Комментировать

1 Окт, 2014

Украинăн Чăваш Ене килнĕ гражданĕсем

Украинăн хăйсем ялан пурăннă вырăнтан тухса кайма тивнĕ тата Чăваш Республикине килнĕ гражданĕсене ĕç тупма пулăшасси - Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕн паянхи приоритетлă тĕллевĕ.

Кăçалхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 289-шне е пирĕн хутлăха килнĕ вăй питти ÿсĕмрисен 39,3 процентне вырнаçтарнă та ĕнтĕ: çав шутра 214-шне - ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе, 75-шĕ - хăйсем тĕллĕн. Украина çыннисене ĕçлĕ тăвассин шайĕ Чăваш Республикинче 39,7 процентпа танлашать, Раççей Федерацийĕнче - 24,1 процентпа.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх тытăмĕ служба хваттерĕ пур вакансисем пухас енĕпе ĕçлет тата Чăваш тăрăхне куçса килсе ĕçе вырнаçас текен граждансем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне унта республикăна Украинăран куçса килнĕ граждансене йышăнма хатĕр 144 организаци 279 профессипе тата специальноçпа 1886 рабочи вырăнĕ тата служащи должноçĕ /371-шĕпе пурăнмалли вырăн уйăраççĕ/ пурри çинчен пĕлтернĕ.

Украина гражданĕсене тивĕçлĕ ĕç тупма пулăшас енĕпе Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тата Раççей Перекет банкĕ хушма майсем йĕркеленĕ. Пурăнмалли вырăн сĕнекен вакансисемпе халĕ Раççей Перекет банкĕн информаципе тÿлев терминалĕсем урлă паллашма пулать. Шупашкарта халăх йышлă çÿрекен çĕрте çакнашкал 80 хатĕр вырнаçтарнă. Украинăран ирĕксĕр тухса кайма тивнĕ граждансем суту-илÿ центрĕсенче, Перекет банкĕн офисĕсенче пулнă май хăйсем тĕллĕн тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тÿлевсĕр суйласа илме, унăн условийĕсемпе паллашма, кирлĕ тĕк кăмăла кайнă ваканси пирки информацие пичетлесе илме пултараççĕ.

Кунашкал терминалсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан Нумай функциллĕ центрта тата Тĕп универмагра лартнă, вĕсенче Шупашкар хулинчи тата Чăваш Республикинчи вакансисен базисĕр пуçне Раççейрипе те усă курма пулать. Ĕç шыракансен çав базăпа «Раççейри ĕç» тата www.chuvash. regiontrud.ru. порталсенче паллашма май килет.

Информацин асăннă технологийĕсем ансат тата усă курма меллĕ пулнипе пĕрлех Украина гражданĕсене ĕç варианчĕсене анлăлатма тата кĕске хушăрах туслă йыша кĕме пулăшаççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекенсене пĕлсе тăма!

Раççей Правительствин 2014 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 886-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ют çĕр-шыв гражданĕсене 2014 çулта ĕçе йышăнма ирĕк паракан квотăна Украинăран ирĕксĕр куçнисене тата унта ялан пурăннă, Раççей Федерацийĕн территорине йышпа васкавлăн илсе килнисене - гражданлăх çуккисене - кĕртмеççĕ.

Çапла вара Украина гражданĕсене ĕç вăйĕ кирлине тата çирĕплетнĕ квотăна пăхмасăр ĕçе вырнаçмашкăн ирĕк параççĕ. Çавна май асăннă ушкăна кĕрекен граждансене йышăнас тĕллевлĕ ĕç паракансен квота компанине хутшăнмалла мар.

Унсăр пуçне Федераци миграци службин 2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 147-мĕш хушăвĕ тăрăх ĕçпе тивĕçтерекенсен ют çĕр-шыв гражданĕсене йышăнни çинчен вĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿ тунă хыççăн виçĕ кун иртиччен миграци тата ĕçлев службисен органĕсене пĕлтермелле.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Вакансисемпе паллашмалли инструкци:

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.