Комментировать

6 Мар, 2019

Хресчен сасси 8 (2747) № 06.03.2019

«Сăр ен» ансамбль 1986 çулта Орапакасси ял клубĕнче йĕркеленнĕ. 2006 çулта вара «халăх» ятне тивĕçнĕ.
Мĕн йĕркеленнĕренпех ăна Юлия Еремкина ертсе пырать. Çичĕ теçетке çултан иртнĕскер халĕ те вашават, хастар. Чăваш йăли- йĕркине, юрри-кĕввине кăмăллать вăл. Унсăр пуçне чăваш тумне те. Ахальтен мар унта-кунта каймалла пулсан та шÿлкемине, теветне çакать. Вĕсемсĕр çула тухмасть.
«Сăр ен» репертуарĕнче — вырăнти чăваш юрри-кĕвви. Çавăн пекех авалхи юрăсем. Вăхăтĕнче вĕсене Юлия Тихоновна хăй те чылай пухнă. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕнчен нумай вĕреннĕ. «Атте — балалайка калама, анне юрлама ăстаччĕ», — иртнине аса илет хĕрарăм. Ахальтен мар хăй те Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç шкулне вĕренме кайнă. Маларах вара баянистсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Пултаруллă ертÿçе 2013 çулта «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă.
Кĕç-вĕç 75 çул тултаракан Юлия Тихоновна сывлăх тĕлĕшпе те çирĕп. Ахальтен мар вăл хĕллехи вăхăтра юрпа, сивĕ шывпа çăвăнса çан-çурăмне кантарать. «Вĕри, ăшă мунчана кайса курман эпĕ, — тĕлĕнтерет вăл. — Сивĕнсен, тепĕр кун, кĕретĕп. Хама питĕ лайăх туятăп».

* Паттăрлăх кивелмест

* Вăçтарас мар арăма

* Ыратнине тÿсекенсене - çăмăллăх

* Шупашкар районĕ каллех çĕнтерчĕ

* Апачĕ тутлă пултăр

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.