Аталану çул-йĕрне уçăмлатрĕç
Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче «Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану» VII экономика форумĕ уçăлчĕ. Урăх çĕр-шывсен, Раççей регионĕсен делегацийĕсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертÿçисем пленарлă ларăва сÿтÿ-яву мелĕпе йĕркелерĕç. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, хăнасене ăнăçлă ĕçлеме ырă сунса ăшшăн саламларĕ, çуллен иртекен усăллă форума пысăк хак пачĕ.
Тĕнчере экономика лару-тăрăвĕ хăвăрт улшăнать. Аталану çул-йĕрĕ çĕр-шывсемшĕн çеç мар, субъектсемшĕн те хатĕр модель пулма пултараймасть. Çакăн пирки Санкт-Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин каланăччĕ.
- Регионсем пĕр-пĕринчен экономика аталанăвĕ, социаллă пурнăç, культура, халăх тытăмĕ, ытти тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăраççĕ. Çавăнпа кашни хăйĕн çул-йĕрне суйласа илет, анчах вĕсене пĕрлештерекенни те пур - экономикăна пĕр тикĕс те çирĕп аталантарсан çеç пурнăç шайне лайăхлатĕç, - терĕ Михаил Васильевич.
Юлашки 20 çулта субъектсенче демографи лару-тăрăвĕ пуçласа ырă енне улшăнчĕ. Тĕпрен татăлман ыйтусенчен инвестици илĕртÿлĕхне туса хурассине палăртмалла. Предпринимательсем шикленмесĕр укçа хывса, проектсене ăнăçлă хÿтĕлесе хăйсен ĕçне пуçласа яма пултарччăр, çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр.
Чăваш Ен паян - лайăх аталанакан регионсен йышĕнче. Влаç хăйсен бизнес-проекчĕсене хÿтĕлекен предпринимательсене кирек мĕнле пулăшу та пама пултарать.
Республика Правительствин стратеги планĕсемпе малашлăх тĕллевĕсен тулли информацийĕпе çынсем Интернетра уççăн паллашма пултараççĕ.
- Çывăх вăхăтра çĕнĕ производствăсем хута каймалла. Пайăррăн палăртма пултаратăп. Вĕсем: «АККОНД» АУОра кондитер изделийĕсем туса кăларас енĕпе çĕнĕ технологи линийĕ, «ЭКРА» НПП ОООн механосборка цехĕ, хĕвел модулĕсем туса кăларакан «Хĕвел» ООО, ытти те, - Михаил Игнатьев çак кунсенче уçăлакан объектсемпе паллаштарчĕ.
Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă аталанать. Юлашки çулсенче патшалăх вĕсене вăй илсе çĕкленме 1150 млн тенкĕлĕх пулăшнă, 10 пин çын валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Чăваш Ен çĕр айĕнчи пурлăхпа мухтанаймасть, анчах унăн ĕçчен халăх пур. Вăл вара пĕтĕм йывăр ыйтăва татса пама пултарать.
Михаил Васильевич çывăх кунсенче Китайран сумлă делегаци килсе çитмелли çинчен пĕлтерчĕ. Тăван республика ертÿлĕхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки алă пусса çирĕплетĕ.
Владимир Сальников, Михаил Делягин, Геннадий Воронин, Михаил Хазин, Дмитрий Гришанков, ытти эксперт та сăмах илчĕ. «Тавар пахалăхĕ çинчен калаçиччен малтан производствăна ертсе пырас, çамрăксене пĕлÿ парас, сывлăхне çирĕплетес пахалăхсем пирки шухăшламалла. Çыннăн шухăш-кăмăлĕ те ырă пулмалла. Çавăн чухне çеç вăл паха продукци туса кăларĕ», - палăртрĕ Геннадий Воронин.
- Кам калать тĕнчере кризис пулмасть тесе? Чылай çĕр-шыва экономика йывăрлăхĕ каллех çулăхрĕ. Çĕнĕ технологисене анлă çул паракан çеç вĕсенчен çăмăлрах тухма пултарать, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Михаил Делягин.
Михаил Хазин эксперт шухăшĕпе - пирĕн тĕнче хыççăн кайма кирлĕ мар. Хамăрăн çул-йĕр пулмалла, экономика политикине улшăнусем кĕртмелле, унсăрăн эпир те йывăрлăх тÿсĕпĕр.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков кредит тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
Пленарлă лару анлă «лекцие» çаврăнчĕ, пухăннисемшĕн аталану çул-йĕрĕ уçăмланчĕ.
Ĕçлĕ калаçу килĕшÿсем тумасăр иртместех. ЧР Министрсен Кабинечĕпе Тула облаçĕн Правительстви, çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕпе Вăрнар район администрацийĕ тата «Август фирма» АХО килĕшÿ турĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.