«Маншăн ан кулянăр. Çутă кунсем килĕç-ха»
Вăрçă хирĕнчен янă виç кĕтеслĕ çырусем пирĕн килте те пур. Вĕсене атте, аслă пичче, çывăх тăвансем çырнă. Чылай вăхăт иртнĕрен хучĕ шупкаланнă, хавшанă, асăрханмасăр тытсан хăвăртах чĕрĕлеççĕ.
Атте, Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипекри Иван Степанов /сăн ÿкерчĕкре/, Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисенче ултă çул пулнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче çĕршыва хÿтĕлеме тухса каять. 48 çулти салтакăн килĕнче мăшăрĕпе пилĕк ачи юлаççĕ. Çав çулхи çурла уйăхĕнче манăн аслă пичче Валериан, 18 çултискер, çар курсанчĕ пулса тăрать. Ун хыççăн стрелоксен 214-мĕш полкĕнче взвод командирĕ пулса Курск, Орел, Белгород патĕнчи питĕ хаяр çапăçусене хутшăнать, темиçе хут аманать. Украинăри Харьков хулине ирĕке кăларнă хыççăн Валериан Иванов кĕçĕн лейтенант пуç хурать. Çав тăрăхри Яковлевка ялĕнчи тăванла масарти палăк çинче вилнĕ салтаксен списокĕнче пиччен ячĕ те пур.
Аттен шăпи телейлĕрех пулчĕ. Тăшман çавăрса илнĕ Ленинград хулине ирĕке кăларнă вăхăтра вăл йывăрлăхсемпе тĕл пулнă. Çапах атте вăрçă чарăнсан çичĕ уйăхран киле таврăнчĕ, колхозра ĕçлерĕ, пире ура çине тăратрĕ.
Фронтран янă çырусене час-часах тытса пăхатпăр. Вĕсемпе шкул ачисем питех те интересленеççĕ. Вăрçăра вилнĕ пиччен çырăвĕсем сахал упраннă. Халĕ пĕртен-пĕр çыру çеç юлнă. Ăна 1942 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче шăрçаланă. «Талăк çурăра 80 çухрăм утса-чупса Владимир хулине çитрĕмĕр. Галифе, портянка, пилотка пачĕç. Урамри ботинка, çири кĕпе килтиех. Хырăм тăранасшăн мар. Çыру çырма та вăхăт çук», — тенĕ унта.
Аттен çырăвĕсене тăтăшах тытса пăхатпăр. «Сирĕн çыруран колхоз ферминче миçе пăру хушăннине пĕлсе савăнтăм. Вăрçă чылаях тăсăлмĕ. Тăшмана пурпĕрех çапса аркатăпăр. Темле йывăр пулсан та чăтсамăр. Телей пулсан таврăнăп-ха. Çĕнĕ çул ячĕпе 100 грамм махорка пачĕç. Халь фронтри ĕçсем лайăх пыраççĕ. Кунсерен тăшмана хăвалатпăр. Нумайăшĕ тыткăна лекет. Ăнăçлах пулсан, çăва тухсан, тен, таврăнăп», — тенĕ вăл 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче янă çырăвĕнче.
Тепĕр çырура атте çапла ĕмĕтленет: «Савăнăçлă кунсем килеççех. Ачасем, тăрăшса вĕренĕр. Аннÿ каланă сăмахсене итлĕр. Вĕренмен çынна хальхи вăхăтра пурăнма йывăр. Темле пулсан та чăтăр. Тăшмана пурпĕрех çĕнтеретпĕр». Каярах янă çырура атте хăйĕн аслă ывăлĕ пирки кулянни уççăнах сисĕнет, мĕншĕн тесен Валериан çинчен чылай вăхăт нимĕн те паллă пулман: «Юмăç калани тĕрĕс мар пуль, пире лăплантарасшăн Валериан вилмен тет пуль. Чĕрĕ пулсан ку таранччен çыру çырĕччĕ. Военкомат та вăл вилни пирки ахальтен хыпарлас çук». Тепĕр çырура атте Мăнкуна епле ирттернине, урамра лартса хăварнă йăмрасем мĕнле ÿсни çинчен ыйтса пĕлет. Килти выльăхсен йышĕ те, анкартинчи çурхи ĕçсем мĕнле пыни те хумхантараççĕ аттене.
«Уйри тыр-пул мĕнлерех? Ĕç кунĕ пуçне мĕн чухлĕ валеçрĕç? Çимелли пĕтсен пĕр сурăхне сутса çăнăх туянăр, унсăрăн вилме пултаратăр. Пирĕн фронтра ĕçсем ăнăçлах пыраççĕ», — хыпарлать вăл çуллахи çырăвĕнче. Тепринче пире вĕрентсе каланă сăмахсем питĕ вырăнлă пек туйăнаççĕ: «Илья, кашнин валли икшер çăпата туса вĕсен çумне такана çыпăçтар, вара урусем ытла йĕпенмĕç. Шыв çинче йĕпенсе ан çÿрĕр, чирлесен сывалма кансĕр». Пичче Илья ун чухне 14-ра пулнă. Унтах вăл ывăлĕнчен çапла ыйтать: «Шăхлич туса сутрăн-и? Укçипе мĕн туянасшăн? Çăпансенчен сывалтăн-и?» 8 çулти Юльăран атте çакна пĕлесшĕн: «Эсĕ сурăхсем пăрулани çинчен çырнă. Анчах миçе путек, миçе така, мĕн тĕслĕ вĕсем, ман йăлтах пĕлес килет». Вун улттăри хĕрне Тамарăна çапла ăс-тăн парать: «Халь фермăра пăру пăхатăн иккен. Тăрăшса ĕçле. Çăкăрлă пуласси хăвăртан килет». Малалла вулас…
Вениамин ИВАНОВ.