«Хыпар» 27 (27460) № 12.03.2019
"Пенси çулĕсенчи учительсем пирки чылай чухне "ылтăн кадрсем" тетпĕр. Анчах сăртпа сăрт пĕр мар тенешкел, çынпа çын та пĕр мар. Вĕсен йышĕнче ĕçлесе ывăннисем, шăв-шавран йăлăхнисем пур. Хăнăхнă йăлапа ĕçлеççĕ унашкаллисем. Çавăнпа вĕсен урокĕсем сывлăм тумламĕ пек пĕрешкел. Учитель тĕрлĕ предмет вĕрентни те ырă пулăм мар. "Хăйĕн мар" предмечĕпе вăл ăçтан тарăн пĕлÿ парайтăр? Экзаменра пысăк балл пухас тесен ачасемпе хушма занятисем те ирттермелле-çке. Харăсах темиçе предмет вĕрентсен учитель епле ĕлкĕртĕр?" ("Ял шкулĕсенче вĕрентекенсем çитмеççĕ. Çивĕч ыйтăва татса пама "Земство учителĕ" программа пулăшĕ". Роза ВЛАСОВА)
* Хуçасăр йытăсемшĕн кам яваплă?
* Тăлăх арăмăн минтерĕ çемçе-и?
* Пулăшсан мĕншĕн усă курас мар?