Çыхăну уçă, паха
Ĕлĕкхи мар халĕ: паян кирек мĕнле хулапа кăна мар, аякри çĕр-шыври çывăх çыннăмăрсемпе те самантрах çыхăнса калаçма пулать. Пысăк технологисен тапхăрĕнче вăл татах лайăхланса пырĕ. Çакна «Нэт Бай Нэт Холдинг» /NETDYMET/ фиксациленĕ çыхăнăвăн операторĕ Шупашкарта çĕнĕ контакт центрĕ уçни те аван çирĕплетет. Ăна пурнăçа кĕртме 40 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă. Асăннă центр - «Мегафон» компанийĕ. Федерацин ултă регионĕнчи уйрăм çынсемпе бизнес-пĕрлĕхе телефон тата Интернет çыхăнăвĕпе, тÿлевлĕ телекуравпа тивĕçтерет.
Оператор Чăваш Енĕн тĕп хулине ахальтен суйласа илмен. Малтан бизнес-климата, ĕç рынокне, аслă шкулсемпе колледжсене, çыхăнăвăн нумай енлĕ каналĕсене тĕплĕ тишкернĕ.
- Чылай клиент «Нэт Бай Нэт Холдинг» компанин çыхăнăвĕпе кăмăллă. Пирĕн абонент бази ÿссех пырать, ĕç-хĕл географийĕ анлăланать. Тивĕçтерĕвĕн çÿллĕ шайне упраса хăварас тĕллевпе эпир стратеги пĕлтерĕшлĕ йышăну турăмăр - Шупашкарта контакт центрĕн иккĕмĕш лапамне уçрăмăр, - терĕ компанин тĕп директорĕ Андрей Батанов. - Вăл инçĕшне пăхмасăр клиентсене 30 çеккунт хушшинче çыхăнтарма май парать. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Малтанхи икĕ эрнере кăна эпир 50 çынна ĕçе йышăнтăмăр. 2015 çулхи пĕрремĕш кварталта компанин тулли хăватпа ĕçлеме тытăнмалла, ун чухне кунта вăй хуракансен йышĕ 400 яхăн çын пулмалла.
Контакт центр талăкĕпех, канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Уйăхра абонентсен 300 пин ыйтăвне татса парĕ.
«NETDYNET» контакт центрне уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç. Михаил Васильевич центр ĕçченĕсене ÿсĕм, хастарлăх сунчĕ.
Ю.СТЕПАНОВ