Комментировать

12 Фев, 2019

"Çĕннине тума пуçламалла"

Республикăра кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 16 пин ача пуçласа шкул алăкне уçĕ. Çав шутра Шупашкарта кăна — 7,3 пин ача.

Республикăра ачасене пĕрремĕш класа илмешкĕн ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнма пуçланă. Иртнĕ çултанпа Шупашкарта вĕсене электрон мелпе те йышăнаççĕ. Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе ачасем регистрациленнĕ вырăнсенчи шкулсенче черет йĕркелеççĕ. 

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăш-пĕр шкулта пĕрремĕш классене йышăнас тĕлĕшпе йывăрлăх пуррине пытармарĕ. Йыш çуллен хушăнса пырать. Е хушма классем йĕркелеме, е иккĕмĕш смена уçма тивет. Ашшĕ-амăшĕ хушшинче кăмăлсăрлăх пур. «Богданкăра» ĕç-пуç уйрăмах çивĕч: «Унти шкул пĕчĕк. Çĕннине тума пуçламалла». 59-мĕш шкулта та çăмăл мар. «Волжский-3» микрорайонти çĕнĕ шкула хута ярсан унти çивĕчлĕх сирĕлмелле.

Лару-тăрăва чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене çумри вĕренÿ заведенине мар, урăххисене ярас тени те йывăрлатать. Алексей Олегович шучĕпе, вăл е ку шкулти вĕрентÿ пахалăхĕ нихăш енĕпе те япăх мар, анчах хăшĕсем ачисене пĕр-пĕр уйрăм шкулта вĕрентесшĕн — ÿкĕте кĕртме çук. Вĕсене çав шкулти уйрăм учитель килĕшет — урăх çĕре яма килĕшмеççĕ. Директорсене те вырăнпа улăштараççĕ, шкулсен рейтингне те йĕркелеççĕ — усси сахал.

Ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина та çивĕчлĕх пуррине пĕлет — кăмăлсăррисем унран та пулăшу ыйтаççĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене хăйсем пурăнакан территори çумне çирĕплетнĕ шкулсене те яраймаççĕ иккен — вĕсене ытти шкула кайма сĕнеççĕ. Унта пыраççĕ те — «ют» микрорайонсенчи ачасене йышăнаймасси пирки калаççĕ… Чи малтанах ку çĕнĕ «Садовый» микрорайонти ачасене пырса тивет. Ăна 9-мĕш шкул çумне çирĕплетнĕ, унта вара вырăнсем çитмеççĕ. Çавна май Елена Владимировна çак микрорайона тата икĕ шкула çирĕплетсе пама сĕнчĕ.

Рубрика: 
Теги: