Комментировать

9 Июн, 2019

Чăваш ачисем - маттур ачасем

Кăвайт тĕтĕмĕ, сăмсана кăтăклакан техĕмлĕ апат шăрши, çамрăксен хаваслă кулли-калаçăвĕ... Паян Атăл леш енче, "Буревестник" лагерьте, регион аталанăвĕн "XI "МолГород - 2019" форум уçăлчĕ.

Мал ĕмĕтлĕ, пысăк тĕллевлĕ, хастар та пултаруллă, республика аталанăвне тÿпе хывма хатĕрленекен çамрăксене пĕлтерĕшлĕ çак пулăмпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ытти сумлă хăна саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
- Эсир чи пултаруллă, чи хастар. Çапла-и? - çамрăксене хавхалантарса пуçларĕ сăмахне Михаил Игнатьев.
- Çапла!!! - хăватлă сасă Атăл тăрăх кĕрлесе саланчĕ.
- Çак форума хутшăнса эсир хăвăрăн пултарулăха, ăс- тăна тата та аталантаратăр. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - "МолГород" форумра пулнисенчен кашни виççĕмĕшĕ пурнăçра хăйсен çулне тупнă. Чăваш ачисем чăннипех те маттур ачасем. Малашне те çаплах пулăр!
Форума савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн "Пĕр шайри çынсен калаçăвĕ" çамрăксен дисскуси клубĕсен проекчĕпе килĕшÿллĕн республика Пуçлăхĕ, хăнасем çамрăксемпе тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

www.hypar.ru

Валентин Багадерова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: