Комментировать

4 Сен, 2018

Пермь, кадетсене тарават кĕтсе ил!

Пĕлÿ кунĕнче чăваш кадет корпусĕ уçăлнăччĕ. Унта вĕренекенсемшĕн вара авăн уйăхĕ вĕренÿпе спорт пухăвĕнчен пуçланĕ. Паян ирпе 6 сехет те 30 минутра 8-11-мĕш классенчи хастарсем Пермьри кадет корпусне кайрĕç. Кĕçĕн класра ăс пухакансем ыран ирпе 5-ре Крым Республикинчи сывлăха çирĕплетекен лагере çул тытĕç.

Чукун çул вокзалĕ умĕнче лăк тулли халăх пухăннă. Ашшĕ-амăшĕ, шăллĕ-йăмăкĕ тата ытти çывăх çыннисем ирпе 3-4-сехетсенче тăрса хастарсене ăсатма килнĕ. Хăшĕ-пĕри ыйхăлани курăнать, çав вăхăтрах теприсем питĕ хаваслă. Кашни класа список тăрăх тĕрĕслеççĕ. Пурте пур-и? Никам та çывăрса юлман-и? «Перме 202 çын каять. Кашни взвод офицер-воспитательпе, класс ертÿçипе çула тухать. Медицина ĕçченĕсем те вĕсемпе пĕрлех. Пермь кадет корпусĕ уй-хирте вĕренÿ ирттерĕ. Çакна пурнăçлама унта услови çителĕклĕ. Кадетсем 2 эрнерен таврăнĕç те вĕренĕве пуçăнĕç. Тунтикун эпир çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Ачасен сывлăхне тĕрĕслерĕмĕр. Чирлисем çук», — пĕлтерчĕ Чăваш кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова.

Владимир Крюковский шырав отрядне çÿрекенсене ăсатма килнĕ. 8-мĕш «б» класра вĕренекен Георгий Татур, 10-мĕш «б»-ри Никита Захаров тата 8-мĕш «а» класра ăс пухакан Глеб Сизов — унăн чи хастар шыравçисем. «Эпĕ шырав отрядне 4 çул каялла йĕркелерĕм. Ун йышне 59-мĕш тата 62-мĕш шкулсенче, 5-мĕш гимназире, Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекенсем кĕреççĕ. Салтаксем хăйсен ячĕсене медальон çине çырни ырра мар тесе шухăшланă. Çавăнпа кашăк, котелок, тура, шăл щетки çине палăртнă. Çапла эпир Севастопольте кашăк тăрăх 2 çынна тупрăмăр. 10 çул кун пекки пулман. Çак 3 арçын ача манпа тĕрлĕ хулана 5-6 хут та çÿренĕ», — ăнлантарчĕ Владимир Петрович.

Ачисенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ хумханнни курăнать. Акă 9-мĕш класра вĕренекен Вячеслав Никифоровăн амăшĕ тул çутăличченех тăнă паян: «Ачана сехете яхăн вăратрăм. Йывăр ыйхăллăскер аранах тăчĕ. Эпир Шупашкарта пурăнатпăр. Ывăл 6-мĕш класранпа Кадет корпусĕнче вĕренет, кăçал çĕннине куçрĕ. 3 çул каялла Кăнтăра канма кайма хатĕрленнĕччĕ вăл. Çула тухас умĕн экзаменсем тытрĕ. Унтан таврăнсан Вячеславăн шухăшне пĕлесшĕн пултăм. «Кадетах пулатăп», — терĕ çирĕппĕн ывăлăм. Кадетсен йышне кĕнĕренпе ача дисциплина енчен лайăхланчĕ. Çĕртме уйăхĕнче Чулхула облаçне «Гвардеец» лагере 2 эрнелĕхе кайнăччĕ кăçал. Халь каллех çул çине ăсатма тиврĕ».

Акă кайма вăхăт çитрĕ. Ачасем 4 пысăк автобуса тата 1 пĕчĕккине вырнаçрĕç. Çывăх çыннисене ыталанă вăхăтра хăшĕсен куçĕ те шывланчĕ. Ара, çакăн пек инçе çула пĕрремĕш хут тухакансем те пур-çке вĕсен хушшинче. Автобуссем тапранчĕç. Кадетсемпе алă сулса сыв пуллашрăмăр.

 

Рубрика: 
Теги: