Комментировать

7 Июн, 2014

Ачасемшĕн çитĕннисем яваплă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасен тата тин çуралнисен вилĕмне сирес енĕпе ведомствăсен хушшинче профилактика ĕçне йĕркелес ыйтупа тухса калаçнă. Паянхи кăларăмра министр пĕлтернипе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.

Алла Самойлова палăртнă тăрăх - çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра кăçал 6981 ача çуралнă е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 127 пепке нумайрах. Йыш хушăнни çемьесенче иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем кун çути курнипе те çыхăннă.

Чăваш Республикин Правительстви çул çитмен çамрăксемпе тин çуралнисен вилĕмне чакарассине тата профилактикăлассине приоритетлă тĕллевсен йышне кĕртнĕ. Социаллă, медицина, вĕренÿ, право йĕркине сыхлас тата ытти енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă май кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче 0-17 çулсенчи ачасем вилесси иртнĕ çулхи асăннă вăхăтрипе танлаштарсан - 22,9, тин çуралнă пепкесен кун-çулĕ татăласси 28,3 процент чакнă.

Çак тапхăрта 44 ача пурнăçран уйрăлнă /100 пин çул çитмен çамрăк пуçне - 58,2/, вĕсенчен 25-шĕ çулталăка çитмен /4,3 промилле/.

0-17 çулсенчисен вилĕмĕн кашни тĕслĕхне уйрăммăн тĕпчени тăрăх 23-шне сирме май пулнă. Вĕсенчен 17-шĕ сывлăхпа çыхăнман: 6-шĕ сĕрĕмпе наркăмăшланнă, 4-шĕ çул-йĕр çинчи инкеке лекнĕ, 3-шĕн сывлăш ăнсăртран пÿлĕннĕ, 4-шĕ палăртса хуман тĕллевпе шар курнă /2-шĕ çакăннă, пĕри çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ, тепри пуклак япалапа сиенленнĕ/.

Çул-йĕр çинче 16 çула çитмен ачасемпе пулса иртнĕ пăтăрмах - 10,7, вĕсем аманасси 8,9 процент чакнине пăхмасăр /2014 çулта - 50, 2013 çулта - 56, кăçал иртнĕ çулхи пекех 3 ача пурнăçĕ татăлнă: пĕр çемьери 11 уйăхри тата 2,5 çулти икĕ тĕпренчĕк, 17-ри скутерист тата 4,5 çулти хĕр ача/ çул-йĕр çинчи çÿреве хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата ача-пăча аварире аманассине профилактикăлас /ачасене автокреслăпа тивĕçтермелле, «Асăрханăр - ачасем!» мероприяти, «Ачасем» рейд, çуран çÿрекенсен çул урлă каçмалли вырăнĕсенче акцисем тата автошкулсенче хăрушсăрлăх мероприятийĕсем йĕркелемелле, лекцисемпе калаçусем ирттермелле/ ĕçе вăйлатмалла.

Суицидологи пулăшăвĕн тытăмне çĕнетсе улăштарни ачасем хăйсем çине алă хунă тĕслĕхе 2013 çулхи 3-рен кăçалхи кăрлач- ака уйăхĕсенче пĕррене çитиччен чакарма май панă. Апла пулин те психологин васкавлă пулăшăвне кĕтекенсем 3 пинĕн ытла - Пĕтĕм Раççейри «Шанăç» телефонĕпе шăнкăравланин кăтартвĕсем çакна çирĕплетеççĕ. Çул çитменнисене тантăшĕсемпе хутшăнусем йĕркелесси, пĕчченлĕх, вĕренÿри пăтăрмах тата ытти канăçсăрлантарать.

Ачасем тĕлĕшпе тимлĕ пулманни паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Кăçалхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра 419 пушар тухнине регистрациленĕ. Йăла техникипе усă курмалли хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнине пула сиксе тухнă вут-çулăмра 6 ача вилнĕ /2013 çулхи çав тапхăрта - 1/. Шыв объекчĕсенче çул çитменнисен пурнăçĕ татăлнине шута илнĕ: аслисем тĕрĕслесе тăманнипе 2 арçын ача /2001 тата 2006 çулсенче çуралнăскерсем/ путнă.

Ÿксе аманнă тĕслĕх пурри те çак ыйту çивĕчлĕхне палăртать. Ачасем çÿллĕ вырăнтан персе анни кăçал 7 хут пулнă /2013 çулта - 4/: Çĕнĕ Шупашкар хулинче - 3, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç районĕсенче тата Канаш хулинче - 1-шер. Çакнашкал пулăм вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата лару-тăрăва йĕркене кĕртес тĕллевпе яваплă çынсене хушма мерăсене васкавлă йышăнма хистет.

Çулталăка çитиччен 25 пепкен кун-çулĕ татăлнине тишкерни кăтартса панă тăрăх - инкекĕн пĕрремĕш сăлтавĕ - перинаталь тапхăрĕнчи уйрăм амак /чĕрĕ çуралнă 10 пин пепке пуçне - 15,6/, иккĕмĕшĕ - çут тĕнчене кăлтăкпа килни /чĕрĕ çуралнă 10 пепке пуçне - 8,7/, виççĕмĕшĕ - нерв тытăмĕн чирĕ /чĕрĕ çуралнă 10 пин ача пуçне - 6,9/, тăваттăмĕшĕ - вилĕмĕн тулаш сăлтавĕ /чĕрĕ çуралнă 10 пин пепке пуçне - 5,2/.

Тулаш сăлтавсене пула çулталăка çитмесĕр пурнăçĕ татăлнисен хисепĕ медицинăпа социаллă службăсен тата профилактикăн ытти субъекчĕн дифференциллĕ патронажне вăйлатнипе 3,3 хут чакнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви кăçалхи кăрлач уйăхĕн 15 - нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕсенче пĕчĕк ачасем тулаш сăлтавсене пула килте вилессинчен профилактикăлас ыйтупа ирттернĕ Интернет-ыйтăм кăтартнă тăрăх - сайтпа усă куракансем профилактикăн эффективлă мелĕ шутне ашшĕ-амăшĕ хушшинче ăнлантару ирттернине /40 процент/, кÿршĕсем, тăвансем, ентешсем тимлĕ пулнине /22/, социаллă ĕçченсем ашшĕ-амăшĕ хăйне тивĕçлĕ тытайманнине коррекциленине тата тĕрĕсленине /16/, право йĕркине сыхлакан органсем тата çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем ачасен прависене хÿтĕлемешкĕн хутшăннине /8/ тата ыттине кĕртеççĕ.

Тин çуралнă ачасем вилесси Красноармейски /35,9 промилле/, Шăмăршă /29,5/, Çĕрпÿ /11,3/, Патăрьел /10,6/, Вăрмар /8,5/ районĕсенче республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, Раççей Федерацийĕнче Ненец автономи округĕ /кăкăр ачи вилнĕ тĕслĕхе регистрацилемен/, Тамбов облаçĕ /2014 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче - 3,9 промилле/ хыççăн виççĕмĕш шутланать тата ăнăçлă субъектсен йышне кĕрет /Раççей Федерацийĕнче кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче - 7,7. ФАОра - 7,6/.

Министр профилактика субъекчĕсен тĕллевĕсене уçăмлатрĕ. Ачасен вилĕмне сирессипе çыхăннă ыйтусене татса парассин эффективлăхне ÿстермешкĕн влаçăн ĕç тăвакан органĕсен тата муниципалитет районĕн, хула округĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсен ку енĕпе кăтартусен мониторингне ирттермелле, пĕтĕмлетÿсене республикăра йышăнакан мерăсемпе шайлаштармалла* социаллăх тĕлĕшĕнчен тăнăçсăр çемьесене вăхăтра тупса палăртмалла тата шута илмелле, вĕсенче çитĕнекен çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла* çемьене планлас, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес, кăкăр ачисене, уйрăмах тăнăçсăр çемьерисене, сăнаса тăрас енĕпе хушма мерăсем йышăнмалла* ачасем тулаш сăлтава пула пурнăçран уйрăлассине профилактикăламашкăн информаци ĕçне вăйлатмалла* социаллăх тĕлĕшĕнчен тăнăçсăр тата пĕчĕк ачаллă çамрăк çемьесем тĕлĕшпе патронаж йĕркеленине тĕрĕслесе тăмалла, право йĕркине сыхлакан органсемпе пĕрле вĕсене учета илмелле* урамри социаллă реклама урлă ачасене тата халăха медицинăпа социаллă, психологи пулăшăвĕ памалли тытăм, ятарлă службăсем ĕçлени çинчен пĕлтерсе тăмалла.

Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май Алла Самойлова канашлăва хутшăннисене кăçалхи шăрăх çанталăк кÿме пултаракан хăрушлăх çинчен аса илтернĕ: «Иртнĕ çулсенчи пулăмсене манмалла мар: хĕвел тивнипе, организм шывсăр юлнипе ачасене çухатни те пулман мар. Вĕсем вĕри çанталăка чăтаймасăр тăн çухататчĕç. Кану тата сиплев тапхăрĕнче, хула тулашĕнчи тата шкул çумĕнчи лагерьсенче вĕри çанталăкра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Асăрханулăх мерисем çинчен çитĕннисен те манмалла мар: хĕвел хĕртсе пăхнă чухне пурин те пуçа хÿтĕлемелле: çутă тĕслĕ тутăр çыхмалла е шĕлепке тăхăнмалла. Унсăр пуçне шыв тултарнă савăта пĕрле илсе çÿремелле», - палăртнă министр.

Пĕрлехи вăйпа кăна пурнăç чечекĕсене - хамăрăн пуласлăха - инкек-синкекрен хÿтĕлесе хăварма, черченкĕскерсене телейлĕ ачалăх тата тăнăç кун-çул парнелеме пултарăпăр. Апла тăк çитĕннисен вĕсем тĕлĕшпе яланах сыхă та тимлĕ пулмалла, шăпишĕн яваплине асра тытмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.