Комментировать

18 Дек, 2018

Кĕрешÿçĕсене паттăрсем хавхалантарчĕç

Ĕнерпе паян Шупашкар каллех ирĕклĕ майпа кĕрешкенсен тĕп хули пулса тăчĕ. Олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Чăваш Енре 14-мĕш хут иртнĕ турнира кăçал та сумлă хăнасем килсе çитрĕç: Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров полковник, Олимп чемпионĕсем Давид Мусульбеспа Хаджимурат Магомедов, Олимп вăййисен призерĕ Сергей Корнилаев тата ыттисем.

Çак тапхăрта ку турнир витĕр вун-вун çамрăк пăхаттир тухрĕ. Кунта мала тухнисенчен нумайăшĕ Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрчĕç. Хăшĕ-пĕри тренер пулса тăчĕ, паян вĕсен вĕренекенĕсем кавир çинче кĕрешеççĕ. 14 çулта тĕрлĕ регионпа тĕрлĕ халăх хушшинче туслă çыхăну йĕркеленчĕ, спортсменсен пултарулăхĕпе кăтартăвĕсем ÿсрĕç, — терĕ Николай Федорович пухăннисене сывлăхпа телей суннă май. Çавăн пекех вăл хăйĕн юлташĕсене кашни çул Шупашкара килмешкĕн вăхăт тупнăшăн тав турĕ.

Пĕтĕм Раççейри турнирта 16 регионтан килнĕ 150 яхăн спортсмен вăй виçрĕ. Чăваш Ен чысне 40 каччă хÿтĕлерĕ. Вĕсенчен виççĕшне уйрăмах ăнчĕ, ылтăн медале тивĕçрĕç. Чи çăмăл виçере Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Сергей Албутов палăрчĕ. Канаш ачи Атăлçи округĕнче иртекен ăмăртусенче пĕрре мала тухнă. Акă паян вăл çĕршыв шайĕнчи турнирта çĕнтерсе РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Шупашкарти пĕр тăван Филипповсене те парăнтараканни пулмарĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ спортри пĕрремĕш утăмĕсене 5-мĕш спорт шкулĕнче тунă. Паян вĕсем Красноярскра ăсталăха туптаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Вячеслав БОЧАРОВ, Раççей Геройĕ:

Николай Гаврилов — чăн-чăн паттăр. Унăн хастарлăхĕнчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп. Вăл йывăрлăхпа асап витĕр тухса хăйĕн ят-сумне çухатмарĕ. Тăван çĕршыв, тăван республика чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕ. Вăл — питĕ пултаруллă летчик. Тĕрлĕ çар операцийĕсенче хăйне лайăх енчен кăна кăтартрĕ. Паян вăл çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çитĕнĕкен ăрăва спортпа туслă пулма хавхалантарать.

ФОТОРЕПОРТАЖ....

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: 
Теги: