Комментировать

10 Сен, 2018

Ăшă сăмах хавхалантарать

Çут çанталăк илемне шкулта вĕреннĕ вăхăтрах туйма хăнăхнă Элĕк районĕнчи Ехремкасси ялĕнчи Станислав Орлов. Йывăçа касса эрешлес ĕçе юратса та хăпартланса пурнăçланă вăл. Пĕтĕмпех çыпăçуллă пулса тухнă унăн. Çавăншăн Г.Чашков вĕрентекенпе пĕр класри ачасенчен пĕрре мар ăшă сăмах илтнĕ.
Çулсем шунă май пултарулăхне татах та аталантарнă çамрăк. Анчах шкултан вĕренсе тухсан урăх шухăш-ĕмĕтпе çунатланнă: чунĕпе культура енне туртăннă. Ехремкассинчи культура çуртĕнче ĕçленĕ. 2000 çулта ялти ытти арçын пекех Мускав тăрăхне «шапашкăна» кайнă. Строительствăра вăй хунă. Каçхине, ĕç хыççăн, пушă вăхăт тупăннă. Кичемлĕхе мĕнле майпа сирмелле? Ачалăхри чун киленĕçĕ шăпах çавăн чухне тепĕр хут вăраннă. Ĕç хатĕрĕ пур, чус шыраса та хăшкăлмалла мар. Хайхискер кунсерен тĕрлĕ инструментпа тăрмашма пуçланă. Чунран тăрăшни сая кайман, паха алтăр «пиçсе тухнă». Ăнăçу хавхалантарнă. «Алă пырать вĕт», — савăннă хăй те.
Çакăн хыççăн «чире» кайнă та арçын. Халĕ те «сывалаймасть» ав, чус-хăмаран е йывăçран час-часах мĕн те пулин ăсталать. Чылай япала çыпăçуллă пулса тухать. «Чăннипех те маттур эсĕ, Станислав. Санăн аллу пур ĕçе те пултарать», — мухтамасăр чăтаймасть тепĕр чухне юратнă мăшăрĕ. Ăшă сăмах арçынна пушшех хавхалантарать. Çавăнпах хăйĕн пул-тарулăхне аталантарассипе вăй-халне шеллемест. Хăш-пĕр ĕçне тĕрлĕ курава тăратма та мехел çитернĕ. Вăл ăсталанă япаласем Мускавра та, Баварире те пур. Тăрăшни сая каймасть, ял çыннисенчен, пĕлĕшĕсенчен пĕрре мар тав сăмахĕ илтме тÿр килнĕ. Ватăсем акă ĕне сунă чух усă курмалли пукан туса пама ыйтаççĕ. Хирĕçлемест Станислав Александрович, пенсие тухнăскерсен кăмăлне туллин тивĕçтерет. Уйран çÿпçи ăсталама темиçе çул каяллах хăнăхнă. Йывăçа касса илемлетесси те йывăр мар уншăн. Уйран çÿпçи тунă чух усă курмалли савăта хăй вăхăтĕнче Л.Сорокинран, çÿхе пăчкă М.Мышкинран илсе юлнă. Халĕ вĕсемпе час-часах усă курать.
Çамрăк чухнехи хастарлăхĕ те чакман. Чĕре ыйтнипе алла тĕрлĕ инструмент тытать вăл. Юрлама юратаканăн чунĕ пуян теççĕ. Чăннипех те çаплах пулĕ. Станислав Орлов юрă шăрантарассипе пĕр-пĕр профессионал артистран пĕрре те кая мар. Турă пани пурах теççĕ ун пеккисем пирки. Сцена çине тухса чăваш халăх юррине тăсса ярсан куракан куç вĕçертеймест унран, мĕншĕн тесен вăл уçă сассипе çав самантрах пурне те тыткăна илет. Эстрада юррисене те шăрантарать. Малалла вулас...
 

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.