Комментировать

19 Июн, 2014

ШĂЛАН ÇЫРЛИ ВИТАМИНСЕМПЕ ПИТĔ ПУЯН

Йĕплĕ çак тĕмĕ С, А, В2, К, Р витаминсемпе, каротинпа, сахăрпа, пектинсемпе, лимон тата пан улми йÿçекĕсемпе, хытаракан япаласемпе, минералсемпе, ытти япалапа çав тери пуян. Унра витаминсем лимонпа апельсинринчен 10 хут ытларах! Тымарĕнче, çулçинче, турачĕ çинче ÿсекен йĕппинче хытаракан япаласем чылай. Вăрринче Е витамин пур.

Сиплевре çырлипе, чечекĕпе, çулçипе, тымарĕпе усă кураççĕ. Шăлан çырли препарачĕсене организма витаминсемпе тивĕçтерме, шăк хăвалама, шыçнине хирĕç кĕрешме, вар-хырăм ĕçне йĕркене кĕртме ĕçеççĕ.

Медицинăра унран экстракт, сироп, тÿме эмел, пĕвер тата ват хăмпи шыçсан пулăшакан холосас хатĕрлеççĕ.

Халăх медицининче унăн пиçĕхтернĕ шĕвекĕпе, чейĕпе, кĕселĕпе скарлатина, тиф, пÿре шыççи, вар-хырăм, пĕвер чирĕсем, ÿпке туберкулезĕ, ытти чир аптратсан хушма сиплев вырăнне усă кураççĕ. Шăлан çырли авитаминоз, инфекци чирĕсем, атеросклероз, юн сахалли, халсăрлăх тертлентерсен, шăмă хуçăлсан, юн сахаллансан усăллине те палăртаççĕ. Çырлин хуппипе вăрри кăшт çемçетекен тата шăк вăйлă хăвалакан витĕмлĕ. Шăк хăмпинче, пÿрере хăйăр, вĕтĕ чулсем пулсан типĕтнĕ çимĕçĕн хуппипе тымарĕн шĕвекне ĕçме сĕнеççĕ.

Халăхра шăлан çырлипе тата тымарĕпе чĕре чирĕсенчен, юн пусăмĕ ÿснинчен, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухне, пуç, вар ыратсан, юнлă варвитти пуçлансан, ревматизм, радикулит аптратсан, чечекĕпе куç чирĕсенчен /100 грамм чечеке 1 стакан шыва ярса чылай вăхăт пĕçермелле, сăрăхтармалла, унра йĕпетнĕ таса пусма татăкне куç çине хумалла/ сипленеççĕ.

Çÿлте асăннă мĕн пур тĕслĕхре çак рецептпа усă кураççĕ: вĕрекен 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ шăлан çырли ярса 7-10 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах çитĕннисен - 0,5-1 стакан, ачасен 0,25-0,5 стакан ĕçмелле. Тутлăрах пултăр тесен унта сироп, пыл, сахăр хушма юрать.

Хырăмлăх язвипе, кăкăр хĕртнипе палăракан гастрит, дизентери чухне шăлан çырлин варенийĕ усăллă. 1 виçе вăррине кăларнă чĕрĕ çырлине 2 виçе сахăрпа тĕплĕ хутăштармалла. Унтан кĕленче савăта пусарсах тултармалла, питĕ тачă хупмалла, сивĕ çĕре лартмалла.

Е 40-50 çырлине вăррипех 1 литр тин вĕренĕ шыва ярса вĕретмелле. Кунне 3 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле. Çулçинчен чей вĕретсе кирек мĕн чухлĕ те ĕçме юрать.

Тин вĕренĕ 1 стакан шыва тымарне 2 апат кашăкĕ ярса вĕретеççĕ. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçеççĕ.

Сиплĕ ликер рецепчĕ: 1 стакан вĕтетнĕ шăлан çырлине 1,5 стакан сахăрпа хутăштармалла, 3 стакан шурă эрехе ярса 5 куна хĕвел çине лартмалла. Унтан тата 2 стакан шурă эрех хушса каллех 5 кун лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Апат хыççăн 15-20-шер тумлам ĕçмелле.

Шăлан çырлин препарачĕсем биологи тĕлĕшĕнчен таса аскорбин йÿçекĕнчен хастартарах, мĕншĕн тесен шăлан çырлинче С витамин Р витаминпа шайлашуллă килĕшсе тăрать. Çапах та вĕсемпе сипленме пуçличчен тухтăрпа канашласан тĕрĕсрех. Кашнин организмĕ хăйне евĕр, пĕрисене юрани теприсемшĕн сиенлĕ пулма пултарать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.