Комментировать

30 Окт, 2018

Тимĕр вăййи – вăйлисем валли

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир пуçланать.

Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — пирĕн республикăна спортсменсем 20 яхăн регионтан килсе çитмелле. Ăмăртура норматива пурнăçлакан спортсменсем «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçĕç. Çавăн пекех кăçал 14 çултан аслăрах яшсемпе хĕрсен хушшинче пĕрремĕш хут уйрăм тупăшу ирттерме йышăннă. Турнирăн тĕп судйи пулма РФ тава тивĕçлĕ тренерне, Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинне Сергей Кириллова çирĕплетнĕ.

Çав кунсенчех Чăваш Ен спортсменĕсем республика чемпионатĕнче мала тухассишĕн кĕрешĕç. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри /шкул ачисем те, çамрăксем те, ветерансем те/ пăхаттирсем вăй виçĕç. Аса илтеретпĕр: «Хыпар» турнирĕн кун-çулĕ 1984 çулта пуçланнă. Вăл Раççейри чи вăрăм ĕмĕрлĕ ăмăрту шутланать.

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.