Ÿсен-тăран çумăр ыйтать
Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен ертÿçисем уй-хирте пулса ÿсен-тăран еплерех çитĕннине хак панă.
Районта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкне пĕлтĕрхинчен 5: пысăклатнă. Çуртрисене пурĕ - 14163, вăл шутра пăрçа - 95, хура тул - 65, куккурус - 375, рапс - 300, горчица 138 гектар акнă, çĕр улми 1705 гектар лартнă. Кĕрхисем 4441 гектар.
14094 гектар çинчи ÿсен-тăрана, вăл шутра çĕр улмине, сахăр кăшманне, вăрă сухана гербицид пĕрĕхтерсе çум курăкран тасатнă. Кĕрхи-çурхи сăтăрçисене хими им-çамĕпе пĕтернĕ. «Красное знамя» ЯХПК, «Батыревский», «Корма», «Весна» обществăсем, фермерсен ушкăнĕ куллен ÿсен-тăрана шăвараççĕ.
Ертÿçĕсем «Звезда» кооперативра çăва тухнăранпа ĕнесене еплерех пăхнипе, «Красное знамя» ЯХПКра выльăх апачĕ мĕнлерех хатĕрленипе паллашнă. Иккĕмĕшĕнче нумай çул çитĕнекен курăкран 100 тонна сенаж хывнă ĕнтĕ.
«Тĕрĕслеве хутшăннисем çурхи культурăсем аванах шăтнине, шăрăх та типĕ çанталăка пула тăпран çÿлти сийĕнче нÿрĕк юлманран начар ÿснине, ÿсен-тăран çулçисем сарăхма тытăннине палăртрĕç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов. - Куллен çумăр кĕтетпĕр. Аграрисем çур акине вăхăтра ирттерессишĕн пĕтĕм вăя пачĕç. Культурăсем парка шăтнă. Çур акине ăнăçлă ирттернĕ хуçалăхсене район Ака туйĕнче парнепе хавхалантарăпăр».