Комментировать

13 Мая, 2020

Николай Терентьевăн «Пушар лаши» — драма-комеди е трагикомеди?

Николай Терентьев — чăвашсен паллă драматургĕ, Чăваш халăх писателĕ. Унăн драми-комедийĕ пин-пин куракана, вулакана хумхантарнă, халĕ те хумхантарать. 1960-1980 çулсенче республикăри пĕр театр та ун пьесисене лартмасăр пурăнма пултарайман. Хастар чунлă, пултаруллă драматург чăваш театрĕн историйĕнче хăй кăтартуллă пĕр тапхăр пулса юлчĕ.
Николай Терентьевăн пьеса çырас ăсталăхĕ ХХ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринелле палăрма пуçланă. Ку вăхăт романтикăллă, лирикăллă \çĕкленÿ\ тапхăрĕ пулнă. Çак тапхăрта çыравçăсене çеç мар, вулакан-куракана та кăмăл тасалăхĕпе чун илемĕ кирлĕрех пулни палăрнă. Драматурга ытларах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çынсен шăпипе кăмăл-сипечĕн уççи-хуппи кăсăклантарнă. 60—мĕш çулсен тĕлнелле пурнăçри хирĕç тăру сĕвĕрĕлнĕ те этем чунне куçма пуçланă. Пурнăçри çак туртăмăн конфликтлă енĕсене Терентьев, тен, никамран та ытларах асăрхаса чăваш литературинче çутатса кăтартма пултарнă та ĕнтĕ.
сăрхаса чăваш литературинче çутатса кăтартма пултарнă та ĕнтĕ. Н.Т. Терентьев тĕрлĕ жанрпа çырнă. Хайлавсенче сăнласа панă характерсен хушшинчи хирĕç тăрăва /конфликта/ тата ăна татса парас мелсене тĕпе хурса вăл пьесăсен тĕсĕсене тĕрлĕрен палăртнă: тĕслĕхрен, «Çĕпĕр дивизийĕ» — повесть-драма, «Куккук çаплах авăтать» — пьеса-репортаж, «Çылăх» — камитпе публицисти-ка пĕтĕçĕвĕ, «Çĕрпе хĕр» — трагилегенда т.ыт.те.
Ку статьяра Н. Терентьевăн «Пушар лаши» хайлавĕ тавра сăмах пырĕ. Аса илер-ха: мĕн вăл трагикомеди? Ку жанр пурнăçри пĕр пулăма трагедиллĕ /синкерлĕ/ тата комедиллĕ /кулăшла/ тĕслĕхсемпе икĕ енлĕ кăтартать. Николай Терентьев «Пушар лаши» пьеса жанрне, çак пайрăмсене никĕсе хурса çырнăран, трагикомеди тесе палăртнă. Чăнах та, ку хайлаври ĕç-пуç драмăллă хирĕç тăру мелĕпе йĕркеленет. Унта çын пурнăçĕпе ăшĕнчи чун пăлханăвĕ çивĕч те кăткăс конфликтлă çыхăну урлă палăрать. «Пушар лашинче» тĕп хирĕç тăру вăрçăран аманса таврăннă, каярах, арăмĕ вилсен, пĕччен юлнă Яккупа унăн хулара пурăнакан Влатимĕр ывăлĕ хушшинче пуçланать. Влатимĕр тăван ашшĕн чунне, кăмăлне ăнланмасть, ăнланма та шутламасть. Патшалăх вăрçă инваличĕсене паракан çĕнĕ «Запорожец» вырăнне ашшĕ пушар лаши илни те ăна килĕшмест. Кунсăр пуçне Влатимĕре ашшĕ тин туса лартнă çĕнĕ çуртăн шăпи те хытах кăсăклантарать иккен.
Конфликт çивĕчленсе пынине кăтартма автор пьесăри ĕç-пуçа малалла çапларах йĕркелет. Арăмсăр пурăнса йăлăхнă, пĕчченлĕхре асапланакан Якку, 64 çулти вăрçă инваличĕ, авланма шут тытать. Ашшĕн шухăшне Влатимĕр пĕлсен малтан хăраса ÿкет, унтан ăна ан авлан тесе ÿкĕтлет. Якку ывăлне итлемест, кулăшла лару-тăрура каччă чухне савнă Клавьене кайса çураçать. Çакна пула ашшĕпе ывăлĕ хушшинчи конфликт татах та вăйланса-ÿссе каять. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.