Комментировать

6 Мар, 2020

Юрий СЕМЕНТЕР: Муза – мăн кăмăллă, пĕр кайсан каялла килмест

«Апай (анне. — Авт.) Перасковья Михайловна хитре юрлатчĕ. Вăл ыттисенчен урăхларах, чăвашларах калаçнă пек туйăнать халĕ мана. Çакна ача чухне ăнланман, сăнама пĕлмен. Шухăшлатăп та — тăван литературăна, чăвашлăха юратасси мана апайран куçнă пулĕ», — чунне уçрĕ Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.

— Вăрçă ачи эпĕ. Çемьере тăватă ачаччĕ. Манран аслăраххисем — хĕрсемччĕ. Пире апай пĕчченех ÿстернĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те — нимĕн те çукчĕ ача чухне. Пăрçа татма кайсан кĕпене хывса илетчĕç. Çĕрĕк çĕр улми пуçтарса икерчĕ пĕçерсе çинĕ. Кирек епле пулсан та ачалăх ачалăхах. Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ, ытарайми хитре çăл куçсем, уйрăмах Пакăшкасси текен вырăн, асăмрах. Танăш ялĕ, Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ сăввăмсенче нумай сăнланнă. Ача чухне пĕрмаях купăс еннелле туртăнаттăм. Хам тĕллĕн баян калама хăнăхрăм. Астăватăп-ха: пĕррехинче пире, 7 баяниста, районти пĕрлештернĕ хорпа пĕрле сцена çине кăларса лартнăччĕ…
— Ахăртнех, эсир музыкант пулма ĕмĕтленнĕ?
— Ача чухне художник пуласшăнччĕ. Герасим Харлампьевăн «Çамрăк художник» кĕнекине питĕ юратса вуланăччĕ. Хамăр ялти Георгий Николаев пир-авăр художникĕнче тăрăшатчĕ. Пĕрле Шăнарпуç кÿллине шыва кĕме çÿреттĕмĕр, çул тăршшĕпе ÿнер çинчен калаçаттăмăр… Художнике каяймарăм. Баян каласа ялсем тăрăх концерт лартса çÿреме тапратрăмăр. Клубран çур çуллăха усă курма тесе баян пачĕç. Каярахпа, салтака кайиччен, хам та туянтăм. Илья Степановпа музыка училищине вĕренме кĕрес терĕмĕр. Экзаменсене чиперех тытрăмăр, анчах пире мĕншĕн илменнине ăнлантармарĕç. Юрлама юратасси вара ĕмĕрĕпех хампа пĕрле. Хĕсметре, 1962 çулта, нимĕçсен «Вельтмейстер» баянне туянтăм. Юратнă музыка инструменчĕ 58 çулта ĕнтĕ. Халĕ те тытатăп ăна. Инсульт хыççăн алă итлесшĕн марччĕ, пĕчĕккĕн хăнăхтартăм.
Юрий Семенович, пичетри пĕрремĕш «çимĕçĕре» астăватăр-и?
— 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне ялта суйлав пулнă хыççăн сăвă çырнăччĕ. Паллах, вăл ниçта та пичетленмен. Юрăхлă та пулман. Пичетленнĕ пĕрремĕш сăвă «Çăлкуç» ятлă. Танăш ялне икке пайлакан Хырлăвар çăл куçĕ пирки вăл. 1956 çулта, эпĕ 15-ре чухне, пичетленнĕччĕ. Ниçта кайса кĕме çук хĕпĕртенĕччĕ… Тепĕр çулхине «Ялав» журналта «Чăрăш» сăвă тухрĕ.
Унтанпа пин-пин сăвă шăрçаланă эсир. Хăвăр çырнă «чун çимĕçĕсем» пурте килĕшеççĕ-и? Пурте тивĕçтереççĕ-и?
— Пачах тивĕçтермеççĕ. Кашни поэт: «Хамăн чи лайăх сăвва çырасчĕ», — тесе асапланса çÿрет. Ку таранччен çырнисем — иртнĕ тапхăр. Чăн-чăн поэт яланах малалла пăхать. Радиопа чăваш эстрада юррисене итлетĕп те тĕлĕнетĕп: поэзире паян пĕрешкел сăнарлă сăвă питĕ нумай. Сăмахран, «Шурă юрĕ çурĕ-çурĕ, таврана шап-шурă турĕ» йышши йĕрке кашни иккĕмĕш юрăра илтĕнет… Поэтăн яланах çĕннине шырамалла. Пĕр-пĕр шухăш ăнăçлă пулсан та ăна тепĕр хут калас килмест. Çĕнĕ енчен пăхса, илемлĕх, шухăш тĕлĕшĕнчен раснарах кăтартмалла.
— Юрий Семенович, саккаспа сăвă çыраятăр-и?
— Паллах. «Саккаспа мĕнле çыратăн?» — тет чылайăшĕ. Çын пĕтĕмпех пурнăç саккасĕпе хайлать. Юлташăм, Иван Аршинов композитор, «Куккук» юрра çырса чапа тухрĕ. «Эпĕ саккаспа çырма тем тусан та килĕшместĕп», — тетчĕ Иван Гаврилович. «Кирек мĕнле саккаспа та çырмалла манăн», — тетĕп ăна хирĕçлесе. Çынсем пек мар, урăхла калама май пур вĕт.
Саккас парсан сăвва асапланса çыратăр-и?
— Сăвă асапланмасăр пулмасть. Поэтăн киçтĕк çук — ÿкерсе кăтартаймасть. Илеме, ĕлккенлĕхе сăмахпа сăнламалла. Сăмах — пĕртен-пĕр хатĕр, пĕртен-пĕр хĕç-пăшал.
Пур сăвă та тивĕçтермест терĕр. Хăвăра килĕшекенни çуках-и?
— «Мĕншĕн кăна пичетленĕ-ши? Кăна кăлармалла та пулман, çырмалла та пулман», — шухăшлатăп хăш чухне. Анчах çырмаллах пулнă. Хăйĕнпе кăмăлсăр пулма пăрахсан çын аталанма пăрахать.
«Амăшĕн чунĕ» сăвва вăтăр чĕлхене куçарнă. Ăна эсир çын çине тухсан ыттисенчен ытларах калатăр.
— Мĕншĕн тесен ăна тĕлпулусенче пĕрмаях калама ыйтаççĕ. Эпĕ унăн куçарăвĕсене пĕчĕк сăвă пуххи пек кăларма шухăшлатăп. Унта ытти сăвва кĕртмĕп. «Амăшĕн чунĕ» акăлчанла, нимĕçле, французла, эстонла, латвилле, литвалла тата ытти чĕлхепе пулĕ… Пĕррехинче, Канаш районĕнчи пĕр шкулта тĕлпулура, халăх çав тери нумайччĕ. «Амăшĕн чунне» вуланă чухне пăхатăп та çынсен куçĕнчен куççуль юхать. Ку сăвăра пĕтĕмпе те 8 йĕрке анчах. Нимех те çук темелле. «Пирĕн çинчен пулмалла ку сăвă», — терĕç кайран пĕри те тепри. «Питĕ шухăшлаттаракан сăвă», — палăртрĕ чылайăшĕ. Хамăн ăш-чикрех ку сăвă. Халĕ ялтан тухса кайнисем питĕ нумаййăн. Чылай килĕн мăрйинчен тĕтĕм тухмасть. Тата унта чĕлхе ыйтăвĕ те пур-çке! Вăл çав тери çивĕч.
— Чăваш халăх поэчĕ… Питĕ сумлă ят. Чăваш халăх поэчĕ пулма, çак ята йăтса çÿреме йывăр мар-и?..
— Питĕ йывăр. «Мĕншĕн панă-ши çав ята?» — тесе час-часах шухăшлатăп. «Хăпма май çук-ши унран?» — тесе те пăхатăп. Мĕншĕн йывăр? Мĕншĕн тесен Ухсай, Шелепи, Элкер шайне çитмелле, Хусанкай пек пулмалла. Литература шайĕпе, тыткаларăш, шухăшлав, тавра курăм енĕпе халăха тивĕçтермелле. Начаррине кăларма юрамасть. «Тăван чĕлхе ыран пĕтес пулсассăн эп хатĕр паянах çĕре кĕме», — çырнă Расул Гамзатов. Пĕтĕмпе те икĕ йĕрке кăна, анчах авар поэчĕ хăйĕн шухăшне мĕнле çавăрттарса, вăйлă калама пултарнă! Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.