Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Раççей чукун çулĕ» АУО филиалĕн - Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа тĕл пулнă.
Республика Пуçлăхĕ хăнана Чăваш Ен тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă. Чул хула чукун çулĕпе çыхăнса ĕçлени тĕллевĕ пĕрре - Чăваш Республикин «Раççей чукун çулĕн» пулăшăвĕпе усă куракан çыннисене хăтлăх кÿресси пулнине палăртнă.
Анатолий Лесун чукун çул урлă Кремечке /Гремячево/ станцийĕ çывăхĕнче каçмалли вырăна çитсе çул-йĕрпе транспорт инкекне сирнине, экологи тĕлĕшĕнчен сиен çуккине хăй курса ĕненнине çирĕплетнĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Чул хула чукун çулĕ урлă каçмалли вырăнсенче çакнашкал инкек-синкек кăçал 26 хут пулнă, вĕсенче 10 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Сăлтавĕ чылай чухне çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсен айăпĕпе çыхăннă.
Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕ Чăваш Енĕн паха опытне палăртнă: çул-йĕр çинчи транспорт инкекне чакарас тĕллевпе 2013 çулта каçмалли икĕ вырăнта йĕркене пăснине автомат режимĕпе ÿкерекен тата курав тĕлĕшĕнчен сăнлакан стационар комплекссем вырнаçтарнă, çывăх вăхăтрах тепре лартас тĕллевлĕ. Анатолий Лесун çул çÿрев хăрушсăрлăхне ÿстерес енĕпе, чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче хÿтĕлевĕн ятарлă хатĕрĕ çук çĕрте вĕсене вырнаçтармашкăн пулăшма шантарнă. Çавăн пекех вăл «Раççей чукун çулĕ» АУОра ĕçлекенсем валли Канаш хулинче 12 хваттерлĕ çурт çĕкленĕ çĕрте пулнине пĕлтернĕ, Михаил Игнатьева авăн уйăхĕнче çĕнĕ хваттере куçнă ятпа ирттерме палăртнă уяв мероприятине йыхравланă.
Михаил Игнатьевпа Анатолий Лесун пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнче йĕркеленĕ физкультурăпа спорт канашĕн ларăвне хутшăнакансене транспорт тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессине йĕркелес, çавăн пекех пурлăхпа тухăçлă усă курассине ÿстерес тата хула çум турттарăвĕсене аванлатас, Шупашкар хулинчи База тăкăрлăкĕ еннелле тăсăлакан чукун çул урлă каçмалли вырăна сарлакалатас, яллă вырăнсенче масар çывăхĕпе иртекен чукун çул урлă вăхăтлăх каçăм йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă.
В.ИЛЬИНА