Комментировать

20 Апр, 2020

Çĕр улми лаптăкĕсене ÿстермелле

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов видеоконференцçыхăну мелĕпе район пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ ларура уй-хир ĕçĕсем пирки калаçнă.  Çурхи культурăсене пур районта акма пуçланине пĕлтернĕ. Вăрлăх пахалăхне уйрăмах тимлеме хушнă.

Аграрисем умĕнче пысăк тĕллевсем тăраççĕ: çĕр улми лаптăкĕсене 25% ÿстермелле. Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, пысăк предприятисенчен чылайăшĕ çĕр улми уйĕсене пысăклатнă ĕнтĕ. Ку тымар çимĕçĕн хакĕ аван. Патшалăх енчен те пулăшу пулĕ: элита вăрлăх туяннăшăн - компенсаци, техника илекенсене субсиди, лизинг парĕç. Çĕр пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă тăкăксене субидилĕç. Çĕр улми управĕ тума та пулăшу парассине пăхса хăварнă.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ. Yandex.ru сăн ÿкерчĕкĕ.