Комментировать

3 Июл, 2019

Хресчен сасси 24 (2763) № 03.07.2019

* «Аçăр вăрçă вăхăтĕнчи кун-çула аса илетчĕ-и?» — кăсăклантăм эпĕ. «Паллах, ăна куç умне кăларса макăратчĕ… Пĕррехинче вĕсем пĕр яла пырса кĕнĕ. Нимĕçсем тин кăна унтан тухса кайнă. Сакăр вунă ачана çакнă фашистсем. Мĕскĕнсен ÿчĕ те сивĕнсе ĕлкĕреймен иккен. Вăрçăра никама та шеллемен. Выçă чухне вилнĕ лаша ашне пĕçерсе çинине, утнă çĕртех çывăрнине те калатчĕ вăл. Атте яла 1946 çулта таврăннă. «Сан Серафиму авланнă ĕнтĕ», — тесе каланă аннене ялти çынсем. Вăл вара макăрнă (Паттăрсем асра ялан. Елена ФЕДОТОВА)

* Иртнĕ кунсене ăшшăн аса илет хĕрарăм. Мăшăрĕ хăй вăхăтĕнче хуçалăхра ĕçленĕшĕн тонни-тоннипе тырă тивĕçнĕрен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă Филипповсем. Çавна май сĕтел çинчен нихăçан та аш-пăш, сĕт-çу татăлман вĕсен.
Паян вара вăл упăшкипе пĕрле хăпартнă çуртра пĕчченех пурăнать. Кичем пуссан ывăлĕсем патне район центрне хăнана каять. Ачисемпе, мăнукĕсемпе калаçса тунсăхне сирет
(Нина аппан телейĕ)

* Муркаш районĕнчи ял тăрăхĕн пуçлăхне граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен калакан саккунсене пăснăшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă.
Палăртнă тăрăх, Çатракассинче пурăнакан çын яла тирпей-илем кĕртес енĕпе ял тăрăхне çырупа тухнă. Анчах та ял тăрăхĕ федераци саккунĕсем ыйтнă пек çырăва 30 кунра хуравламан
(Вăхăтра хуравламан)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.