Комментировать

13 Апр, 2019

Кун йĕркинче - наци проекчĕсем

Республикӑра наци проекчĕсене пурнӑҫлассине халалланӑ форум шӑматкун Чӑваш патшалӑх университетĕнче малалла ĕҫлерĕ.

Форум секцийсенчен пĕринче пĕчĕк тата вӑтам предпринимательлĕх аталанӑвĕн ыйтӑвĕсене тишкерчĕҫ. Экономика аталанӑвĕн министрĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева палӑртнӑ тӑрӑх, чылай муниципалитет предпринимательсен шучĕпе те, вĕсем тӳлекн ĕҫ укҫипе те уйрӑлса тӑрать. Ҫакӑ мĕнрен килет? Пухӑннисем ҫак тата ытти ыйту хуравĕсене пĕрле шырарĕҫ.

Бизнесӑн социаллӑ яваплӑхĕ пирки сӑмах пуҫарнӑ май ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсем чи малтан услам тӑвассине тĕпе хунине палӑртрĕ - ҫавӑншӑн ĕҫлеҫҫĕ, куншӑн вĕсене сивлени вырӑнсӑр, влаҫӑн вара бизнеспа тытакан хутшӑнусене ҫакна шута илсе йркелемелле.

Кашни секци нацпроектсене пурнӑҫлама пулӑшакан сĕнӳсем хатĕрленĕ - вĕсене пĕрле пухӑнса сӳтсе яврĕҫ. Ҫав сĕнӳсемпе влаҫ тытӑмĕсем хӑйсен ĕҫĕнче усӑ курĕҫ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 
Теги: