Комментировать

6 Сен, 2019

«Хыпар» 100-101 (27533-27534) № 06.09.2019

* Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти А.Николаев космонавт летчик урамĕнчи пахча çимĕç ярмăрккинче «иккĕмĕш çăкăр» хакĕпе кăсăклантăм. Пилĕк сутуçă кашни килограмшăн 8 тенкĕ ыйтрĕ. Çĕр улми миххи нумай марччĕ, кунта районсенчен турттарма тытăннă çеç-ха. Ю.Гагарин урамĕнчи колхоз пасарĕнче те ăна сутакан сахал. Михĕпе тата тарасапа пĕрремĕш сутуçă — 10, ыттисем — 12, 15 тата 20 тенкĕлле сутасшăн. Хаклăраххисем — çĕнĕ сортсем. Сутуçа хуптĕрлесе туяннинех асăрхамарăм. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми кашни гектартан вăтамран 249,4 центнер пухса кĕртнĕ /пĕлтĕрхи асăннă кун тĕлне — 191,2 ц/. Тухăç кил хуçалăхĕсенче те самай лайăхрах, нумай çемьешĕн ытлашшипех — сутасшăн. РФ Ял хуçалăх министерстви кăçал мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 22,8 млн тонна — пĕлтĕрхинчен 0,4 млн тонна нумайрах — пухса кĕртессине пĕлтерчĕ. Экспертсем ăна сутма чикĕ леш енне ытларах ямасан рынок туласси куçкĕрет.

(Иккĕмĕш çăкăр кама пуйтарать? Юрий МИХАЙЛОВ)

Михаил Тагеев Октябрьски ялĕнче 61 çул каялла çут тĕнчене килнĕ. Çиччĕ тултарсан кÿршĕри ытти ача пекех шкула çÿреме тытăннă, тăрăшса вĕреннĕ. Çуллахи каникула тăван совхоз уй-хирĕнче ирт- терни, ял сывлăшĕпе сывлани ăна каярах ял хуçалăх техникумне илсе çитернĕ, агроном специальноçне алла илме пулăшнă. Маларах Куйбышеври техника училищинче професси пĕлĕвĕ илнĕ вăл, Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводĕнче фрезеровщикре ĕçленĕ, салтак пăттине тутаннă. Анчах хăш-пĕр çамрăк пек хула пурнăçĕшĕн ăнтăлман. 1979 çулта тăван совхозра вăй хума пикеннĕ.

«Октябрьский» совхоз директорĕ Василий Малинин çамрăк рабочире пултарулăх тата пуçарулăх пуррине, халăхпа ĕçлеме пĕлнине асăрханă. Ăна уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă, ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме кĕме сĕннĕ. Техникум хыççăн Михаил Леонидович пĕлÿ çителĕксĕррине туйса ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университетĕнче экономист специальноçне алла илнĕ. Василий Сергеевич вăтам шкул хыççăнах хуçалăхра бригадирта вăй хунă, ертсе пымалли çул-йĕр опычĕпе паллашнă. Малашлăх çамрăксенче пулнине лайăх ăнланнă, ялта хăварассишĕн нумай тăрăшнă. Хăй ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă, пуçарулăхпа палăрнă. Пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна 1985 çулта «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăнпа никама та мар, шăпах Михаил Тагеева суйласа илнĕ те вăл бригадир тивĕçне пурнăçлама. Йăнăшман. Ашшĕ-амăшне лайăх палланă. Юлия Димитриевнăпа Леонид Яковлевич совхозра ырми-канми тăрăшнă. Леонид Тагеев ятарлă пĕлÿсĕрех бригадăна лайăх ертсе пыма хевте çитернĕ.

— Питĕ шел, атте пурнăçран ир кайрĕ, — салхулланчĕ Михаил Леонидович. — Ун чухне эпĕ тăххăрмĕш класа çÿреттĕм. Кĕçĕн шăллăм пĕрремĕшĕнче вĕренетчĕ. Çемьере асли пулнăран атте вырăнне юлтăм. Мĕн пур йывăрлăх ман çине тиенчĕ. Ял хуçалăхне суйласа илнĕшĕн вуçех кулянмастăп.

("Сарă ылтăн" - тĕп пуянлăх. Валентин ГРИГОРЬЕВ)

* «Эпĕ чи телейлĕ çын. Мĕн ачаранпах лайăх пурăннă. Нихăçан та выçă лартман пире атте. Тырă, çăкăр яланах пулнă. Вĕлле хурчĕсем тытнă. Астăватăп-ха, начартарах пурăнакансене çăнăх, пыл параттăмăрччĕ. Эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайсан атте тонна çурă тырă ăсатнă фронта. Çавăн пекех вăл вăрçă çулĕсенче «Комсомолец Чувашии» самолет илме тесе 100 пин тенкĕ ытла укçа хывнă», — тет Йĕпреç районĕнчи Çиçĕмкасси поселокĕнче çуралнă, халĕ Йĕпреçре пурăнакан, пĕр ĕмĕре кармашнă Петр Иванов. Петр Андреевича паян хĕрĕпе кĕрÿшĕ — Альбинăпа Николай Матросовсем — пăхаççĕ.

(Амăшĕ ярса панă çăм нуски çăлса хăварнă. Роза ВЛАСОВА)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.