Комментировать

23 Окт, 2018

Çул çинче…

Асамат кĕперĕ евĕр кĕвентепе икĕ тулли витре йăтса утатăп

«Халăхпа пĕрле пул. Халăхран малта ан пул, пуринчен малта пулма ан тапаçлан. Халăхран ан юл, хыçалта та çапкаланса ан пыр», — тетчĕ асанне.
Малта та юрамасть, хыçалта та юрамасть. Пурте варрипе утаймасть. Маларах тухас тесен малтине е çул хĕррине тухса хăваласа иртсе каймалла, е умра пыракана тĕртсе ярса ун вырăнне йышăнмалла. Кирлĕ-и çапла тума? Малтисен ретĕнче пулма йывăр, хыçалтисен сывлăшĕ çурăм-ран вĕрсе пырать. Кая хăварас тĕллевпе такăнтарса ÿкерме те пултараççĕ. Ÿксе аманас пулсан ура çине тăма пулăшакан тупăнать-и? Ÿкекене чарăнса ал парса тăратса хăй те ыттисенчен кая юлма кам та пулин хатĕр-и? Вăхăт никама та шеллемест.
Хыçалта сĕнкĕлтетсе пыма шиклĕ. Хыçалта пырсан та хыçалалла çаврăнса пăхатăн. Мĕн унта? Тепĕр тесен, хыçран витлесе пыракан та çук, тĕртсе яракан та çук. Пыр та калаç! Апла та кун пек мар, капла та ун пек мар. Шухăш вăл яланах пушă пек иккĕллĕ явакланать.
Çул… Вăрăм çул… Кĕске çул… Пысăк çул… Пĕчĕк çул… Анлă çул… Хĕсĕк çул… Мĕн тĕрлĕ çул çук-ши? Çул сукмаксене пайланать е сукмаксенчен хывăнать? Сукмаксен, çулсен пуçламăшĕ пур, вĕçĕ çук… Пур пуль, пуçланнăскер, ăçта та пулин, хăçан та пулин вĕçленетех пуль…
Çын вилсен ун çулĕ вĕçленнĕ теççĕ, ăна юлашки çула ăсатаççĕ. Ăçтан юлашки пултăр-ха? Ун кунти çулĕ кунта юлнă, лери çулĕ лере уçăлнă. Кунта юлни – тăван килте, ачисенче, туса хăварнă ĕçĕнче, халăх асĕнче. Лере уçăлни – тамăкра тасалса тухса çăтмаха хăпармалли кăткăс çул. Ку ача ашшĕн е амăшĕн çулĕпе утать теççĕ. Кунта вилнĕ çын лере çуралать теççĕ. Çуралать пулсан малалла утса каять. Ăçталла утма тивĕçет – çавăнталла. Пурнăç – вилĕмсĕр тесе ăнлантарсан та, пирĕн кунтах нумайрах пурăнас килет.
Çуралтăм, сывласа ятăм, çула тухрăм… Çуран утатăп, темĕн тĕрлĕ транспортпа ярăнатăп, йăрапланпа вĕçетĕп. Ман çулăм мана таçта та илсе çитерчĕ, тем кăтартса та вĕрилентерчĕ. Нумай çĕршывра-таврара пулса нумай халăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе килентĕм. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе паллашса туслантăм. Тĕрлĕ чĕлхерен вырăсла, чăвашла куçарнă кĕнеке вуласа тавра курăма анлăлатрăм.
Çулпа утса-чупса сахал мар инкек-синкек, тип шар-синкер чăтса-тÿссе ирттерме тивет. Шăпа-ăраскалăм тем те кăтартрĕ. Апла пулин те пурнăçа юратас кăмăлăм касăлмарĕ. Пурнăçа юратас хавасăм хупланмарĕ. Тĕрлĕ усал-тĕсел тапăнса муритлени те — çÿллĕ, таса сисĕм-туйăма таптаса лап чăтаймарĕ. Тав сире, мана хÿтĕлекен Ырă-Хаяр хăватсем!
Çул вăл – çул тăршшĕпе тапаçланса, тар юхтарса, хавхаланса- хавасланса тунă пархатарлă ĕç. Чунтан-вартан ăшталанса, тимлесе ларса эрешленĕ ĕçĕм калăпăшĕ еплерех-ши? Пысăккă-ши, пĕчĕккĕ-ши? Епле пулсан та нихăш ĕçе те алă сулса туман. Пăлахая персе пурăнман, ярханах çÿремен. Яваплăх! пĕрремĕш вырăнта: çамрăк чухне те, халĕ те. Асаннепе кукамай, аттепе анне вĕрентсе, тĕрĕслесе, пулăшса тăнăран. Тав Турра, мана вĕсен килĕнче, йăх-таврашĕнче çуралса ÿсме тăнăç кĕтес панăшăн.
Çул çинчи йывăрлăх-тумхаха çирĕп пусакан урапа, пухнă ăс-тăнпа, перекетлĕн усă куракан вăй-хăватпа тапта-тапта хамăрăнах якатма тивет. Кама шанмалла? Хамăра хамăрăн пулăшмалла! Çапла тума шалти шăнăр хистет. Шалти шăнăра тулти ăмăр çанталăк та, тăшман-куштан тапăнса сăтăр тăвас тени те хавшатаймасть. Çав шăнăра çÿлтен тĕкĕлесе тĕреклетсе тăракан Хăвата çĕре çити тайма пуç!
Çул вăл юхан шыв пек. Пĕчĕк çăл куçран пуçланакан юхан шывсем пысăк юхан шывсене пысăклатма чарăна пĕлми тăрăшса ĕçлеççĕ. Пысăк телей те пĕчĕк телейсенчен, пысăк юрату та пĕчĕк килĕшÿсенчен тытăнса тăрать. Ман телейĕм-юратăвăм ăшши манăн çемьене, тус-тăванпа хурăнташ-пĕлĕше, тăван халăхăма кирлĕ чухлĕ çиттĕрччĕ, ăшăттăрччĕ, йăпаттăрччĕ. Ман телейĕм-юратăвăм пурне те эреветлĕ-теветлĕ илем-сăпай кÿтĕрччĕ.
Эпĕ хамăн çулпа пыратăп. Асамат кĕперĕ евĕр кĕвентепе икĕ тулли витре йăтса утатăп. Пĕр витринче – сăввăмсемпе калавăмсем, тепринче – юррăмсемпе кĕввĕмсем. Уçă сĕткенлĕ шывне сыпкăмăн-сыпкăмăн тутанма пурне те ирĕк. Çул хĕррипе сад пахчи. Çул хĕррипе вăрăм саксем… Сад пахчинче вĕçен кайăксен селĕм сассисем… Хапăл тăватăп! Килĕрсем! Тав сире! Манăн хăна пулма кăмăл тунă хаклă çыннăмсем, сăвап сире. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.