Комментировать

23 Мар, 2020

Çуркуннехи призыва коронавирус инфекцийĕ витĕм кÿмĕ

Республикăн çар комиссариачĕ призыв кампанине ăнăçлă йĕркелесе округра 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, вымпела тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çакăн çинчен Александр Мокрушин комиссар пĕлтерчĕ.

Сăмах май, асăннă вымпел пĕлтĕр те Чăваш Енре пулнă. Çуркуннехи призыва коронавирус инфекцийĕ витĕм кÿмĕ — çакна оборона министрĕ Сергей Шойгу çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Чăн та, Александр Мокрушин палăртнă тăрăх, вăл кăшт каяраха куçать: çамрăксен тĕп йышне Çĕнтерÿ юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем хыççăн — çу уйăхĕн вĕçĕнче, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче — çара ăсатĕç. Комиссар сбор пунктне коронавирусран хÿтĕлемешкĕн пулăшу ыйтрĕ. Унта призыв тапхăрĕнче пĕр харăс çĕр çын таранах капланĕ — Сывлăх сыхлавĕн министерстви енчен хушма пулăшу кирлĕ пулатех.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: