Комментировать

9 Июл, 2021

Массăллă мероприятисене ирттерме чарнă

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче вакцинаци ыйтăвне хускатрĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра вакцинациленекенсен шучĕ ӳсме тытăннă. Анчах аслă ӳсĕмрисен хушшинче ку хисеп сахалланнă, 60 çултан иртнисен 90 процентне прививка тумалла-мĕн. Çавна май Олег Алексеевич мобильлĕ пунктсен, мобильлĕ бригадăсен ĕçне вăйлатма, вĕсен шутне ӳстерме, ĕç вăхăтне пысăклатма хушрĕ. «Пур ватă та больницăсене çитсе килеймест, çавăнпа е хăйсем патне каймалла, е вакцинаци пунктне çитме майсем тумалла», — терĕ регион ертӳçи.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 187668 çын прививка тутарнă, вĕсенчен 77358-шĕ — 60 çултан аслăраххисем /прививка тутарнисен 31 проценчĕ/. Коронавирусăн штамĕсем аталаннипе больницăна лекекенсен чир тапхăрĕ йывăр иртет, шăрăх çанталăк та сиплеве нумай витĕм кӳрет-мĕн. Хальхи вăхăтра стационарта коронавирусран 1966 çын сипленет, вĕсенчен 54-шĕ — ИВЛ аппаратпа сывлать. 3283 çын килте медпулăшу илет. 16 медучрежденире 2232 койка хатĕрленĕ.

Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, вакцинаци тăвас енĕпе Красноармейски /43 процент/, Канаш /40/, Куславкка /35/ районĕсем малта пыраççĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕнче вара сахаллăн вакцинациленнĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Шигашев сăмахĕпе, прививка тутаракансен йышĕ пĕчĕк мар, анчах хулана вакцина сахал кӳрсе килнĕ тата медиксем çитмеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та вакцинаци пункчĕсене килекен нумаях мар: халăхăн 28 проценчĕ кăна прививка тутарнă. Хула администрацийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дмитрий Пулатов каланă тăрăх, хулара 12 мобильлĕ пункт ĕçлет, общество апатланăвĕн тата пулăшу сферин предприятийĕсенче ĕçлекенсем ытларах вакцинациленнĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, яланхи пекех 50-65 çулсенчи çынсем ытларах аптăраççĕ, 30-40 çулсенчисене те чир нушалантарать. Телее, ачасен хушшинче чирлекен сахалланнă. Юлашки вăхăтра медиксемпе рабочисем нумайрах чирлеççĕ. Анчах çак кунсенче ОРВИпе чирлекен йышланнине /мĕнпур халăхăн 24 проценчĕ/ палăртаççĕ. Инфекци общество вырăнĕсенче ытларах ерет, анчах çынсем лавккасенче, транспортра тата ытти вырăнта хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаççĕ. Чирлекенсен шучĕ ӳснипе республикăра массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ Çĕрпӳ ярмăркки те пулмĕ.

Юлашки вăхăтра прививка тунине ĕнентерекен суя сертификат туса паракансем тупăннă. Мускаври пĕр çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă-мĕн. ЧР ШĔМ министрĕн çумĕ Алексей Веселовский пĕлтернĕ тăрăх, социаллă сетьсенче суя сертификатсемпе справкăсем тăвасси çинчен пĕлтерӳсем вырнаçтарнă. Вĕсем сертификатăн электронлă вариантне те, хутлине те туса пама шантараççĕ. Укçа тӳлесен ПЦР-тест справкипе те «тивĕçтереççĕ». Суя сертификата туянакансене те, ăна туса паракансене те уголовлă майпа айăплаççĕ. Ултавçăсен аллине лекессинчен те асăрханмалла, укçа куçарса памалла мар.

www.hypar.ru