Комментировать

14 Сен, 2018

Пурлăх та шута юратать

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕ пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Правительство членĕсем йывăр чирленĕ хыççăн ытларикун çĕрле вилнĕ Сергей Шелтукова, спорт министрне, асăнчĕç. <...>

АЗС — Пăр кермен кÿрши мар

Пысăкрах кăтартусем тенĕрен, çапла калани çулсем тăвассине те пырса тивет. Транспорт министрĕ Владимир Иванов Шупашкар агломерацийĕнче федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программине пурнăçланă май конкурс процедурисем ирттернĕ чух укçа самай перекетленнине çирĕплетрĕ, çак укçа çулсем тумах кайĕ. Çапла вара кăçал асăннă программăпа малтан пăхнинчен ытларах, 148 километр, çул тăвĕç.
Хăрушсăрлăх темине малалла тăсса Михаил Игнатьев Шупашкарти Гагарин, Çĕрпÿ урамĕсенчи лару-тăру тавра сăмах пуçарчĕ. «Ыйтма килекенсем» хăйĕн патĕнче пулнине пăхмасăр вăл унта АЗС вырăнсăр тесе шутлать. Унта час-часах «пăкă» пулни те витĕм кÿрет- ха, анчах 7,5 пин çынна йышăнма пултаракан Пăр кермен çывăхĕнче çавнашкал хăрушă объект пулни терроризмран сыхланассине те тивĕçтермест. Хула влаçĕсем мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Администраци пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Маклыгин АЗС хуçипе чылайранпа судлашни çинчен пĕлтерчĕ. Тавлашу финишалла çывхарса пырать- мĕн, вăл суд администраци майлă йышăну кăларасса шанать.
Лару вырăнсенче пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçлас ĕçсене сÿтсе явнипе вĕçленчĕ. Проектсем нумай-мĕн. Çынсем, юридици тытăмĕсем хăйсем те хыснапа пĕрлех тăкакланма хатĕр — пĕтĕмпе 30 миллион тенке яхăн хывассине çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев çак пулăма ырласа хакларĕ: «10, 100 тенкĕ кăна хывччăр — çав обћектсен управлăхĕ палăрмаллах лайăхланĕ, çынсем хăйсем укçа хушса тунăскерсене тивĕçлипе хаклĕç». Тулли верси...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.