Комментировать

29 Мая, 2014

Анаман Алена: Атăлçири Жанна д ,Арк

«Атаман» сăмаха чăвашлатса «утаман» тетпĕр те – унăн пĕлтерĕшĕнчен пăрăнатпăр. Те утă çулакансен, те утă вăрлакансен, те утă сыхлакансен пуçлăхĕ пирки сăмах пынăн пулса тухать. «Атаман» – тĕрĕк сăмахĕ, пĕлтерĕшĕ – «атте манăн». Хураха кайнă çыншăн тăван кил енне çул хупăнать, хурахсен пуçĕ унăн ашшĕ вырăнне пулса тăрать, унăн сăмахĕнчен иртме те, тухма та юрамасть. «Атаман» сăмаха чăвашлатас тесен «аттеман» темелле ĕнтĕ. Хурахсене ертсе пынă хĕрарăмсене вара çак йĕркене тĕпе хурса «аннеман» теме юрать, тĕрĕкле – «анаман».

Чăваш тĕпчевçисем, поэт-писателĕсем тăван халăхран тухнă атаман-хĕрарăм – анаман йĕррисене вилсе кайса шыраççĕ. Хавхаллă анаман вара çукрах. Пулма пултарнă хĕрарăм-ертÿçе Юхма Мишши «Кăвак çĕмрен» романра кăтартнă. Емельян Пугачевăн полковникĕ, çуйар-пике Укаслу чăнах та паттăр сăнар. Анчах Укаслу – шухăшласа кăларнă çын. Пулман Емельян Пугачевăн унашкал хĕрарăм полковник.

Кÿршĕри ирçесемех вара историре чăнласах пулнă паттăр хĕрарăм ертÿçĕпе – анаманпа тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Историре вăл Арзамас Алени, Темниково Алени, Алена хурах-старица ятсемпе юлнă. Паллах ĕнтĕ, вырăс хĕрарăмĕ шутланать. Çак хĕрарăм-атаман ячĕ патша вăйпучĕсем асăннинче, ют çĕр-шыв çыннисем çырса хăварнисенче пур. Унăн сăнарĕ халăх асĕнче те юлнă.

1670 çулта Степан Разин пăлхавĕ Атăлçире хыпса тухать. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Михаил Харитонов атаман çарĕ Саранск хулине тытса илет. Пăлхавçăсем тĕрмере ларакансене ирĕке кăлараççĕ. Тĕрмене хупнисенчен пĕри – Федор Сидоров – Темниково хулине тытса илме каякан поход ертÿçи пулса тăрать.

Улатăр тăрăхĕнче пăлхава Максим Осипов атаман ертсе пыма тытăнать. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вырăс, ирçе-мăкшă, чăваш, çармăс хресченĕсенчен тăракан Осипов атаман çарĕ Улатăр хулине штурмлать. Улатăр çывăхĕ­н­­­чи Урусов кнеçĕн çыннисем, хулана пăлхавçăсем тапăннине пĕлсен «Олаторь» патĕнчен чакнă. Çак таврарах тăракан Леонтьев вăйпут та Осипов атаманпа çапăçма шикленнĕ – вăл та тарнă. Бутурлин вăйпутăн гарнизонĕ пĕчченех юлнă пăлхавçăсене хирĕç. Пăлхавçăсем хапха турулне (башнине) çунтарса яраççĕ те кармана (крепоçе) кĕреççĕ. Бутурлин вăйпут пĕр чиркĕве кĕрсе пытанать, пушар тухсан çав чиркÿрех çунса каять.

Çак хĕрÿ саманара Арзамас патĕнче Алена ятлă пĕр манашкă хăй тавра пăлхавçăсене пухма тытăнать. Ăна çамрăклах çулланнă çынна качча панă. Упăшки вилсен Арзамас патĕнчи хĕрарăмсен Микула мăнастирĕнче манашкăна çÿç кастарнă, старица пулса тăнă. Мăнастирте Алена хут вĕреннĕ, чир-чĕре халăх меслечĕ-мелĕ­­пе сыватма-сиплеме хăнăхнă. Кельери хĕсĕк пурнăç унăн чунĕшĕн ытла та тăвăр пулнăран Алена старица пăлхавçăсем патне кайма шут тытать. Хăй тавра малтан 200 яхăн çын пуçтарать. Кайран унăн отрядне тата 600 çын хутшăнать. Алена анаман Арзамасран Шацк енне кайма тухать, патша çарĕсем Ука (Ока) юхан шывĕ енчен çула пÿлнĕрен Мăкшă çырми çинче ларакан Темниково хулине çул тытать. Çул çинче Алена старица ушкăнне мăкшă-ирçе, вырăс, çармăс тата чăваш хресченĕсем хутшăннă. Темниковăра пăлхавçăсен 4 пинлĕ çарĕ пуçтарăнать. Алена анаман Федор Сидоров атаманăн сылтăм алли пулса тăрать. Икĕ уйăха яхăн иккĕн пĕрле ертсе пыраççĕ вĕсем пăлхава. Çав вăхăтрах манашкă аманнисене курăк-тымарпа сиплет, ура çине тăратать. Тепĕр вĕрÿ-сурупа та чапа тухать вăл: пуля е çĕмрен ан лектĕр тесе сăмахласа сыхчалать. Малтанах юмăç шутланнă Аленăна халăх тухатмăш вырăннех йышăнать.

Патша çарĕсене çĕнĕ çуй пуç – 70 çулхи Юрий Долгорукий кнеç ертсе пыма тытăнсан Степан Разин çарĕ­­сенчен ăнăçу тарать. 1670 çулхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче патша çарĕсем Улатăр хулине каялла тытса илеççĕ. Хула пăлхавçăсен аллинче 68 кун пулнă.

Арзамас патĕнче пăлхавçăсене аркатса тăксан хрес­ченсене хăрушла хасалама тытăннă. Кунрад фон Кленк элчĕ тĕлĕнсе çапла çырать: «Çак вырăна пăхма хăрамалла, вăл тамăк алăкĕ пекех. Йĕри-тавра çакмалли юпасем, кашни çинчех çакса вĕлернĕ темиçе çын сулланса тăрать. Тепĕр тĕлте пуçĕсене каснă темĕн чухлĕ кĕлетке юн ăшĕнче йăваланса выртать. Шалчасем çине лартнă çынсем те нумай тĕлте курăнаççĕ, чылайăшĕ виличчен виçĕ талăк таран асапланать, вĕсен сассисем таçтан илтĕ­­неççĕ. Виçĕ уйăхра 11000 çынна асаплантарса вĕлерчĕç».

Темниковăра çирĕпленнĕ пăлхавçăсене хирĕç Дол­горукий çуй пуçĕ Лихарев вăйпута ярать. Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Темниковăран 15 çухрăм айккинче вырнаçнă Веденяпино сали патĕнче пăлхавçăсен 6 пинлĕ çарне аркатса тăкаççĕ. Çар хÿттисĕр юлнă Темниково хулине Василий Волжинский полковникăн отрячĕ каять. Хулари чаплă та пуян çынсем полковника çăкăр-тăварпа тухса кĕтсе илеççĕ, хурахсене пăхăнма тивнĕрен каçару ыйтаççĕ, укçа та сĕнеççĕ. Хулари çапăçу вăйпут çурчĕ тата собор патĕнче пулса иртет. Ухă тытнă Алена соборта хÿтĕ­­ленет, çĕмренĕсем пĕтиччен 7-8 карателе вĕлерет. Хÿтĕ­­леннин усси çуккине кура хĕçне хывса ывăтать те алтаре кĕл тума кĕрет. Чиркĕве чупса кĕнĕ карательсем иконостас умĕнче кĕл туса тăракан çамрăк хĕрарăма кураççĕ. Вăл манашка тумĕ çийĕн тимĕр çар хÿттисем тăхăннă. Çапла тыткăна лекет Алена анаман.

Ыйтса-тĕпченĕ чухне манашкă асаплантарнине сĕре чăтăмлăн тÿсни палăрать. Ыратнине туйман пекех тытать хăйне паттăр анаман. Тĕлĕнсе-аптраса ÿкнĕ палачсем çакăн хыççăн Алена чăнахах та тухатмăш иккенне ĕненсе лартаççĕ. Акă мĕн çырнă манашкă хăйĕн пирки.

«Мана Алена тесе чĕнеççĕ, Арзамасри Выездной слободара çуралса ÿснĕ, пĕр хресчене качча тухнăччĕ те, упăшкам вилсен вара старица пулма çÿç кастартăм, нумай çĕрте хурахра пулса куртăм, нумай çынна пăсрăм (тухатларăм, юмăçларăм). Кăçалхи çул (1670) Арзамасран Темниковăна килтĕм, хампа хураха кайма нумай çын пуçтартăм, вĕсемпе хураха çÿрерĕм, Темниковăра вăйпут килĕнче Федька Сидоров атаманпа тăтăм, ăна ăрăмлама-тухатлама вĕрентрĕм».

«Эпĕ, Алена старица, Темников уесĕнчи Хĕрлĕ слободари хресчен хĕрĕ, хресчен тăлăх арăмĕ, ĕмĕрте те Разин-аттене курман, илтме вара ун çинчен нумай илт­нĕ тесе турă умĕнче тупа тăватăп. Пурнăç тăршшĕпе ют çынсемшĕн пилĕк аврăм, турă мана мăнастире илсе пычĕ те унта вара Степан Тимофеевич атте (Разин) пирки илтрĕм. Степан Тимофеевичпа паллашман эпĕ – пĕлнĕ тесе юри суяççĕ çынсем.

Мана таврари ялсенче, саласенче лайăх паллаççĕ: ачасене сиплетĕп, вилĕмрен хăтаратăп: Данилăн грыжине лартрăм, Еремĕн куçĕнчи урпине пĕтертĕм... Мана хресченсем шанаççĕ, Алена старица теççĕ. Эпĕ Степан Тимофеевич аттене пулăшма чĕнсен – ман хыççăн чухăнсем кайрĕç. Манăн отряда 200 çын пуçтарăнчĕ.

Эпĕ нумай çынна хураха илсе çÿренĕ тесе Долгорукий вăйпут суять. Эпир вăрламан, пуянсем туртса илнине çеç каялла тавăрнă.

Манăн отряда пынă таркăнсем Степан Разин мул-тупри пирки калатчĕç. Пĕри вара, унăн çывăх çынни, тупрана ăçта пытарнине те пĕлтернĕччĕ. Çав çынтан илтрĕм те хыснана таса вырăнта, çветтуй Иоанн Предтечи чиркĕвĕ çумĕнче пытарнине. Унта ăна турă упрать, усал вара пыраймасть. Мулне шăп ăçта чавса чикнине вара пĕлместĕп».

Раштавăн 4-мĕшĕнче Темниковăна Долгорукий кнеç пырать. Хулана çитиччен 2 çухрăмран ăна хĕрес-турăш çĕкленĕ протопоп, пачăшкăсем, хулари чинлă çынсем кĕтсе илеççĕ. Вĕсем хыçĕнче вара пĕр вĕренрен çыхнă хурах старица Аленăна, Федор Сидоров атамана, пăлхавçăсем майлă пулнă Саввăпа Пимен пупсене тата тепĕр 15 пăлхавçăна сĕтĕрсе пынă. Çуй пуçĕ тыткăна лекнисене пурне те Мăкшă çырми леш енчи Пăчăр тăвĕ çинче çакса вĕлерме, Аленăна вара, çумне хурах çырусемпе ăрăм-тухат тымарĕсене чиксе, çунтарса яма хушать.

Манашкă Аленăна патшана хирĕç хураха çÿренĕшĕн çеç мар, ереçе ернĕ тухатмăш тесе те айăпланăран пурана хупса çунтарса яма йышăннă. Çакнашкал вĕлересси сайра пулкаланă. Вĕрлĕк-шалчаран хăпартнă, çитти витнĕ пысăках мар пурана вут-шанкă, улăм, сăмала тултарса чĕртсе янă. Хасалакана пура хĕрне хăпартса тăратнă, вутта сикес умĕн унăн халăха пуç таймалла пулнă. Вăйпут паллă парсан палач айăпланă çынна шала тĕксе ывăтнă та пура çиттин алăкне хупса хунă.

Алена хурах-старица вара çунакан пура çине хумханмасăр, пăлханмасăр хăпарнă. Çунтарса янине курма пуçтарнă халăха: «Енчен те тивĕçне пурнăçлакан пултаруллă çынсем нумайрах тупăннă пулсан, вĕсем паттăррăн çапăçнă пулсан – вара Юрий кнеç каялла чакатчĕ!» – тесе каланă та хĕрес хывса хăех вутта сикнĕ, çитти алăкне те шалтан хăех хупса хунă. Пĕр сас кăлармасăр çунса кĕлленнĕ паттăр хĕрарăм.

Алена чăнласах юмăç-тухатмăш тесе ĕненнĕрен çынсем вăл вутра вилмен тесе шухăшланă. Пура çунса пĕтсен унта тимĕр сăнчăр таткисене те тупайманран Алена старица таврăнать тесе сăмах та тухнă.

Алена анаман халăх асне мĕнле кĕрсе вырнаçнине унăн кăраллăхĕ çинчен хывнă хавха каласа парать. Ăнланмалла ĕнтĕ, тухатмăшпа куçа-куçăн çапăçса ăна нимĕнле арçын та çĕнтерес çук – çакна пурте ĕненнĕ. Çапах та юм-çам хăвачĕпе çеç мар, ахаль те питĕ вăйлă пулнă тет Алена. Ăна тыткăна илсе çунтарса янă хыççăн Юрий Долгорукий кнеç çарĕ­н­­­­­­­че Аленăн уххине карăнтарма пултаракан пĕр арçын та тупăнман имĕш. Çавăн пек пăхаттир пулнă Арзамас Алени. Чăваш халăх халапĕсенче те тупма пулать паттăртан паттăр ирçе хĕрарăмĕ çинчен каланине. Хавхаллă анаман чăваш юмахĕсенче хăйĕн ячĕпех юлнă: халапри Алена пăхаттир – шăпах вăл.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.