Ҫамрӑк хула илемленсех, хӑтлансах пырать
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче хулан социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн ҫур ҫулхи кӑтартӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртрӗҫ. Пухӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ.
Маларах вӑл химиксен хулинчи 2-мӗш шкула ҫитсе курчӗ. Ку пӗлӳ ҫуртне 1965 ҫултах хута янӑ. Унтанпа тӗплӗ юсав ӗҫӗсем ирттермен. Республика ертӳлӗхӗ ҫакна шута илсе тивӗҫлӗ нухрат уйӑрнӑ. Юсав ӗҫӗсем кунта 2017-2018 вӗренӳ ҫулӗнчех пуҫланнӑ. Халӗ сӑн-сӑпатне улӑштарнӑ шкул ачасене йышӑнма хатӗрленет.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова хӑйӗн докладӗнче республикӑри чи ҫамрӑк хуласенчен пӗри питӗ хӑйнеевӗр пулнине палӑртрӗ. Кунта тӗрлӗ наци ҫынни пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнать. Иккӗмӗш ҫул кунта Акатуй, кӑҫал Сабантуй ирттернӗ. Хулара ҫул-йӗре, картишсене ҫӗнетес, хӑтлас енӗпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал Промышленноҫ, Винокуров урамӗсенчи ҫулсене ҫӗнӗрен сарнӑ. Хулари пляжа хӑтлӑх кӳнӗ. 50 ытла ҫемье, вӗсенчен 47-шӗ ҫамрӑк ҫемье, пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Химиксен хулинче 2, 4-мӗш шкулсене юсаса ҫӗнетнӗ. Черетре - 11-мӗш шкул. "Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласах пыратпӑр", - терӗ Ольга Викторовна.
Тӗплӗнрех "Хыпар" хаçатăн черетлӗ кӑларӑмӗнче вуласа пӗлме май пулӗ.