотека енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ Ираида Ермакова.

Пĕрремĕшĕсене нихăçан та çăмăл мар. Ираида Петровнăн та çавна тÿссе ирттерме тивнĕ: чи малтанхи кĕнекесене вăл Наци, Елчĕк районĕн библиотекисен ылмаштару-резерв фончĕсенчен çыххи-çыххипе самолетпа турттарнă /ун чухне Лаш Таяпана пĕчĕк самолет вĕçнĕ, урăх транспорт пулман/, бибколлекторта туяннă. Çапла майĕпен-майĕпен вулавăш тĕрлĕ литературăпа пуянланса пынă. Халĕ ял библиотекин фондĕнче - 7800 кĕнеке.

Паян вулавăшра условисем питĕ лайăх: 1980 çултанпа вăл çĕнĕ кирпĕч çуртра, тăхăр çул ăна газпа хутса ăшăтаççĕ, 2006 çулта тĕслĕх библиотека ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕ информацие электрон çăл куçсенчен, Интернетран илеççĕ. Вулавăш çăмăллăхĕпе ялти çур пине яхăн çын усă курать, вулавçăсен аллине çуллен пин-пин кĕнеке лекет.

Библиотека ĕçĕнче çивĕч ыйтусем çук тени тĕрĕс мар. Малтанхи çулхисенчен те ытларах вĕсем. Сăмахран, 1995 çулччен купи-купипе хаçат-журнал çырăнса илме май килнĕ, халĕ акă чăвашлисенчен "Хыпар", "Тантăш", "Елчĕк ен" хаçатсемпе "Тетте", "Капкăн" тата "Тăван Атăл" журналсем валли çеç нухрат çитернĕ. Фонда пуянлатас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем пур-ха. Юрать ентешсем - Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров, вулавçăсем хăйсем /сăмахран, Иван Андреев/ - пулăшаççĕ. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула хупса пуçламăш классене кăна хăварни те вулакансен, мероприятисене хутшăнакансен йышне чакарнă. Паян Яманчÿрел ачисем Шăмалакри, Лаш Таяпари шкулсенче вĕренеççĕ. Ялти шкулта 12 ача çеç пĕлÿ илет, телее, килес çул 24-ăн пулĕç.

Çапах та пуçа усса, кулянса лармасть Ираида Ермакова. Малаллах ăнтăлать. Районта, республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнать, общество ĕçне пурнăçлать. 2007 çулхи кăтартусем тăрăх вăл "Чи лайăх библиотекарь" ята тивĕçнĕ, 2008 çул пĕтĕмлетĕвĕпе - "Районти чи лайăх библиотека" ята. Пилĕк çул каялла Ираида Петровна Чăваш Республикин культурăн хисеплĕ ĕçченĕ пулса тăнă.

Халăхпа пурнăçламалли ĕçсене пĕччен тума çăмăл мар. Пысăккисене, самай пĕлтерĕшлисене, ялти культура вучахĕн ытти хастарĕсемпе - Ольга Саврасовăпа, Надежда Обожгеевăпа - пĕрле килĕштерсе пурнăçа кĕртсе пыраççĕ, Ираида Петровна хăй те вĕсем туса пыракан ĕçсене хастар хутшăнать. Акă "Эткер" фольклор ансамблĕпе Яманчÿрелсем тĕрлĕ конкурспа фестивальте пулнă, иртнĕ çул чăвашсен Шупашкарта иртнĕ пĕрремĕш Акатуя хутшăннă, кăçал вара Чĕмпĕр хутлăхĕнчи йăхташсен Акатуйне çитсе килнĕ. Шкул ачисен "Сармантей" ушкăнĕ республика шайĕпе иртнĕ "Пĕчĕк çеç путене" фестивальте палăрнă.

Вулавăш ертÿçин пуçарăвĕпе 2008 çултанпа пурнăçланса пыракан спорт турнирне ял каччине - Чечен вăрçинче пуç хунă Александр Муллина - халалланă. Кăçалхи ăмăртусене Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи кунĕнче йĕркелерĕç. Яманчÿрелти, Шăмалакри, Лаш Таяпари, Аслă Елчĕкри, Тÿскелти, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри шкул ачисем, ял ĕçченĕсем йĕлтĕр эстафетине хутшăнчĕç. Ун умĕн кăшт маларах Ираида Петровна вулавăшра паттăрлăх урокĕ ирттерчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе Александр Архиповăн "Пĕчĕк партизан" кĕнекине вуларĕç. Ун хыççăн библиотекарь Афган, Чечен вăрçисем пирки сăмах пуçарчĕ, "Живи и помни" кĕнекепе паллаштарчĕ. Унăн 184-мĕш страницинче Яманчÿрел каччи Александр Муллин çинчен çырса кăтартнă. Саша 2000 çулхи кăрлач уйăхĕнче Грозный хулинче пуç хунă. Ăна вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Ираида Петровна юлашки вăхăтра çине тăрса ĕçлекен тепĕр тема - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи. Çитес çул - Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ. Ялта вара асăннă вăрçа хутшăннисенчен пĕр ветеран çеç - Петр Иванов - юлнă, вăл та Канашра пурăнать. "Çак ĕçе 10-15 çул каяллах пуçăннă эпĕ, - тет Ираида Петровна. - Ветерансемпе тĕл пулса калаçнă, аса илĕвĕсене çырса илнĕ, ытти çăл куçран материалсем пуçтарнă.

"Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем" папкăна чуна çÿçентерсе уçатăп. Фронтран Артем Базарнов ашшĕ-амăшĕ патне янă темиçе çыру упранать унта.

Артем Даниловичăн çырăвĕсенчен çакна пĕлтĕм: тăван ялтан фронта тухса кайнă самантра киле ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ Надюш тата пĕчĕк хĕрĕ Лида юлнă. Çемьене тата тепĕр "çĕн кайăк" килессе кĕтнĕ. Акă мĕн сунса çырнă вăл чи çывăх çыннисене 1942 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче: " Атте-анне, май уйăхĕнче Надюш çăмăлланмалла. Çав тĕле эрех-сăра туса хурăр. Мĕн вăй çитнипе кĕçчина тăвăр. Çуллахи ĕçкĕ валли нумай кирлĕ мар: юр-вар сутăн илмелле мар, пасар эрехĕ пĕр четвĕрт тата 7-8 витре сăра çитет... Атте-анне, Надюш, Лида, хуньăмсемпе аван пурăнăр. Эпĕ киле хăçан таврăнасси паллă мар. Гитлере пĕтермесĕр таврăнаймăп. Кунта хăлха айĕнчен тупă сасси каймасть..."

Артем Базарновăн çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчи çырăвĕнчен çакă паллă: унăн ывăл çуралнă, ăна Ванькка ят панă. Ашшĕ ăна та "чунтан-вартан юратса командирла салам" ярать, ывăлĕн сăн ÿкерчĕкне ыйтса çырать. Учукка сиктерме пÿрмен ăна чун тĕпренчĕкне, сăнне те пулин курайнă-ши? Аслă сержант тăванĕсем патне янă юлашки çыру пулнă пулĕ ку. Халĕ вĕсен килĕнче вăрçă ачи Иван Базарнов пĕччен пурăнать, ашшĕн çырăвĕсене те ял библиотекине вăлах панă.

Ираида Ермакова пурнăçлакан вун-вун мероприятире çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парасси пысăк вырăн йышăнать. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă ентешсенчен 84-шĕ яла каялла таврăнайман. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене ятарлă стенда вырнаçтарнă. Хаяр вăрçăн 1418 кунне чыслăн утса тухнисене асра тытса, вĕсен умĕнче пуç тайса кашнийĕ пирки хăйне евĕрлĕ "Вут-çулăм витĕр - Çĕнтерÿ патне" кĕнеке хатĕрлеме пуçланă. Акă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе "Сталинграда хÿтĕленĕшĕн" медаль кавалерĕ Максим Корнилов пирĕн çине кăмăллăн пăхса ларать. Пĕр сăн ÿкерчĕкĕнче - салтак тумĕпе, теприн çинче - самай çулланнă арçын. Сталинград фрончĕн 62-мĕш армийĕн 87-мĕш стрелок полкĕнче çапăçнă Максим Корнилович. 1942 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче йывăр аманнă, Тюменьри госпитальте сывалнă хыççăн каллех фронта çул тытнă.

Мирлĕ пурнăçра та паттăрлăх валли вырăн пур. Вăрçă хыççăн ентеш бригадирта ĕçленĕ, ĕне фермине ертсе пынă, "Октябрь" колхоз председателĕ пулнă. 1991 çулта ăна "Слава" колхозăн хисеплĕ колхозникĕ" ят панă.

Тепĕр кĕнекере Валентина Аникина ветеран пирки çырса кăтартнă. 19 çулти хĕр хăйĕн тетĕшĕпе Ваньăпа Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме пĕр кун тухса кайнă. Шел, каччă тăван яла таврăнайман, 1942 çулхи çурла уйăхĕнче Смоленск облаçĕнчи Вязьма хули çывăхĕнчи вăрçăра куçне яланлăхах хупнă. Медицина училищи пĕтернĕ пике авиаци чаçĕнчи радистка пулса тăнă. Вăл Японие хирĕç пынă вăрçа та хутшăннă, яла 1946 çулта таврăннă. Ун хыççăн 38 çул халăх сывлăхне сыхлас ĕçре вăй хунă.

Иван Афанасьев, Петр Комиссаров утса тухнă çулсемпе, чăтса ирттернĕ шăпапа паллаштаракан кĕнекесем те пур вулавăшра. Аслă çĕнтерÿ умĕн тата ытти ентеш паттăрлăхĕ пирки те каласа кăтартасшăн Ираида Петровна. Афган, Чечен вăрçисен ветеранĕсем пирки те манмасть. 24-ăн вĕсем Яманчÿрелĕнче. Çывăх вăхăтрах ятарласа хатĕрленĕ стендра вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарĕç. Тахçанах халăхра анлă сарăлнă - "Никам та манăçман, нимĕн те манăçман" каларăш халĕ те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.