Комментировать

22 Апр, 2020

Пулни-иртни куç умĕнче

Ĕлĕк-авал Уплер ялĕнче килĕренех кирпĕч çапнă. 18-мĕш ĕмĕрте Авăн Лупашки çырминче хастар çынсен пуçарулăхĕпе кирпĕч туса кăларакан артель хута янă. Вăл вăхăтра кирпĕч çапмалли сарайне те, хĕртмелли кăмакине те сăртра туса лартнă. 19-мĕш ĕмĕрте вара Тăвайкки сăрчĕ айĕнче пысăк сарайсем, кăмакасем йĕркелесе артеле пысăклатнă.

Мĕнле чăтнă-ши?

Асăннă тавралăх хăйăрпа, тăмпа пуян. Хĕрли, шурри, кăвакки те пур. Ĕлĕкхи çынсем каланă тăрăх, çакăнти тăм питĕ пахалăхлă. Унта кăларнă кирпĕч çинчен ырăпа кăна аса илеççĕ. Тăмран чашăк-тирĕк, кăкшăм, ачасем валли тĕрлĕ тетте, уйрăмах шăхличсем, ăсталанă.
Вăрçă вăхăтĕнче эвакуаципе куçса килнĕ майрасем Иулита Отякова çурчĕ айккинче çырма хĕрринче вырăн тупнă. Çакна çырмара тарăн лакăмсем юлни те çирĕплетет. Хальхи вăхăтра вĕсем çеремпе хупланнă. Вăрçă чарăннă хыççăн, майрасем хăйсем пурăннă вырăна кайсан, ку ĕçе малалла тăсакан пулман.
Колхоз йĕркелениччен Валентина Андреева артельте вăй хунă. «Миçемĕш çулсенче ĕçленине астумастăп, — тет ватă. — Укçа-тенкĕ пултăр тесе çуллахи вăхăтра пире, ачасене, килтисем ĕçлеме яратчĕç. Ĕçĕ питĕ йывăрччĕ. Мĕнле чăтнă-ши? Кашни кун йывăр урапа туртнă. Тăм çăрма хальхи пек валашка та пулман. Ĕлĕкхи çынсен ăсĕ хăйсенчен малта пынă. Тăма мĕнле çăрмаллине часах шыраса тупнă. Чи малтанах çерем çинчи хура тăпрана кĕреçепе касса илсе хĕрлĕ тăм тухиччен тасатнă. Хĕп-хĕрлĕ тăм тухнă хыççăн ăна кĕреçепе кăпкалатнă. Çемçетнĕскерне çăрма лайăх пулнă. Кирлĕ чухлĕ шыв, хăйăр янă. Шыва çырмаран йăтнă. Унтан çарран çăрма пуçланă. Ĕçленĕшĕн çăкăр çимелĕх тÿленĕ.
Тăм çăрма кашнинче çерем ватман, малтанхи вырăнпа усă курнă. Тăма, хăйăра, шыва витрепе йăтса çак лакăма тултарнă. Унтан ĕçе тытăннă. Кун каçиччен çакăн пек хутăша темиçе хутчен те çăрнă. Çулсем иртнĕ хыççăн çак ĕçе лашапа тунă. Ăна тилхеперен çавăтса уттарнă. Ĕç вĕçленсен лаша урине питĕ лайăх çуса тасатнă, типĕтнĕ. Мĕншĕн тесен выльăх чирлеме пултарнă».

Аслисемпе пĕрле тăрăшнă

«Кирпĕч завочĕ пирĕн пахча хыçĕнче пулнă, — калаçăва хутшăнчĕ мăшăрăм Николай Петров. — Каç пулсан унта Матвей Таланцев хурал тăратчĕ. Шел, эпир ÿссе çитиччен завод ĕçлеме пăрахрĕ.
Çывăхра пулнă пирки эпĕ унта вĕçĕмсĕр кайса çÿреттĕм. Завод икĕ сменăпа ĕçленĕ вăхăтра Лапри Чăрăшкасси хĕрĕсем Нинăпа Галина Егоровăсем, Валентина Петрова, Калиса Егорова пирĕн пата çывăрма юлатчĕç. Лавккаран 3 литрлă шуç банкăпа повидло илсе килетчĕç. Кашни кун хура çăкăр çине сĕрсе çиеттĕм, питĕ тутлăччĕ. Хĕсĕкрех пурăннăран, укçа-тенкĕ çитменрен анне пылак апат-çимĕçпе иртĕхтермен. Аттене астумастăп, йывăр чире пула çамрăклах пиртен уйрăлса кайнă. Аппасем çывăрма юлассине питĕ кĕтеттĕм. Вĕсем нихăçан та пушă алăпа кĕмен пирĕн пата.
Çынсем кăмакаран кирпĕч йăтнине курсан манăн та ĕçлес килетчĕ. Алла укçа тытса курас килни канăç паман. Çавăнпа эпир, ачасем, тепĕр чух вăй çитнĕ таран вĕри кăмакаран кирпĕч йăтма хутшăнаттăмăр. Пире аслисем пекех тÿлетчĕç. Анне ĕçлеттересшĕн марччĕ. «Эсĕ пĕчĕккĕ», — тетчĕ мана.
Пĕррехинче анне тăван ялне Лапри Чăрăшкассине кайрĕ. Мана пахча хыçне ĕне çитерме ăсатса ячĕ. «Аллунтан ан яр, эп киличчен çавăтса çитерсе çÿре», — тесе хушса хăварчĕ. Анне кайсанах ĕнене йăмра çумне кăкарса хутăм та çынсемпе пĕрле кирпĕч йăтма пуçларăм. Укçа ĕçлесе илес тĕллевпе питĕ тăрăшса ĕçлерĕм. Пин кирпĕчрен те иртсе кайрĕ, çакăншăн мана 3 тенкĕ панине астăватăп. Ку маншăн питĕ пысăк савăнăç пулнă. Çак укçа шкул хатĕрĕсем туянма çитет тесе питĕ хĕпĕртерĕм. Савăннипе ывăннине те туйман. Аннене кулкаласа кĕтсе илтĕм, хама мухтасса кĕтрĕм. Ĕне кăкарăнса тăнине курсан унăн сăнĕ улшăнчĕ, алли йăмра турачĕ патнелле кармашрĕ. Хулă ман ÿте пĕçертсе ыраттарнăран хыттăн макăрса ятăм. Мĕншĕн хĕненине малтанах ăнланаймарăм, кайран тавçăрса илтĕм. Вăхăт каç енне сулăннă, ĕне вара пĕр апат та çимен. Курăк çук çĕре кăкарса хунă та çавăнтах тапăртатса тăнă. Кăмăл хуçăлчĕ, нумайччен макăртăм. Кайран хамăн йăнăша ăнлантăм, ĕнене те хĕрхентĕм. Чирлĕ ĕне апат çимесĕрех тăнă-çке. Текех анне сăмахĕнчен иртместĕп терĕм. Ача вăл ачах çав. Хама сăмах панине часах мантăм. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Галина ПЕТРОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.