Комментировать

9 Окт, 2014

Сивĕре те ăшă пулĕ

«ТГК-5» АУОн /«КЭС» АХО тытăмне кĕрет/ Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕ Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Йошкар-Олари социаллă сферăпа çурт-йĕр фончĕн мĕн пур потребительне ăшă панă. Çакăн çинчен компани ертÿçисем юсав кампанине пурнăçланине, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнине халалланă пресс-конференцире пĕлтерчĕç.

Юсавпа çĕнелÿ - шанчăклăх никĕсĕ

ТЭЦсемпе магистральлĕ ăшă сечĕсем юсав ĕçĕсене туллин пурнăçланă, çакна комисси актсемпе çирĕплетнĕ. Çитес эрнерех филиалăн кĕркунне-хĕлле ĕçлес хатĕрлĕхне пĕтĕмĕшле хаклĕç, тивĕçлĕ паспорт илмелле.

Вĕçленсе пыракан çулталăкри çитĕнÿсен шутĕнче филиал директорĕ Юрий Цешковский Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра 80 мВт хăватлă çĕнĕ турбоагрегата хута янине асăнчĕ - юлашки çулсенче республикăри энергетика объекчĕсенче кунашкалли пулман. Çавăн пекех ТГК-5 Шупашкарти Николаев урамĕнчи магистрале çĕнетессине вĕçленĕ, унта 2011 çултанпа кивĕ 2500 метр ытла трубопровода улăштарнă.

- Пăрăхсем икĕ теçетке çул ытла ĕçленĕ, яланах нÿрлĕ вырăнта пулнă - кивелсе çитнĕччĕ. Хула чиккинчи магистрале улăштарассине вĕçлерĕмĕр, çитес çул промзонăна куçас тĕллевлĕ. Çавна май юсавпа çыхăннă чăрмавсем çитес 20 çулта сире текех хăратмалла мар, - терĕ филиалăн тĕп инженерĕ Андриан Тимофеев шăпах Николаев урамĕнче вырнаçнă телерадиокомпани корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май.

КЭС-Холдинг вĕри шыв пама чарăнмалли тапхăра кĕскетме хатĕрленĕ «ГВС 2.0» программа та ăнăçлă пурнăçланать. Генераци компанийĕ хăй ĕçлекен хуласенче нормăпа пăхнă 14 кун вырăнне вĕри шыва 7-9 кунлăха çеç чарать. Ку - тĕллевлĕн ĕçленин, компани хушма укçа уйăрнин кăтартăвĕ, мĕншĕн тесен сăмах анлă техникăпа йĕркелÿ мерисем пирки пырать.

Çывăх çулсенчех вĕри шыва вуçех те чармасăр ĕçлеме пуçласшăн. Чăн та, ТГК-5 çакна Çĕнĕ Шупашкарта кăна туллин тĕрĕслесе тăрайĕ, çак хулара унăн 3-мĕш ТЭЦĕ - ăшă энергийĕн пĕртен пĕр çăл куçĕ. Шупашкарпа Йошкар-Олара ресурссемпе тивĕçтерекенсем татах пур, çавна май, сăмахран, Чăваш Ен тĕп хулинче ĕçсем йывăртарах пыраççĕ. Апла пулин те кăçал кунта та «вĕрине» 10 кун çеç паман. Çапах Юрий Цешковский шантарчĕ: «Çак хуласенче те вĕсен ертÿçисене, республикăсен правительствисене ÿкĕте кĕртме тăрăшăпăр, мĕншĕн тесен сăмах потребительсен хăтлăхĕ пирки пырать».

Юрий Анатольевич ытларах та каларĕ: «ГВС 2.0» программа каярахпа ăшăпа тивĕçтерессин хăйне евĕрлĕ тытăмне çаврăнмалла - электричество пекех ăшă энергийĕ те сетьсенче яланах пулĕ, кашни потребитель ăна кирек хăçан та, çав шутра çулла та, кирлĕ чухлĕ илме пултарĕ. Ун чухне ăшă хăçан парассине е чарассине мэри мар, потребитель хăй палăртĕ.

Япăх ташлакана мĕн чăрмантарать?

Çакăнпа пресс-конференцин хавхалануллă пайĕ вĕçленчĕ пулас - потребительсен энергокомпани умĕнчи парăмĕ пирки сăмах пуçартăмăр.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ Мари Элти тата Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ТГК-5 умĕнчи парăмĕ 1,1 млрд тенкĕрен иртнĕ. Шел те, çак виçен тĕп пайĕ - пирĕн республикăри потребительсен тÿпи. Ахальтен мар авăн вĕçĕнче Саранск хулинче РФ энергетика министрĕн çумĕ Андрей Черезов ертсе пынипе субъектсен электроэнергетикине хĕле хатĕрленин ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Ене усă курнă энергоресурссемшĕн дебитор парăмне ÿстерсе янă регионсен шутĕнче асăннă.

ТГК-5 умĕнчи парăмăн чи пысăк ÿсĕмĕ - «Коммуналлă технологисем» ОООн. Авăн уйăхĕшĕн тÿлемеллине шута илмесен татман парăм юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 435 млн тенке яхăн. Çулталăк пуçланнăранпа КТ энергетиксене пĕтĕмпе те 8,7 млн тенкĕ тÿленĕ - 9 уйăхшăн шутласа панин 1% ытларах. ТГК-5 КТна техника хатĕрлĕхĕн паспортне тĕпе хурса кăна ăшă пама пултарать. «Паянхи кун тĕлне предприятин унашкал пĕр документ та çук. «Коммуналлă технологисем» ресурспа тивĕçтерекен организацие тăратнă нарядсене компани хĕле хатĕр маррине палăртса тавăрса паратпăр. Сăлтавĕ - çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнин хаклавĕ РФ Энергоминĕн хушăвĕпе çирĕплетнĕ критерисене тивĕçтерменни», - теççĕ генераци компанийĕнче.

Чăн та, коммунальщиксем республикăри хаçатсенчен пĕринче пичетленĕ отчет çĕкленÿллĕ: вĕсен пĕтĕмпех питĕ лайăх-мĕн. «Лайăх пек кăтартасшăн, чăннипе вара питĕ япăх, - хакларĕ Юрий Цешковский. - Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, компанире - кĕскетнĕ ĕç кунĕ. Пире кăна мар, газовиксене те, Чапаев ячĕллĕ завода та унран илнĕ ăшăшăн тÿлемеççĕ, банксемпе те çивĕчлĕх пур...»

Хурлăхлă кĕвĕ - кам ячĕпе?

«Эсир КТ директорĕсемпе паллашса ĕлкĕретĕр-и?» - «Коммуналлă технологисен» ертÿçисем ытла та çине-çинех улшăннине кура çак йĕркесен авторĕ панă ыйту тĕлĕшпе хуравĕ те çапларахах пулчĕ: «Эпĕ ăна ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин парăм ыйтăвне татса парас енĕпе ирттернĕ канашлу йышăнăвĕсене пурнăçласси çинчен калаçмашкăн иртнĕ эрнере чĕннĕччĕ - килмерĕç. Ĕнер чĕнтĕм - каллех кăмăл тумарĕç. Халĕ кирек хăш вăхăтра килĕр тетĕп - килмеççĕ. Вĕсем ялан Мускавра, «Коммуналлă технологисен» виллине мĕнле пытарассине сÿтсе яваççĕ-тĕр».

КТ вара хăйĕн потребительсен çуррине çухатнă ĕнтĕ - управляющи компанисем ТГК-5 филиалĕпе тÿрĕ килĕшÿсем тунă. Чăн та, тĕп пайĕ çулталăк пуçламăшĕнче куçнă, каярахпа процесс чарăннă.

- Муниципалитет, республика, федераци предприятийĕсен позицине ăнланмастăп - пирĕн тарифсем те пĕчĕкрех вĕт! Нумайăшĕн финанс лару-тăрăвĕ йывăр, эпир тÿлевсене икĕ уйăх кĕтме хатĕр - çакă вĕсене пулăшĕччĕ, пирĕн дебитор парăмне чакарĕччĕ. Тепĕр тесен кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пур пĕр пирĕн пата - Ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организацие - куçĕç. Маларах куçсан лайăхрахчĕ, ку вара КТ самантрах вилессине пĕлтерĕччĕ. Анчах вĕсем раштав вĕçлениччен тата кăштах асапланасшăн пулас-ха, - шелсĕр каларĕ филиал директорĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти ырă мар ят çĕнсе илнĕ «Новэк» УК пухнă 80 млн тенкĕлĕх парăма çухатассипе вара энергетиксем çырлахнă пулас. Ун вырăнне химиксен хулинче çак УК пăхса тăракан çуртсем пĕтĕмпе те теçетке патнелле çеç юлнă, ыттисем ТГК-5 «çуначĕ» айне куçнă. Апла тăк малашне пуçа ыраттараканни сахалрах пулĕ. Çапах кунта та пĕр кашăк тикĕтсĕр мар. «Мана Çĕнĕ Шупашкар прокуратури кăна пăшăрхантарать, - пĕлтерчĕ Юрий Анатольевич. - Вăл эпир темиçе судра выляса илнине, «Новэкăн» потребительсене квитанцисем памалли право çуккине пĕлсе тăнă çĕртех мана эпир хамăр пурлăхпа хуçаланас тенĕшĕн йĕрлет. Пĕр штрафа тÿлерĕм ĕнтĕ, татах суда каймалла. Анчах Конституци пур, вăл харпăрлăха хÿтĕлет. Ăшă энергийĕ, вĕри шыв - компани харпăрлăхĕ. Çавăнпа хамăрăн тĕрĕслĕхшĕн тăрăпăр, прокуратурăна Тĕп Саккун, Конституци сучĕ, Конституци гаранчĕ пуррине ĕнентерĕпĕр».

«Коммуналлă технологисем» тĕлĕшпе те энергетиксем мĕскĕн путек вырăнĕнче пуласшăн мар. ТГК-5 муниципалитет тата генераци компанийĕн активĕсен никĕсĕ çинче Шупашкарта пĕрлехи ăшă сечĕсен предприятине йĕркелеме сĕнет. Энергетиксен шухăшĕпе - ăшша производитель патĕнчен юлашки потребитель патне илсе çитермелли çак проект кирлех. 5-мĕш ТГКра хăйĕн потребителĕсене ăшăпа тивĕçтерессин «сăнчăрĕнчен» КТ текен сыпăка кăларса пăрахасшăн пулас.

- КТра - лайăх коллектив, анчах финанс енĕпе япăх ертсе пынине кура вăл панкрутлăх умĕнхи лару-тăрăва лекнĕ, - иккĕленмест Юрий Цешковский. - Çынсем юлĕç. Сетьсем те - вĕсем муниципалитетăн. КТ пулманни хулана нимĕнле инкек те кÿмĕ. 2-мĕш ТЭЦра ăшă хăвачĕн саппасĕ çителĕклĕ. Кăштах аталансан эпир пĕтĕм хулана ăшăтма пултаратпăр.

 

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.