Комментировать

4 Ноя, 2019

Халӑх – пирӗн ҫӗршывӑн пысӑк пуянлӑхӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Пирӗн ҫӗршывра тӗрлӗ наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Йывӑр вӑхӑтсене чӑтса ирттернӗ Раҫҫейре пурӑнакан мӗн пур халӑх ниме пӑхмасӑр, пӗр-пӗрне ӑнланса, туслӑ пурӑннине ҫирĕплетет ку.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хамӑрӑн тӗп хуламӑрта - Шупашкарта та - ҫак уява паллӑ турӗҫ. Кӑҫал ҫак уява паллӑ тума Республика тӳремне пухӑнчӗҫ.
Чи малтанах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламне вуласа пачӗҫ уява ертсе пыракансем. Унтан халӑха Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ: «Республикӑра пурӑнакан ҫынсем хӑйсен нацине пӑхса тӑмасӑр туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ку вара савӑнтарать... Раҫҫейӗн нумай тӳсме тивнӗ. Анчах йывӑр вӑхӑтра халӑх пӗрлешсе йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарнӑ», - палӑртрӗ вӑл.
Салам сӑмахӗсем тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем - Леонид Черкесов тата Николай Малов та илчӗҫ.
Паянхи уява пуҫтарӑннӑ хӑнасем паллӑ юрӑҫсен юрри-ташшипе киленчӗҫ.

- Тивӗҫлӗ канура пулсан та ҫак уява кашни ҫул тухма тӑрӑшатӑп. Ман шутпа, вӑл пире туслӑ пурӑнмаллине пӗлтерет,  - хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ Надежда Мартынова.

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

 

Рубрика: