Комментировать

11 Окт, 2018

Йăл кулмасан, куршанак пек çыпăçмасан çăкăр çиеймĕн

Тĕп пасар ир-ирех хĕвĕшет: унталла-кунталла çын утать. Кану кунĕсенче халăх ытти чухнехинчен нумайрах. Иртнĕ вырсарникуна эпĕ те иртен пуçласа каçченех пасарта ирттертĕм. Япала туянма мар, хама сутуçăра тĕрĕслесе пăхас шухăшпа çитрĕм кунта. Çын аллинчи кукăль яланах пысăкрах туйăнать. Еплерех вăл — паянхи пасар пурнăçĕ? Пылак-и, йÿçĕ-и? Унта ĕçлесе илнĕ укçапа çăкăр çиме пулать-и?

Тăхăнса пăхаççĕ те утаççĕ

Вьетнамран пирĕн пата çемйипе куçса
килнĕ хĕрарăм хăйĕн чăн ятне калама килĕ-
шмерĕ, Таня тесе паллаштарчĕ. Маншăн
çавах мар-и: Таня тăк Таня. Вăл Шупашкар-
та вун пилĕк çул ытла пурăнать. Вырăсла
калаçма лайăх вĕренсе çитнĕскер шÿтлеме
ăста. Таня мана сăмахсăрах пĕр кунлăха
хăйĕн «точкине» ĕçлеме йышăнчĕ. Мăшăрĕ
те аякрах мар спорт çи-пуçĕ сутатчĕ. Те-
лее, вырсарникун çанталăк хĕвеллĕ те ăшă
пулчĕ. Урамра çумăр айĕнче, сивĕре тăма
тÿр килменнишĕн савăнтăм. «Кунне 20 çын
таран килет. Тăхăнса пăхаççĕ те малалла
утаççĕ — тем шыраççĕ. Кун каçипе 5 çын япа-
ла туянать-и, çук-и? Пирĕн пысăках мар ху-
лара суту-илÿ çурчĕ нумай, çамрăксем ыт-
ларах вĕсенче тăхăнаççĕ пек туйăнать. Ыйт-
нă тумтире тÿрех тупса пама сана йывăрта-
рах пулĕ, виçине те пĕлмелле. Тăхăнса пăх-
нă хыççăн япаласене хуçлатса, çакса хурсан
аванччĕ», — терĕ «точка» хуçи. Вăл ăшă кă-
мăллă та тарават. Ĕçе пуçăничченех чей, ку-
кăль йăтса килчĕ. Чи малтанхи клиент каччă
пулчĕ. Ăна джинс шăлавар кирлĕччĕ. Пĕрне,
теприне, тăваттă таранах тăхăнса пăхрĕ.
Хăйĕн çинче килĕшÿллех ларсан та пĕрне
те туянма килĕшмерĕ. Ретпе малалла кай-
нăскер кăштахран çĕнĕрен çаврăнса килчĕ.
Юрăхлине тупайман-мĕн, пирĕн патранах ту-
янма тĕв турĕ.
50-сенчен каçнă арçын арăмĕпе куртка
суйларĕ. Умлă-хыçлă иккĕшне тăхăнса пăхнă
хыççăнах укçине туртса кăларчĕ. «Айта урăх
çĕрте тата пăхатпăр. Пасарта пĕр çĕрте çеç
сутмаççĕ-çке», — ÿкĕтлеме пуçларĕ арăмĕ.
Арçын яхăнне те ямарĕ, вăл лавкка-пасар
тăрăх çÿреме юратманнине систерсе курт-
кăна хутаçа чиксе пама ыйтрĕ. Умлă-хыçлă
икĕ япала илсе кайнă хыççăн Таньăн та кă-
мăлĕ уçăлчĕ. «Темиçе çул ĕçлесе çакна сă-
нанă, арçынсем кутăн мар сирĕн, шукăль тă-
хăнассишĕн çунмаççĕ, хĕрарăмĕсем вара
хăйсене мĕн кирлине те пĕлмеççĕ. Урисем
туйми пуличчен утаççĕ те утаççĕ. Пĕлмеççĕ-
шим — пасарта пур çĕрте те пĕрешкелте-
рех япала. Пурне те пĕр çĕртен туянса ки-
летпĕр çитменнине. Фабрикăра çĕлени-
пе çĕлеменнине тÿрех тавçăрса илме пу-
лать, пахалăхлине 2 пин çурăпа туянай-
мăн», — сăмахларĕ Таня. Кашни иртсе ка-
якан арçынна «Куртка пăхатпăр-и?» тата
«Джинс шăлавар туянатпăр-и?» тенипех
ывăнса çитме пулать кунта. Ун пек калама-
сăр та май çук-мĕн: тунката пек хытса тăр-
сан пĕр пус та ĕçлесе илеймĕн. Туянма кил-
нисем те тĕрлĕрен, чылайăшĕ пасара çит-
сен сутуçă шухăшне, сĕнĕвне малти вырăна
хураççĕ. Çынпа калаçма пĕлни пĕлтерĕшлĕ.
Иртен-çÿрене сăмах хушнин витĕмĕ пурах:
чарăнса пăхкаланçи тăваççĕ. «Йÿнĕпех па-
ратпăр, чакаратпăр», — çак сăмахсене калама
ÿркенмелле мар тата. Акă вăл пасар вăрттăн-
лăхĕ. Мана Таня малтанах каласа хучĕ: курт-
ка хакĕ — 2800 тенкĕ, 300 тенкĕ таран чакарма
юрать. Кăнтăрла çитнĕ тĕле хуçапа иксĕмĕр
тăватă джинс шăлавар тата икĕ куртка сут-
са ятăмăр. Урамра сивех мар, çавна пулах
арçынсем хĕллехи тум туянма васкамаççĕ.
Таня хĕл сиввине ку таранччен те хăнăхса
çитеймен. Вăл çывхарасран кулянма тытăн-
нă та ĕнтĕ. Хавас та уçă кăмăллăскер вырăс-
ла темиçе юрă та юрласа кăтартрĕ. Чăваш-
ла та вĕренме пуçланă вăл пасарта. Арçын
çинче килĕшÿллĕ курăнакан тумтире: «Хи-
тре, лайăх», — тесе пахалама пĕлет. Виçĕ се-
хет ĕçленĕшĕн ырă кăмăллă Таня мана каяс
умĕн 500 тенкĕ кăларса тыттарчĕ. Паллах,
илмерĕм. Эпĕ ахаль çеç, хама сутуçă вырăнĕ-
нче тĕрĕслесе пăхас шутпа çеç килнине тепĕр
хутчен ăнлантарса хăйне тав турăм.

Ачисем ÿснине курман

Кăнтăр апачĕ хыççăн эпĕ тепĕр «точкă-
на», пачах урăх хуçа патне куçрăм. Шалта
тăма лайăхрах: ăшă, çиелти тума хывма пу-
лать. Галина паха та хаклă йышши тавар су-
тать. Шукăль те капăр тумланма юратакан
арçынсем валли — пиншаксемпе кĕпесем,
джемперсем, галстуксем… Сутуçи вăхăтлă-
ха ыйтса хăй ĕçĕпе кайнăран тÿрех икĕ «точ-
ка» тытса тăракан Галина пĕр çĕртен тепĕр
çĕре чупкаларĕ çеç. Хăйĕн патне хаваспах
йышăнчĕ мана. Темиçе талăк çывăрман-
скер Мускавран ирхи виçĕ сехетре çеç çитнĕ.
Килĕнче кăштах та тĕлĕрсе илме май килмен
— ирхи 9 сехете ĕçе вĕçтерсе килнĕ. Пĕр кану
кунĕсĕр вăйран кайса ĕçленĕрен куçĕ айĕнчи
юн тымарĕ татăлнăччĕ. Галина — 20 çул па-
сарта. «Мĕн чуль сывлăха пĕтермерĕм-ши
çак ĕçре? Мĕн тĕрлĕ чир çыпăçмарĕ-ши?
Кама, кама та — пире ăмсанмалла мар. Ху-
лана учитель пулас тесе
килнĕччĕ, вĕренсе пĕтер-
месĕрех качча тухрăм. Де-
крет отпускĕ хыççăн паса-
ра килтĕм. Никам та мар,
хам шăпашăн хамах айăплă.
Ĕмĕр çак суту-илÿре иртет.
Пасартисене пуян, укçаллă
теççĕ. Сывлăхран хакли
нимĕн те çук. Ачасем ÿснине
те курман, хăйсем тĕллĕнех
çитĕнчĕç. Кану кунĕсенче те
тĕпренчĕксемпе ларма май килмен. Çавнаш-
кал вăл пасар, шурлăх пекех туртса илет хăй
патне», — чунне уçрĕ Галина.
Чи малтан Галина Мускавран тин çеç туян-
са килнĕ капăр кĕпесене пăспа якатса мане-
кенсене тăхăнтартрăм. Кайран вĕсене çекĕл
патакпа çÿлти сентре çине лартрăм. Пуç
çине темиçе хутчен те персе анатчĕ апăр-
ша! Ÿкермерĕм, чиперех вырнаçтартăм. Сă-
мах май, япаласем пĕр-пĕринпе килĕшсе тă-
малла. Галина патне ытларах яланхи çын-
сем килеççĕ. Япалисем чăннипех те пахалăх-
лă унăн. 15-16 сехетсенче «точкăсенче» ха-
лăх нумайланчĕ. Пĕринче те, тепринче те ик-
шер çын харăс тум суйларĕ. «Паян аван-ха,
тавар лайăх каять. Ыран кунĕпех ĕçсĕр ап-
тăраса тăма тивĕ», — терĕ Галина. Хаксем
пĕр вĕçĕм хăпарни ассăн сывлаттарать ăна.
Аренда укçине 500 тенкĕ те мар, тÿрех 1 пин
тенкĕ ÿстернĕ. Сутуçăна та кÿрентерме юра-
масть. Ăна мĕн чухлĕ тÿленине вăрттăнлăхра
хăварчĕ. «Пирĕн тăрăхра пысăк укçа ĕçлесе
илекен сахал, ун йышшисем пасара çи-пуç
туянма утмаççĕ. Шăла çыртса япаласене
темиçе çул ĕнтĕ пĕр хак лартма тивет. Çын-
сен пур-çук укçине сăптăрса юлма совĕç çит-
мест», — палăртрĕ Галина.
Галина чăваш эстрада юрăç
исене лайăх
паллакан пулса çитнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ
ун патĕнче тумланать-мĕн. Хăйне евĕрлĕ
кĕпесемпе сцена çине тухмалли пиншаксе-
не уйрăмах кăмăлланине каларĕ. Эпĕ килес
умĕн çеç пĕри кĕпе туянса кайнă-мĕн. Пуса
каччисемпе кĕрÿ çумĕсене те Галина тум суй-
лама пулăшать. «Çула çитеймен каччăсем
амăшĕсемпе килеççĕ. Вĕсене юрама питĕ йы-
вăр, çывăх çыннисем те тарăхса каяççĕ тепĕр
чухне», — каласа кăтартать «точка» хуçи.
Вырсарникун Галина патĕнче çын йыш-
лăччĕ. Каччăсем ытларах ăшă кĕпе, джинс
шăлавар суйларĕç. Пĕр тĕрлĕ япала çеç сут-
нипе малалла кайма çуккине тахçанах ăн-
ланнă Галина. Унăн çÿлĕкĕсемпе сентрисем
çавăнпах пуян. Хĕллехи куртка таранах кÿрсе
килет вăл. Мускава уйăхра икĕ хутчен çул ты-
тать. Автобусра пачах та куç хупайманран та-
вар патне кайса килесси — уншăн чĕр тамăк.

Çăкăрлăх та ĕçлесе илмен

13-17 сехетчен чей ĕçме те вăхăт пул-
марĕ. Уйрăмра тĕлĕрме юрамасть: унсă-
рăн пĕр пус та ĕçлесе илеймĕн. Ирĕксĕ-
рех кашни иртен-çÿрене тавар сĕнме ти-
вет: кĕпе-пиншак кирлĕ мар-и, çĕнĕ тавар
пăхатăр-и? Куршанак пек çыпăçни çынсене,
тен, тарăхтарать те пуль, анчах та куна ни-
камăн та ахаль ирттерес килмест. Галина
вăхăта хаклама тата ăна йĕркелеме пĕлет:
клиентсем çук чухне çĕнĕ япаласене якат-
са çакрăмăр.
Хĕрĕнкĕ арçынсене вара кунĕпе пĕр япа-
ла сутаймасан та йышăнмасть. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.