Комментировать

18 Сен, 2014

«Манăн юлташсем – чи лайăххисем»

Нумай ачаллă çемьере çитĕнекен Рита Егоровăшăн çуллахи каникул ăнăçлă иртрĕ. Кăçал та вăл «Космонавт» лагерьте канса çĕнĕ юлташсемпе паллашрĕ. Халĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те пушă вăхăчĕ сахалтарах. Уроксем пурнăçламалла, килте аслисене пулăшмалла. Апла пулин те тусĕсемпе интернет урлă час-час çыхăнать. Телефонпа калаçма та ÿркенмест. Вĕсен пурнăçĕпе кăсăк-ланать. Уйрăмах Йĕпреç районĕн-чи Кĕлĕмкассинчи Кристина Петровăпа сăмах çăмхине сÿтме кăмăллать вăл.

– Эпĕ ку лагерьте тăваттăмĕш хут пултăм. Кристинăпа вара кăçал паллашрăм. Лайăх хĕр ача вăл. Тарават. Кăмăлĕ те ырă. Йывăр вăхăтра кирек кама та пулăшма пултарасса чĕрепе туятăп. Тен, пурăна киле пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрĕпĕр-ха, – ĕмĕтленет Канаш районĕнчи Ухман шкулĕн маттур вĕренекенĕ.

Пиллĕкĕн пĕр тăван вĕсем. Рита вара аппăшĕ- пе пиччĕшĕсене çав тери юратать.

– Туслă пурăнатпăр эпир. Атте-анне сăмахĕн-чен пĕри те иртмест. Люда аппа шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ, юратнă профессие алла илес тесе тăрăшать халĕ. Юра пиччем те Шупашкарта. Даниил, Егор тата эпĕ паянхи кун шкул сукмакне такăрлататпăр. Пиччемсем пĕри 9-мĕш, тепри 8-мĕш, эпĕ вара 6-мĕш классенче пĕлÿ илетпĕр. Пурте тăрăшса вĕренетпĕр, аттепе-аннене «4» тата «5» паллăсем илсе хавхалантаратпăр. Ара, юратнă çыннăмсен пит-куçĕн- че яланах йăл-кулă çиçсен пире те кăмăллă-çке, – тет Рита хăпартланса та хавхаланса.

...Акă паян шкултан килсен уроксем тума сĕтел хушшине вырнаçрĕ вăл. Задача шутланă чухне сасартăках ручкине хучĕ. Çÿлĕк çинчен пукане илсе юнашар лартрĕ.

– Настенька, малашне санпа выляма вăхăт та хĕсĕкрех пулĕ. Уншăн ан çиллен. Ĕнтĕ хам та пысăклантăм. Атте-аннене тĕрлĕ ĕçре пулăшасси – манăн тивĕç пулĕ. Санпа вара каç енне çеç пуплесе ларма пултарăп. Тен, тепĕр чухне пĕрле те çывăрăпăр. Ку ĕнтĕ вăл йăлтах пушă вăхăтпа çыхăннă, – тесе пуканене хăй çумне чăмăртаса чуп туса илчĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Ухман.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.