Комментировать

Аван-и, Чăваш Ен! Эпир, яланхи пекех, ХХХ-мĕш Фестиваль çинчен пĕлмесĕрех юлтăмăр!!! Хыпар хаçат та электронли килмерĕ. Маларахах çырса пĕлтернĕ пулсан, тен пĕрер юрă-кĕвĕ те ярса панă пулăттамăр хамăр çырнине. Чăваш Енре ятарлă нотăсем çырса кăларакан кĕнеке-журнал çукки те куççуль тухмаллах,50-60 çул хушши те пулĕ, тарăхтарать пире чунтан. Композиторсен ĕçĕ-хĕлĕсене пĕлмесĕрех пурăнатпăр. Казакова председателе суйлани çинчен те пĕлмен. Унăн ситĕнĕвĕсем еплерех-ши тата?! Çĕнĕ юрăсен кĕнекисене те илес килет. Анатолий Никитинăн кĕнекисем тухнăранпа урăх пĕр юрă-кĕвĕ кенеки те курман-ха! Казакова - салам! Пысăк çитĕнÿсем тума вăйю çиттĕр! телефонусене те пичетле, çыхăнмалли мелсем туса. Электронла почтуна та, çав шутра.Сывă пулăр, тăван чăвашсем!