Комментировать

27 Июн, 2014

Лайăх вĕреннĕ хыççăн лайăх канмалла

Çапла тумашкăн Канаш районĕнче пĕтĕм услови пур. Çакна ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ. Вăл районта ачасен çуллахи каникул тапхăрĕнчи канăвне йĕркелекен учрежденисен ĕçĕпе паллашрĕ.

Михаил Васильевич Шăхасанти ачасен А.Г.Николаев ячĕллĕ «Космонавт» сывлăх лагерĕнче пулчĕ. Кунта пĕр сменăра 300 ача канма пултарать. Лагерь территорийĕнчех - библиотека, çуллахи клуб, волейбол, теннис, футбол тата баскетбол площадкисем, бассейн, тир, кружоксен занятийĕсене йĕркелемелли беседкăсем... «Космонавтра» Канаш хулипе районĕн ачисем сывлăхне çирĕплетеççĕ, ытти муниципалитетран та ачасем килеççĕ. 2014 çулта лагерь администрацийĕ Канашри педагогика колледжĕпе ятарлă килĕшÿ тунă, çавна май кунта асăннă вĕренÿ учрежденийĕн студенчĕсем вожатăй пулса ĕçлеççĕ - вĕсемшĕн питĕ лайăх практика.

Унтан вăл Канашри ачасемпе çамрăксен социаллă приютĕнче пулчĕ. Çак учрежденин тĕп тĕллевĕ - пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен çамрăксене васкавлă социаллă пулăшу кÿресси, вĕсем килсĕр-çуртсăр çапкаланса çÿресрен, правăна пăсасран сыхланасси. Приют талăкĕпех ĕçлет, кунта пĕр харăс 30 ача - 15 хĕр ача тата 15 арçын ача - пурăнма пултарать.

Учреждение Канаш хула администрацийĕн 1994 çулхи йышăнăвĕпе туса хунă. Паянхи кун тĕлне кунта 1,5 пине яхăн ачана, çамрăка пулăшнă, 1,7 пин ытла çамрăка реабилитациленĕ. Кăçал каникул вăхăтĕнче приютра 240 ача канĕ, çак тĕллевпе 380 пин тенке яхăн уйăрнă.

Михаил Игнатьев çул çитменнисене йышăнакан, çемьене тата ачасене социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмсемпе, диагностика тата социаллă реабилитаци уйрăмĕсемпе паллашрĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - приют вырнаçнă çурт кивĕ, юхăннă, педагогсене методика пулăшăвĕ кирлĕ, çавна май учреждени малалла мĕнле ĕçлессине татса памалла, вăл ку енĕпе Сывлăх сыхлавĕн тата Вĕренÿ министерствисене тивĕçлĕ хушусем пачĕ.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

И.ИВАНОВА

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.