Комментировать

15 Сен, 2020

«Хыпар» 104 (27687) № 15.09.2020

♦ «Пирĕн ĕмĕрте, çĕнĕ информаци технологийĕсем тата наукăпа техника питĕ вăйлă аталаннă тапхăрта, чиркÿ çыннисем çинчен калаçни кирлех-ши?» — тейĕ хăшĕ-пĕри. Кирлех! Вĕренÿ заведенийĕсемпе танах чиркÿ те чун тасалăхĕпе кăмăл-сипете упраса хăварма пулăшать. Шăпах пачăшкă сăмахĕсем çын чунне сиплеççĕ. «Турă пур-и?», «Мĕн кĕтет пире ку пурнăçран кайсан?» — çак ыйтусем шухăшлаттараççех. Кайран мĕн пуласси пирки пăшăрханиччен Евангели вĕрентĕвĕпе пурăнни лайăхрах мар-ши? Тата эпир пурнăçра пурне те пĕлсе çитерейместпĕр. Ватă çынсенчен ыйтма пулать-ха, анчах вĕсем те йăлтах чухламасан та пултараççĕ. Çавăнпа «Хыпарта» «Вырсарникунхи тĕлпулу» ярăм уçăпăр. Унта Шупашкарти Введени соборĕн настоятелĕ, Шупашкарти тĕн училищинче çамрăксене 25 çул вĕрентекен Вениамин Пегасов протоиерей тĕрлĕ ыйтăва хуравлĕ. Калăпăр, «Ачана çуралсан миçе кунран тĕне кĕртмелле?», «Венчете тăрас текенсен мĕн пĕлмелле?», «Килте çунтарнă çурта тĕпĕсене ăçта хумалла?» тата ытти те. Çавăн пекех вулакансенчен те ыйтусем кĕтетпĕр. Паян вара Вениамин аттепе паллаштарăпăр. Çак çула вăл мĕншĕн суйланă? Йывăр-и паян пачăшкă пулма?..

— Вениамин атте, эсир, ахăртнех, пачăшкă çемйинче çуралнă?
— Эпĕ Шупашкар районĕнчи Кайри Ункăпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Атте Николай Егорович рабочи пулнă. 86 çула çитиччен пурăнчĕ. Кăçал çулла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анне Христина Васильевна ĕмĕрĕпех дояркăра ĕçлерĕ. Ĕç ударници пулнă вăл, нумай медале тивĕçнĕ. Халĕ 86-ра. Аттепе анне пилĕк ывăл пăхса ÿстернĕ. Эпĕ асли. Ман хыççăнхи Георгий ятлă, вăл Шупашкарта теплосетьре вăй хурать. Маларах кайса çакна калам: пирĕн çемьере виçĕ пачăшкă. Çемьери виççĕмĕш ывăл — Пантелеймон атте, Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи Пукрав ячĕллĕ чиркÿре кĕлĕсем ирттерет. Тăваттăмĕшĕ — Сергий атте. Вăл Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçри чиркÿ настоятелĕ. Кĕçĕнни Михаил — строитель. Вăл тĕп киле юлнă, аннене пăхать.
— Пачăшкă пулас ĕмĕт хăçан çуралнă сирĕн?
— Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер шкулĕнче пĕлÿ илтĕм эпĕ. Мĕн ачаран Турра ĕненнĕ. Ĕненÿ аттерен килнĕ. Вăл киле кĕнĕ. Унăн ашшĕ, манăн асатте Георгий, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Фронта кайиччен колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ, манăн асанне Екатерина, Турра питĕ ĕненнĕ. Çывăх çыннăмăрсем Çÿлтикасси чиркĕвне çÿренĕ. Асанне пире ача чухне каникул вăхăтĕнче инçетри чиркÿсене илсе çÿретчĕ. АН-2 самолетпа Элĕк тăрăхĕнчи Ураскилт чиркĕвне вĕçнине астăватăп. Псков, Сергиев Посад хулисенче пулнă. Сăваплă вырăнсене, мăнастирсене кайса курма кăмăллатчĕ асанне. Халĕ ун пеккисене паломниксем теççĕ. Аттен пиччĕшĕ Леонид пачăшкă пулнă. Вăл Шупашкар районĕнчи Шемшерте, Мăналта кĕлĕсем ирттернĕ. Леонид атте патне час-часах çÿреттĕмĕр. «Эпĕ мучу пек пулатăп», — теттĕм пĕчĕкренех. Пачăшкă пулас ĕмĕт ачаранах çуралнă. Шкул хыççăн салтака кайрăм. Хĕсмет хыççăн ятарлă курссене пĕтертĕм, Шупашкарти аэропортра авиадиспетчерта ĕçлерĕм. Унтан владыка сĕнĕвĕпе Мускаври семинарие вĕренме кайрăм. Астăватăп-ха: унта кĕме çăмăлах марччĕ. «Тĕне ĕненме юраман вăхăтра та» пĕр вырăна виçĕ çынччĕ. Халĕ конкурссем тата пысăкрах: пĕр вырăна — 9-13 çын. Çивĕч ăслисене, ăс-хакăл енчен пуяннисене, тивĕçлисене йышăнаççĕ унта. Кирилл патриарх вĕреннĕ çынсене кăмăллать. Вĕренмешкĕн кĕме кĕлĕсене пăхмасăр пĕлмеллеччĕ, Псалтире, Евангелие славянла вулама пултармаллаччĕ. Семинарие кайиччен чиркĕве çÿренĕ, Варнава владыкăна иподиакон пулса пулăшнă. Çавăн чухне славянла вулама хăнăхрăм.
— Семинари хыççăн Шупашкарах килес терĕр-и?
— Вĕренсе пĕтерсен владыка хăйĕн патне Введени соборне илчĕ. Каярахпа мана пĕр вăхăт Шупашкар районĕнчи Хыркасси чиркĕвне ячĕ. Унта нумай ĕç тумалла пулчĕ. Купол лартрăмăр. Халăх пуçтарса панă укçапа сакăр чан туянтăмăр. Вĕсене вырнаçтартăмăр. Праçниксенче чан çапаттăмăр. Малтан пулман унта чан сасси. Çавăн пекех вырсарни шкулне хута ятăмăр. Чиркÿ таврашĕнче асфальт сартартăм, клумбăсем турăмăр. Тăван ялăм та инçе марччĕ, çавăнпа Хыркассинчех юласшăнччĕ. Анчах владыка 2019 çулта Введени соборне чĕнсе илчĕ.
— Калăр-ха: Введени соборĕ ытти чиркÿрен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Чăваш Енри чи авалхи, чи аслă храм вăл. Вырсарни шкулĕ пур пирĕн. Ачасене психологсем, педагогсем, Сергий атте пĕлÿ параççĕ, юрлама вĕрентеççĕ. Кайран архиерей хорĕнче юрлаççĕ вĕсем. Введени соборĕ — Чăваш Енри православи центрĕ. Коммунистсен вăхăтĕнче Шупашкарта пĕр чиркÿ кăна ĕçленĕ. Вăл — Введени соборĕ. Чи аслă, чи ватă, чи паллă, чулран тунă храм. Унта виçĕ престол. Владыка мана 1-мĕш благочиннăй /хулари чиркÿсене пăхса тăракан/ туса хучĕ. Пачăшкă тивĕçĕсене 34 çул пурнăçлатăп ĕнтĕ.
— Талăкра миçе кĕлĕ ирттеретĕр?
— Ĕçе графикпе йĕркеленĕ. Ир те каç эрнипех кĕлĕ ирттерме лекет. Унсăр пуçне ачасене тĕне кĕртетпĕр, мăшăрсене венчете тăрататпăр. Кунсăр пуçне хваттере сăваплама, выртакан чирлĕ кинемейсене сыптарма каятпăр. Ĕçĕм çăмăлах мар. Халĕ яваплăх тата ÿсрĕ. Чиркĕве тытса тăрасси йăлтах пирĕн çинче. Мухтанса калас килмест: пĕчĕккĕн ĕçлетпĕр. Акă просфора çуртне çĕнетме пуçларăмăр. Чиркÿри хăш-пĕр турăша çĕнетрĕмĕр.
— Çапах чи йывăрри сирĕн ĕçре мĕн?
— Мĕнле каламалла ĕнтĕ: таса пурăнасси, çынсене тĕрĕс çул çине тăратасси. Çынсем лайăх пурăнччăр, чунне çăлччăр. Чи кирли çавă — çынсене çăласси, çынсене хăйсен çылăхĕсемшĕн ÿкĕнме вĕрентесси.
— Мĕнлерех çын пулмалла пачăшкăна тухас тесен?
— Чи малтан таса, Турă вĕрентнĕ пек пурăнса тĕслĕх кăтартмалла, ырă ĕçсем тумалла, çынсене ăнланмалла, ăшăлăх памалла. Хăшĕсем питĕ хуйхăллă килеççĕ, ĕçре, çемьере, хутшăнусенче ăнманни пирки калаççĕ. Çынсемпе кăмăлтан калаçмалла, вĕсене пурăнма хавхалантармалла. Çынсем чиркÿрен лăпланса кайччăр. Кашнинех сĕнÿ-канаш пама тăрăшатăп. Инкек тÿснĕ, хуйхă-суйхă пулнă çыннăн ăçта каймалла тата? Ĕненекен кунта килет. Пачăшкăпа калаçать, турăшсем çине пăхать, куççулĕ тухать, чĕри çемçелет… Ĕненменнисен шанчăк çук. Вĕсем эрех ĕçме пуçлаççĕ е…
— Апла сирĕн педагог та, психолог та, ăс-хакăл енчен питĕ пуян çын та пулмалла?
— Тĕрĕс! Çавсем питĕ кирлĕ пире. Çыннăн чунне ăнланмалла тата. Ăнланмасан эсĕ ăна мĕнле пулăшайăн? Çынна итленĕ хыççăн тĕрĕс сĕнÿсем памалла.
— Чăнласах çăмăл мар сирĕн тивĕçĕр. Миçе çын пурнăçне пурăнма тивет.
— Çынсем пурте расна. Пĕринпе лăпкăн, çемçен калаçмалла. Теприне хытăрах каламалла.
— Калăр-ха: венчете тăракан кашни мăшăрах пĕр сăмаха калатăр-и? Е…
— Кашни мăшăрах расна сăмахсем калатăп, кăшт та пулин урăхларах пиллетĕп. Çав самантра пуçа мĕнле сăмахсем килеççĕ, юратакансем патне çавсене илсе çитеретĕп. Мĕнле каланă-ха Турă: «Эсир мĕн калассине малтанах шухăшласа ан хурăр. Пÿлĕхçĕ вăхăт çитсен хăех мĕн каламаллине систерсе ăс-тăн парать». Хăшĕ-пĕри тепĕр чухне пăхмасăр калама вĕренсе хурать. Евангели ун пек вĕрентмест: «Эсир ан хуйхăрăр, кирлĕ сăмахсем кирлĕ самантра хăйсемех тупăнаççĕ».
— Эсир ырă ĕçсем тумалли пирки каларăр. Чунăра уçсамăр: çак тарана çитиччен мĕнле ырă ĕçсем турăр?
— Эпĕ хам тунă ырă ĕçсем пирки мухтанса калани вырăнсăр. Манăн ырă ĕçсене Турă анчах куртăр. Турă хăй пĕлет. Ырăпа тавăрса пырать. Манăн вĕсемпе мухтанас та килмест, мĕншĕн тесен çынсем хăйсемех пĕлеççĕ, кураççĕ.
«Пирĕн ĕмĕрте, çĕнĕ информаци технологийĕсем тата наукăпа техника питĕ вăйлă аталаннă тапхăрта, чиркÿ çыннисем çинчен калаçни кирлех-ши?» — тейĕ хăшĕ-пĕри. Кирлех! Вĕренÿ заведенийĕсемпе танах чиркÿ те чун тасалăхĕпе кăмăл-сипете упраса хăварма пулăшать. Шăпах пачăшкă сăмахĕсем çын чунне сиплеççĕ. «Турă пур-и?», «Мĕн кĕтет пире ку пурнăçран кайсан?» — çак ыйтусем шухăшлаттараççех. Кайран мĕн пуласси пирки пăшăрханиччен Евангели вĕрентĕвĕпе пурăнни лайăхрах мар-ши? Тата эпир пурнăçра пурне те пĕлсе çитерейместпĕр. Ватă çынсенчен ыйтма пулать-ха, анчах вĕсем те йăлтах чухламасан та пултараççĕ. Çавăнпа «Хыпарта» «Вырсарникунхи тĕлпулу» ярăм уçăпăр. Унта Шупашкарти Введени соборĕн настоятелĕ, Шупашкарти тĕн училищинче çамрăксене 25 çул вĕрентекен Вениамин Пегасов протоиерей тĕрлĕ ыйтăва хуравлĕ. Калăпăр, «Ачана çуралсан миçе кунран тĕне кĕртмелле?», «Венчете тăрас текенсен мĕн пĕлмелле?», «Килте çунтарнă çурта тĕпĕсене ăçта хумалла?» тата ытти те. Çавăн пекех вулакансенчен те ыйтусем кĕтетпĕр. Паян вара Вениамин аттепе паллаштарăпăр. Çак çула вăл мĕншĕн суйланă? Йывăр-и паян пачăшкă пулма?..
(Инкек тÿснĕ çыннăн ăçта каймалла? Пачăшкăпа калаçсан куççуль тухать, чĕре çемçелет…)

♦Следстви комитечĕн органĕсем Шупашкар районĕнчи коммерци организацийĕн учредителĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна уйрăмах пысăк виçепе улталанăшăн айăплаççĕ.
Следстви шучĕпе, айăпланакан 2017 çулта хăйĕн фирми панкрут пулнине кура ял тăрăхĕ икĕ трансформатор подстанцийĕ туянма ирттерекен аукциона хутшăнма пултарайманнине питĕ лайăх пĕлсе тăнă çĕртех саккунран пăрăнса иртес тенĕ. Пĕлĕшĕпе, тепĕр коммерци фирмин ертÿçи тата учредителĕ шутланакан хĕрарăмпа, калаçнă. Ăна хăй кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме пултарнине ĕнентерсе аукциона пĕчĕк хакпа хутшăнмашкăн ÿкĕте кĕртнĕ. Çакăн хыççăн Ишлей ял тăрăхĕн администрацийĕпе муниципалитет контрактне тунă.
Çав контрактпа килĕшÿллĕн панкрут-бизнесмен администрацие усă курнă икĕ трансформатор подстанцийĕ кÿрсе панă — вĕсене çĕнĕ пек кăтартнă. Ишлей влаçĕсем çакăншăн укçа куçарса панă. Çапла майпа Шупашкар районĕн администрацийĕ 1 миллион ытла тенкĕлĕх сиен тÿснĕ.
(Пăхма кăна – çĕнĕ...»

♦ Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче тивĕçлĕ канури çынсене те курма пулать. Кинемейсемпе мучисем бассейнра ишеççĕ, спортзалта ÿт-пĕве çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ лапамра спорт ăсталăхне туптаççĕ.
1985 çултах йĕркеленнĕ сывлăх ушкăнне хĕрарăмсем ытларах çÿреççĕ. «Малтанхи тапхăрта арçынсем те пурччĕ, анчах вĕсем нумай чăтаймаççĕ — пăрахса каяççĕ. Икĕ сехетре тĕрлĕ спорт хатĕрĕпе 360 ытла хăнăхтару тăватпăр. Вĕсем ал-ура, çурăм, пуç мышцисене, сыпăсене çемçетме пулăшаççĕ. Скандинавсен мелĕпе утмалли туяпа ращана тухатпăр, бассейнра шыва кĕретпĕр», — пĕлтерчĕ ушкăн ертÿçи Зинаида Самойлова. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ шкулта ачасене биологи вĕрентнĕ. 81 çулти Зинаида Анатольевна каланă тăрăх, сывлăх ушкăнне 30 çын çÿрет, чи асли — 85-ре. Разминка тунă чухне халăх, совет юррисене итлеççĕ. Ушкăна çÿрекенсенчен чылайăшĕ çыхас енĕпе ăста, çыхнă тапочкă тăхăнаççĕ. Унпа меллĕ пулнине палăртаççĕ.
«Ватăлнăçемĕн вăй-хал чакать, шăм-шак ыратать, куç япăхланать… Спорт комплексне кайса килсен ыратни иртет, кăмăл çĕкленет, ÿт- пÿ çăмăлланать. Сиплев хăнăхтарăвĕсем тунипе ура утакан пулчĕ. Унччен туяпа çÿреттĕм, халĕ ăна алла илместĕп», — кăмăлне ирĕке ячĕ 70 çул урлă каçнă Алла Полынова. Ватă çынсемшĕн пĕр-пĕринпе хутшăнни те пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ уява, çуралнă кунсене пĕрле паллă тăваççĕ, юрласа савăнаççĕ, çамрăклăха аса илеççĕ.
71-ри Надежда Краснова спорт комплексне 5 çул каялла çÿреме пуçланă. Шупашкарти 15-мĕш училищĕре ĕç производствин мастерĕнче тăрăшнăскер темиçе çул ура ыратнипе аптăранă. «2014 çулта операци турĕç. Тухтăрсем урана сиплемешкĕн ятарлă хăнăхтарусем тума хушрĕç. Сывлăх ушкăнне, бассейна çÿреме пуçласан утакан пултăм. Кушетка çине йăпăр- япăр хăпарнинчен тухтăрсем те тĕлĕнеççĕ», — терĕ Надежда Михайловна чунпа та, ÿтпе те çамрăк чухнехи пек туйнине палăртса. Нина Жукова бассейнра ишме ытларах юратать. Çамрăкран спортпа туслăскер хальхи вăхăтра та çăмăл атлетикăпа йĕлтĕр спорчĕ енĕпе ăмăртусене хутшăнать, спартакиадăсен-че малти вырăнсене тухать. «Кашни çыннăн спортпа туслашмаллах. Вăл пурнăçра пулăшса пырать. Кашни кун зарядка туни, чупни ÿт-пĕве тĕреклетет. Йывăр ĕçрен те хăрамастăн», — терĕ вăл.
65 çулти Александр Петров тивĕçлĕ канăва тухсан бокспа туслашнă. «Çамрăк чухнех ринга ту-хас килетчĕ. Ун чухне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреттĕм, иккĕшне хутăштарас темерĕм. Çак ĕмĕте ватăлсан кăна пурнăçа кĕртрĕм», — терĕ ШĔМ ветеранĕ. Спорт комплексне çÿрекен шурă çÿçлĕ арçынсем татах пур. Пĕрле пухăнса вĕсем теннисла, шашкăлла выляççĕ, бассейнра шыва кĕреççĕ тата бокс перчетки тăхăнса пĕр-пĕрин вăйне тĕрĕслеççĕ. Александр Павлович каланă тăрăх, спорт комплексне вĕсем эрнере виçĕ хут килеççĕ, ытти кун килте зарядка тăваççĕ, çуран чупма тухаççĕ. «Çамрăк боксерсене тĕслĕх кăтартаççĕ, бокс ăсталăхне алла илме пулăшаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех рингра кĕрешме шикленмеççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Вячеслав Николаев тренер.
Сăмах май, çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Аслă ăрури граждансене сывă пурнăç йĕркине явăçтармалли хушма мерăсем çинчен» указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн аслă ÿсĕмри çынсене спортпа туслашмалли условисем туса памалла. Çак указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе республикăри спорт керменĕсенче ятарлă ушкăнсем йĕркелĕç, 55 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 60 çултан аслăрах арçынсем унта тÿлевсĕрех çÿрĕç.
(Спорт керменне хавхаланса çÿреççĕ)

♦ «Тăван ялăм, савнă кил, çитрĕм эпĕ, кĕтсе ил! Сител ялĕ Патăрьел районĕнче, Пăла шывĕ хĕрринче, асамлă вăрман варринче вырнаçнă. Пирĕн йăхташсем 1651 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи [хальхи Канаш районĕ] Сител ялĕнчен куçса килнĕ», — çакăн пек ăш пиллĕ йĕркесем вырнаçтарнă стелăпа кĕтсе илеççĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Сителсем килен-каяна. Ăна пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Çуллахи Микулара, Юрий Степановăн пуçарăвĕпе лартнă.
«Ăçта çитсен те манăçа ан тухтăр вăй парса ÿстернĕ тăван ял!» — аса илтерет çав вăхăтрах стела ялтан каякансене. «Пирĕн йăхташсем хăй вăхăтĕнче Канаш районĕнчи Сител ялĕнчен куçса килнĕ. Çак стелăна уçнă чухне вĕсене хăнана чĕнтĕмĕр. Хальччен кун пек тĕлпулу йĕркелемен, эпир пĕр-пĕрне палламан. Ял çумĕнчи уçланкăра кĕтсе илтĕмĕр вĕсене. Хаклă хăнасем сăра тусах килнĕ. Питĕ хĕпĕртенĕ вĕсем. Пире те хăйсем патне чĕнме шантарчĕç. Стелăна халăхпа пĕр пулса лар-трăмăр. Укçи-тенкине малтан хам хыврăм. Хулара пурăнакансем те айккинче юлмарĕç, кам мĕн чухлĕ пултарать — нухрат ярса пачĕç. Стела каçхине çутатать. Шухăшĕ вара акă мĕнле çуралчĕ. Маларах Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан Федор Мамуткин çĕрле яла таврăннăччĕ. Эпĕ ăна Канаша пуйăса леçрĕм. «Тăван ялăм сĕм тĕттĕмлĕхре кĕтсе илчĕ. Чунăм шутсăр хурланчĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте ялăн ятне çыртар, эпĕ те пулăшăп сана. Атту яла кĕретĕн, тухатăн — темĕнле ял, паллă мар», – сĕнчĕ вăл ун чухне. «Ку ĕçе мĕнле тумалла-ши?» — тесе нумай шухăшласа çÿрерĕм. Пĕррехинче Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç урлă кайма тÿр килчĕ. Вĕсем яла кĕнĕ çĕрте плакат çакнă. «Плакат таврашĕ кивелнĕ-ха, çĕнĕрех япала тумалла», — палăртрăм ăшăмра. Шăп çав вăхăталла Елчĕк районĕнчи Шăмалаксем ялĕ çывăхĕнче стела лартрĕç. Нумай шухăшласа тăмарăм — ялти пуçаруллă çынсене машинăна лартрăм та курма кайрăмăр. Шăмалаксен шедеврĕ пурне те килĕшрĕ. Материалсене туянсан Алексей Анисимов ĕçе пикенчĕ. Виçĕ тоннăна яхăн чул вырнаçтартăмăр, стела çумне сак лартрăмăр. Пирĕн ял вырăсла — Сидели-çке. Ларса канмалли кирлех. «Ĕлĕк вăрман варрине çуран утса килнĕ. Ывăннă та ларса каннă. Çавăнтан — «Сидели». Унтан — «Пошли». Пăлапуç Пашьел пуçланнă», — вĕрентетчĕç пире шкулта. Стелăн тепĕр енчи сă-махĕсене Патăрьел районĕн хаçачĕн редакторĕ, пирĕн ял çынни Александр Козлов хатĕрлерĕ. Халĕ çумăрлă çанталăк-и, тăман вĕçтерет-и – яла пырса кĕнĕ çĕрте çутă. Питĕ кăмăллă. Хулара пурăнакансем çакна уйрăмах туяççĕ, тав тăваççĕ», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Юрий Николаевич.
Сăмах май, ку вырăна Сителсем пачăшкăна чĕнсех сăвапланă. Ара, чул çине 12 апостолăн вĕрентĕвне çырнă-çке. Ял çыннисем салтак ачисене те çак вырăнтан ăсатаççĕ. Çемье çавăракансем кунта пил илеççĕ… Маларах кайса çакна та калам: ялти пуçаруллă çамрăксем кунта кăвак чăрăш лартасшăн. Çĕнĕ çул уявĕнче ăна капăрлатма, çутатма, килен-каян кăмăлне уçма тĕв тăваççĕ.
«Шăрчăкасси урамне кĕрсе тухма çукчĕ. Çынсем 100 çул асапланса пурăннă… Эпир хăнăхнă влаçа вăрçма. Анчах вăрçнипе нимĕн те улăштараймăн. Пĕр шухăшлă пулса укçа пуçтартăмăр та нимелле вĕтĕ чул сартăмăр. Ахальтен мар таврара: «Сителсем маттур», — теççĕ. Манăн шухăшпа, нимене мансан чăвашлăх пĕтет. Эпир хальлĕхе ырă çак йăлана тытса пыратпăр. Килте пысăк хуран пур. Ниме йĕркелеме палăртсан ăна яланах машинăна хуратăп, какай, çĕр улми илетĕп. Ĕç тума палăртнă вырăна çитсенех хуран çакатăп. Çакна кура хĕрарăмсен кăмăлĕ уçăлать. Кам çăкăр, кам пÿремеч-кукăль йăтса пырать. Пĕрле вăй хуратпăр, пĕрлех çиетпĕр. Чăвашлăх — пĕрле ĕçленинче, туслăхра», — чунне уçрĕ Юрий Николаевич.
Унăн пуçарăвĕпех тăватă çул каялла Сителсем масар пÿртне лартнă. Хулара ĕçлесе пурăнакан Вячеслав Камышев кирпĕч, блок парса пулăшнă. Сăваплă ĕçрен никам та айккинче юлман. Масар хапхине те улăштарнă. Кашни çуркунне вĕсем кунта субботник йĕркелеççĕ. Хăрса ÿкнĕ йывăçсене трактор çине тиесе илсе тухаççĕ. Çапла çулсеренех темиçешер урапа кăлараççĕ. Ку ĕçе 70 çын таран хутшăнать. Юрий Николаевич пирки калас пулсан, тăватă çул каялла вăл пусă чавнă чухне аслашшĕн медальне тупнă. Унăн паттăрла ĕçĕсем çинчен тĕпчесе пĕлнĕ. Кивĕ масарта аслашшĕн вил тăпри çине тирпейлĕ палăк лартнă, вăл пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. «Асаттен вил тăприне хăй вăхăтĕнче атте кăтартнăччĕ. Хĕресĕ çĕрсе пĕтнĕччĕ… Асаттен паттăрлăхĕ пирки эпир пĕлмен. Вăл вара чылай орден-медале тивĕçнĕ. Аттен Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан аппăшĕсем асаттен вил тăпри çине палăк лартнăшăн, асăну хăми çакнăшăн хĕпĕртерĕç. Ялпа масар хушшинче те йывăçсем ÿссе кайнăччĕ. Çакă ял кĕтĕвĕ пĕчĕкленнипе те çыхăннă. Малтан пирĕн виçĕ кĕтÿ пулнă. Халĕ иккĕ кăна. Виçĕм çул чылай йывăçа касма тиврĕ. Хурçă утпах турттартăмăр. Вăрман ял патнех пынăччĕ. Хăй вăхăтĕнче Пăла урлă каçма кĕпер пурччĕ. Ăна пăхсах тăнă. Сител ачисем ун урлă Пăлапуç Пашьел шкулне утнă. «Ачасене автобус илсе çÿрет», — тесе каярахпа ăна никам та хăйĕн çине илмен. Анчах ачасем те тĕрлĕрен, хăшĕсен кая юласси те пулать — кĕпер каçса çÿреме пĕрех кирлĕ. «Материалне паратăп, халăхпа çак кĕпере тума çук-ши? Апат çитеретпĕр», — сĕнчĕ пуш уйăхĕнче Пăлапуç Пашьел шкулĕн директорĕ Сергей Матюшкин. «Ачасен апатне çиместпĕр, уншăн вĕсем укçа тÿлеççĕ. Çуна çине хуран, сăмавар, какай хутăм, мăшăрăма çĕр улми шураттартăм. Çакна директор курсан тĕлĕнсех кайрĕ. Кăнтăрла иртнĕ виçĕ сехет тĕлне ялти арçынсемпе 25 метр тăршшĕ кĕпере туса та хутăмăр», — калаçăва сыпăнтарчĕ Юрий Николаевич.
Юрий Степанов Пăлапуç Пашьел шкулĕ хыççăн Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Çав вăхăтрах çăмăл атлетикăпа интересленнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лавк-касенче çăкăр та сахал сутнă, çавăнпа ăна чылайăшĕ килте пĕçернĕ. Пăлапуç Пашьелте юл-ташĕсем арман ĕçлеттерсе яма палăртнă. Юрăна та чĕннĕ. Хайхисем ăна Пенза облаçне арманçа вĕренме янă. 1998 çулта 20-ри йĕкĕт диплом илсе таврăннă та армана ял халăхĕпе пĕрле ĕçлеттерсе янă. «Çынсем сĕре нумайччĕ, çĕрĕпе черет кĕтсе ларатчĕç. Виçĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Хальхи пекех астăватăп: виççĕмĕш сменăна нарăс уйăхĕнче çур çĕрте тухса утаттăм. Масар çумĕпе иртеттĕм, вăрман урлă каяттăм. Çулсăр-мĕнсĕр тăватă çухрăм утмаллаччĕ. «Юркка, кирлĕ-и сана ку? Мĕскер аташса çÿретĕн çакăнта?» — теттĕм. «Кирлĕ, çавăнпа утатăн», — çийĕнчех лăплантараттăм хама. Унта Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан тете пулăшнипе ялта пĕчĕк лавкка уçма май килчĕ. Яла юлнăшăн ÿкĕнместĕп. Мăшăрăм хуларан качча килчĕ. Пирĕн ялта çамрăксем ытти тăрăхринчен нумайрах пек туйăнать. Чи кирли — вĕсем пĕр- пĕринпе питĕ туслă. «Мана ĕçлеме ма чĕнместĕн? Мана мĕншĕн тиркетĕн?» — теççĕ шăнкăравласа. Халăх пĕрле пуласшăн, пĕрле ĕçлесшĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа икĕ лавкка хушшинче парк тума пуçларăмăр. Хăрнă йăмрасене касрăмăр, пĕвине тасатрăмăр, йĕри-тавра тимĕртен карта тытрăмăр. Ялсене пама палăртнă 100 пин тенкĕпе ача-пăча площадки хăтланă, ярăнчăксем çакнă, саксем лартнă. Çавăн пекех паркра туйăсем ÿстересшĕн. Çÿлти касра кÿлĕ чаврăмăр, 500 метр çул сартăмăр. Хамăр пурăнакан вырăн илемлентĕр, аталантăр тесе тăрăшатпăр. Ял пуласлăхĕ питĕ шухăшлаттарать мана. Финляндире ялсем пĕтме пуçласан правительство çар завочĕсен цехĕсене ялсенче уçнă, арçынсем валли ĕç вырăнĕсем тунă. Вĕсен мăшăрĕсем шкулсенче, садиксенче ĕçлеме пуçланă. Çапла майпа ялсене çĕкленĕ... Юрать, пирĕн ăру ĕçлесе ÿснĕ. Хамăрăн ачасемех ун пек мар. Вĕсем яла юлмасан та пултараççĕ. Эпир яла тыткаласа тăрăпăр-ха… Çамрăксене ĕç вырăнĕ туса памалла, шалăва пысăклатмалла. Ялăн малашлăхĕ пулатех вара», — шухăшне палăртрĕ Юрий Николаевич.
«Нимене мансан чăвашлăх п.тет»

♦ Республикăна, Шупашкарти «Сеспель» предприятие, авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче патшалăхăн «Роскосмос» корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Рогозин килсе кайни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем шавласах каймарĕç. Вăрттăнлăх пулмарĕ-ха, çапах унта-кунта кĕске хыпарсем курăнкаларĕç — çавă çеç.
Сăмах вара Чăваш Енри тата тепĕр предприяти космос валли те ĕçлеме пуçлани пирки пырать. «Тата тепĕр» тени — пĕртте ÿстерсе калани мар. Тĕнче уçлăхне пирĕн электротехника кластерĕн предприятийĕсен изделийĕсем те çĕкленеççĕ, ракетăсен питĕ вăйлă хĕрекен пайĕсене Çĕнĕ Шупашкарта туса кăларакан сăрăпа сăрланине те пĕлетпĕр. «Сеспель» тĕслĕхĕнче малашлăхлă «Союз-5» ракета-носитель валли кирлĕ оборудовани комплексне кăларма пуçласси пирки пырать.
«Союзăн» бакĕсене пуçласа алюминин ракетăн техника характеристикисене лайăхлатма май паракан ятарлă шăранчăкĕнчен хатĕрлеме пуçлаççĕ те — çак материала тренипе хутăштарса сварка тăвакан çĕнĕ йышши оборудованипе усă курмалла. Ăна шăпах пирĕн республикăри предприятире туса кăлараççĕ — «Прогресс» РКЦ саккасĕпе çавнашкал виçĕ хатĕр тата вĕсем валли кирлĕ оснастка тумалла. Çапла вара Чăваш Ен тĕнче уçлăхне «çăварлăхлас» ĕçе хывнă тата хывакан тÿпе республика çĕршывăмăра виççĕмĕш космонавта çитĕнтерсе панипе кăна вĕçленмест.
Çапах сăмах космоспа çыхăннă çитĕнÿсемпе мухтанас тенипе сăлтавланман-ха. Калаçу урăххи пирки — пысăк та сумлă çынсем кунта килсе çÿрени регион экономикин, социаллă пурнăç аталанăвĕшĕн мĕнешкел пысăк пĕлтерĕшли çинчен. Телее, Мускавсем юлашки вăхăтра Чăваш Ене килмелли сукмака самай такăрлатрĕç — пĕрин хыççăн тепри килеççĕ. Рогозин, Мантуров, Ярилова, Кравцов... — çак списока самай вăрăм тăсса кайма пулать. Кăшт маларах вара республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программин презентацине федерацин темиçе министрĕн — промышленноç, строительство, цифра аталанăвĕн министрĕсен — заместителĕсем, Росздравнадзор ертÿçи килнĕччĕ.
Çапла, унччен те килнĕ — Путинпа Медведев таранах, çапах федералсем нимĕнпех те палăрсах кайман республика тĕлĕшпе паянхи пек тимлĕ пулнă темешкĕн чĕлхе çаврăнмасть. Çакна кĕпĕрнаттăр пуканне йышăнма Президент сĕннĕ кандидата пулăшмашкăн Кремльтенех хушнипе те сăлтавлама пулать пуль — çапла каланинче те тĕрĕсси çук мар-тăр. Анчах пирĕншĕн пурпĕрех: килччĕр, республикăна пулăшчăр — çакă паха.
Республикăн çĕнĕ ертÿлĕхĕ Мускавран ытларах пулăшу илмелли майсемпе туллин усă курма ăнтăлни вара куçкĕрет. Пысăк чиновниксем кунти ĕç-пуçа хăйсен куçĕпе курса хаклама тăрăшни, ман шутпа, шăпах çакăн кăтартăвĕ.
Пурăнса курнă çынсем астăваççĕ: республикăн пĕрремĕш Президенчĕ пирки хăшĕсем йĕплесе уявпа çыхăнтарса хушма ят панăччĕ. Шăпах — кунта Мускаври сумлă чиновниксем, паллă политиксем, ыттисем час-часах килсе çÿренине пула. Кам кăна килмен — пурне те асăнас тăк хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Ельцинпа Путинран пуçламалла та — вун-вун хушамата асăнмалла: Собчак, Чубайс, Лужков, Шойгу, ыттисем. Вĕсене хăналамасăр та пулман ĕнтĕ, чăваш хăнана тарават вĕт, çавăнпа — уяв. Хушма ят «çыпăçтарма» пăхнăшăн Николай Васильевич хăй кÿренмен-ши — калама хĕн, анчах халь, çулсем иртнĕ май, Мускавсем пире курмăш тума пăхнă, чылай çула тăсăлнă тапхăрта пурăнса курнă хыççăн, «çав визитсем мĕн тума кирлĕ пулнă?» текен ыйту хуравĕ те уçăмланать.
Республикăри электротехника туса кăларакан пĕр предприятин, паян питĕ ăнăçлă ĕçлекенскерĕн, ертÿçи шăпах çав вăхăта аса илчĕ: «Николай Федоров пире, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисене, тÿррĕн каланăччĕ: укçа парса пулăшаймастăп – апла тума май çук, анчах сире кирлĕ çынсене кунта илсе килме пултаратăп». Çавнашкал çынсенчен пĕри Раççейĕн ун чухнехи «тĕп газовикĕ» Рэм Вяхирев пулнă. Сварка оборудованийĕ туса кăларакан предприяти ертÿçисем шăпах çав визит вăхăтĕнче унпа паллашнă, çыхăну йĕркеленĕ, кăштахран вара «Газпром» тата Чăваш Енри предприяти хушшинче çирĕп ĕçтешлĕх йĕркеленнĕ, пирĕн предприяти газ холдингĕн сак-касĕсене пурнăçлама тытăннă — пуян монополипе паян кунчченех ăнăçлă тата, паллах, тупăшлă ĕçлеççĕ.
Çакнашкал тĕслĕхсене татах та татах асăнма пулать. Анатолий Чубайса тĕрлĕрен хаклаççĕ — сăлтавсăр та мар пуль, анчах çак йĕркесен авторĕ вăл хăй вăхăтĕнче Чăваш Енре темиçе хут та пулнине лайăх астăвать. Кайран вара республика РосНАНОпа туслă пулнин кăтартăвне куртăмăр: Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел ăшшине электроэнергие çавăракан батарейăсем туса кăларакан завод, пысăк шайри технологисем çинче никĕсленнĕ производство çуралчĕ — вун-вун миллиард тенкĕлĕх инвестици проекчĕ тÿрре тухрĕ. Паян çак предприяти экспорт валли те ĕçлет, регионта хăйĕн сотрудникĕсене чи пысăк шалу тÿлекен тытăмсенчен пĕри шутланать.
Унтанпа, шел, çав хаклăх инвестпроектсене республика кĕтсе илеймерĕ. Пиртен чылай ăнăçлăрах нумай региона темле тĕлĕнмелле, ăнланмалла мар майпа хыçа хăварса инвестици климачĕн илĕртÿлĕхĕн çĕршыври рейтингĕнче çÿле çĕкленчĕ пулин те — çакă кунта юхса килекен укçа виçипе çирĕпленмерĕ.
Акă мĕншĕн юлашки вăхăтра укçа уйăрассишĕн яваплă, ытти енĕпе пулăшма пултаракан хăнасем Чăваш çĕрĕ çине килсех тăни шанăç кÿрет. Промышленноç министрĕ Денис Мантуров килсе кăна кайрĕ — республикăна хушма 100 миллион тенкĕ уйăрса парасси пирки хыпар çитрĕ те. Çак укçапа регион васкавлă медицина пулăшăвĕн автомобилĕсен паркне çĕнетме усă курĕ. Вăт, хайхи визит кăтартăвĕ.
Нумаях пулмасть республика ертÿçи Олег Николаев Суту- илÿпе промышленноç палатинче производство енĕпе ĕçлекен предпринимательсемпе тĕлпулу ирттерчĕ те — вăхăчĕ хĕсĕкреххине пытармарĕ. Каçхине çĕршывăн тĕп хулине çул тытать-мĕн. Çаплах каларĕ: Мускавра Чăваш Ене çынсене илсе килес енĕпе ĕçлĕп... Мĕнлерех çынсем пирки сăмах пулнине тавçăртăмăр — Мантуров пеккисене.
(Пулăшаççĕ тĕк — килччĕр кăна)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.