Комментировать

Елчĕк районĕнчи Элпуçĕнче пурăнакан Раиса Михайловнăпа Николай Васильевич пĕрлешнĕренпе кăçал 55 çул çитнĕ.
— Пурнăçра савăнмалли те, кулянмалли те тупăнать. Çемьере те çаплах. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть тесе ахальтен каламан вĕт. Мухтаса та илетпĕр, вăрçăнмалли те тупăнать. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле. Хирĕç сăмах каличчен шухăшламалла, — тет Раиса Михайловна. Ватлăх çулĕнче хисеп туни хавхалантарнине палăртать.
Ара, Лапшинсене шăпах Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕç-çке.
Кил хуçи ĕмĕрĕпех водительте тăрăшнă, мăшăрĕ хуçалăхра ĕне сунă. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Пилĕк ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, пĕри çук ĕнтĕ.
— Ачасем ÿснĕ, 5 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук пирĕн. Вĕсен шучĕ татах та ÿссе пырĕ-ха, — тет Николай Васильевич.
Иккĕшех пурăнаççĕ вĕсем. Çавах та канмалли кунсенче пÿрт-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать. Шупашкарта тĕпленнĕ ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем килсех çÿреççĕ. Çывăх çыннисене саламлама та уява пысăк йышпа килсе çитнĕччĕ вĕсем.
— Аттепе анне пурришĕн савăнатпăр эпир. Пĕчĕкрен йĕркеллĕ пурăнма, çынна хисеплеме, пуринпе те пĕр пек пулма вĕрентнĕ пире. Вĕсен сăмахне итлесе, пурнăçласа пыма тăрăшатпăр, — сăмах илет аслă ывăлĕ Валерий.
— Хуняма шутсăр лайăх пирĕн, пилĕк кинне пурне те пĕр тан юратать. Питĕ туслă пурăнатпăр. Чăннипех те иккĕмĕш анне вăл маншăн. Унăн сăмахне итлесе, ун пек пулас тесе тăрăшатăп. Çакăн пек мăшăр çуратса панăшăн пысăк тав ăна, — хутшăнать калаçăва кĕçĕн кинĕ Елена.
Çĕнĕ Шупашкарта тĕп¬леннĕ Бахаревсем мăшăрланнăранпа вара кĕçех 62 çул çитет.
— Пĕр-пĕрне хисеплени, чăтăмлăх, ăс-хакăл кирлĕ килĕштерсе пурăнма, — тет 89 çулти Антонина Алексеевна.
— Малашне те туслă пурăнмалла пирĕн, — тет унпа килĕшсе шÿтлĕн Юрий Васильевич.
17 çулта чухнех вăрçа кайнă 90-ри ветеран. Кронштадтри флотра тăнă вăл, Балти тинĕсне минăсенчен тасатнă çĕре хутшăннă. Владивостокри флота та çитнĕ. 1951 çулчченех салтак тивĕçне пурнăçланă.
Пулас мăшăрĕпе 1947 çулта паллашнă каччă. Туслашнă. 9 çул çыру çÿретнĕ çамрăксем. 1956 çулта çемье çавăрса Хусанта тĕпленнĕ. Кил хуçи ТЭЦ тунă çĕрте тăрăшнă. Мăшăрĕ медсестрара вăй хунă. 1968 çулта вара Юрий Васильевича Çĕнĕ Шупашкара чĕнсе илнĕ. «Гидромонтажра» тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă арçын, кайран та алă усса ларман. Хулари тĕрлĕ организацире тăрăшнă. Антонина Алексеевна та 68 çула çитичченех медсестра тивĕçне пурнăçланă.
Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ Бахаревсем. Икĕ мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ халĕ. Наташăпа Катя та аслашшĕпе асламăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çитĕнĕвĕсем пирки те савăнсах каласа кăтартаççĕ.
Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакан, нумай ачаллă, хастарлăхпа палăрнă çемьесемпе ĕç династийĕсем татах та пулчĕç уявра. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн ЧПУ культура керменĕнче чысларĕç вĕсене. Тĕрлĕ наградăна тивĕçнисене саламлама ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа мăшăрĕ Лариса Юрьевна та хутшăнчĕç.
Кашни çыннăн икĕ çунат: аттепе анне — пулмалла. Хăрах çунатпа вĕçме йывăр-çке. Çунатсăр — пачах та кайăк пулаймăн. Чи малтанах çак шухăша палăртрĕç уявра. Михаил Васильевич çемье хаклăхне ÿстерес тĕлĕшпе республикăра та, çĕршывра та тĕрлĕ ĕç пурнăçланнине палăртрĕ.
— Чăваш Енре паян 50 çул ытла пĕрле пурăнакан çемьесен шучĕ — 4500 яхăн. Ку мăшăрсем пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.
ЧР ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев 50 çул ытла пĕрле пурăнакан мăшăрсене 2010 çултанпа «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа хавхалантарнине аса илтерчĕ. Çак тапхăрта 145 çемье тивĕçнĕ ăна.
Паян республикăри кашни 15-мĕш çемьере 3 е ытларах ача ÿсет. Тĕрлĕ-тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан ĕç династийĕсем вара 1000-рен те иртеççĕ. Çаксене пурне те «ылтăн фондпа» танлаштарчĕ Сергей Петрович.
Игнатий Владыка каланă сăмахсем вара чылайăшне шухăша ячĕç-тĕр.
— Кашни çемье пуçламăшĕнче — тĕл пулу. Вĕсен хушшинче асамлă туйăм — юрату — çуралать. Икĕ пач расна çын пĕрлешет — çакă та тĕлĕнтермĕш. Килĕшÿпе çураçура пурăнас тесен çемье пуçĕ арçын иккенне асра тытмалла. Паян вара чылай чухне ку вырăна хĕрарăм е ача йышăнать. Иерархи пăсăлсан çемье те арканать, — палăртрĕ вăл пурне те ырă сунса.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.