Комментировать

22 Ноя, 2019

Шăхасанта тĕп культура çурчĕ уçăлчĕ

Иккĕленÿ çук: çак куна Канаш районĕнчи культура ĕçченĕсем, унта пурăнакансем тахçантанпах кĕтнĕ. Паян вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: Шăхасан салинче районти тĕп культура çурчĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Ун строительствине федерацин ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарассипе çыхăннă тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Канăва йĕркелекен çĕнĕ центра çĕклеме 55 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă.

Çуртра ачасемпе çамрăксем валли 13 кружок, секци, клуб ĕçлĕ, çавăн пекех халăх пултарулăхĕпе çыхăнни — 6. Вĕсенчен иккĕшĕ — театр коллективĕ тата хор ансамблĕ «халăх» ята тивĕçнĕ. Зал 300 вырăнлă. Вăл пысăк та таса, хăтлă, илемлĕ.

Палăртса хăвармалла: Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявланă тапхăрта республикăри районсенче çĕнĕ 25 культура çурчĕ хута кайĕ. Асăннă программа малалла та ĕçлĕ. Ун хыççăнхи тапхăрта тата 25 культура çурчĕ тума палăртаççĕ.

Культура çуртне уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов, Виталий Иванов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев район ĕçченĕсене пысăк пулăмпа — тахçантанпах кĕтнĕ культура çурчĕ ĕçлеме пуçланипе — ăшшăн саламларĕ, унта яланах сăвă-кĕвĕ, ташă-юрă хуçалантăр терĕ.

Михаил Васильевич çавăн пекех Канаш районĕн тĕп больницине те çитсе курчĕ. Унта 2017-2019 çулсенче терапи, инфекци уйрăмĕсене тĕпрен юсанă. Кăçал хирурги корпусне юсама, больницăн территорине тирпей-илем кÿме, хăтлăлатма тата ытти ĕçе пурнăçлама 73, 6 миллион тенкĕ уйăрнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: