Комментировать

21 Сен, 2021

Шалăва вăхăтра тӳлеймеççĕ

Правительство çуртĕнче Шалу тӳлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Ĕçлев инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 29 организацире /15-шĕ панкрута тухнă, 14-шĕ ĕçлеме пăрахнă/ шалу енĕпе парăм пухăннă. Пĕтĕмпе 1036 çынна 36,65 миллион тенкĕ тӳлемелле. Çулталăк пуçланнăранпа парăмсен шучĕ 28 процент чакнă, кăрлач уйăхĕнче парăм калăпăшĕ 51,23 миллион тенкĕ пулнă. Кăçал 2000 çын умĕнчи парăма татма май килнĕ. Çав вăхăтрах çулталăк пуçланнăранпа инспекцие шалу ыйтăвĕпе çыхăннă 695 çыру килнĕ. Шалăва вăхăтра тӳлеменнипе должноçри 169 çын, 75 предприяти-организаци, 35 предприниматель тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарнă, вĕсене штрафлама йышăннă.

Ларура парăма кĕнĕ организаци ертӳçисем те тухса калаçрĕç. Акă çул тăвас енĕпе ĕçлекен «Стройтех» пĕрлешӳ директорĕ Андрей Ионов пĕлтернĕ тăрăх, предприятире нарăс уйăхĕнче йывăрлăхсем пуçланнă. Сăлтавĕ — подрядчиксем ĕçшĕн тӳлесе татманни. Паянхи кун вĕсенчен 7 миллион тенкĕ шыраса илес тĕллевпе суда тавăç тăратнă. Андрей Геннадьевич каланă тăрăх, парăм шучĕ майĕпен чакса пырать, 14 ĕçчене шалу тӳлесе татмалла. Тепĕр предприяти вара пĕлтĕр коронавируса пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ. Ача-пăча паркĕсене оборудованипе тивĕçтерессипе ĕçлекенскерĕн карантин тапхăрĕнче ĕç чарăнса ларнă, предприяти панкрута тухас патне çитнĕ, ĕçлекенсене шалу тӳлейми пулнă. Кăçал предприяти ура çине тăма вăй çитернĕ. Майĕпен парăмсене те пĕтерме май тупнă. Хальхи вăхăтра 4 сотрудник умĕнче парăм пур.

www.hypar.ru
 

Рубрика: