Комментировать

21 Фев, 2019

Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ

Республика кунĕ — Чăваш Ен патшалăх тĕп уявĕ. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçласа паллă тунă ăна. Унтанпа чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕ пулса тăнă.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче 2019 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Республика кунне халалланă тĕп мероприятисене мĕнле хатĕрленни пирки ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Леонид Ватковский, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Елена Чернова пĕлтерчĕç.

Леонид Геннадьевич Шупашкарти XI экономика форумне, регионсен хушшинчи XXVI «Регионсем — чикĕсĕр хутшăнушăн», фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери «Асамат» фестивальне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Çавăнпа пĕрлех тĕп хула çак кунсенче Культура форумне килекенсене те йышăнĕ. Маларах палăртнă тăрăх, вăл Чăваш патаĕшалăх оперăпа балет театрĕнче иртĕ. Унта федераци шайĕнчи ĕç тăвакан влаç органĕсен, РФ Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин представителĕсемпе пĕрлех ют çĕршывсен официаллă делегацийĕсем те, бизнес, ăслăлăх, эксперт пĕрлĕхĕсем те хăйсен çыннисене яма кăмăл тунă. Паянхи кун тĕлне Форумра Японин Раççейри бизнес-клубĕн представительствин директорĕ Окада Кунио, ыттисем хутшăнасси паллă.

«Регионсем — чикĕсĕр хутшăнушăн» курав кăçал çĕнĕ форматпа иртессе пĕлтерчĕç.

Елена Геннадьевна халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XXVII «Раççей çăл куçĕсем», Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусствин XVII «Руç ăстисем» конкурсне хатĕрленсе тăвакан ĕçсемпе паллашатарчĕ.

Кăçал Республика кунĕ Улатăр районĕнче те иртĕ. Вырăнти ĕçсем çинчен Улатăр районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая видеоконференци мелĕпе каласа кăтартрĕ. Нина Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, тĕп мероприятисем Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче пулĕç. Çавна май кунта хушма ĕç чылай пурнăçлама тивĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Рубрика: 
Теги: