Ача чухнехи çăкăрăн техĕмĕ манăçман
«Анне пĕçернĕ çăкăр асран каймасть нихçан. Вăл хĕвел пек çиçетчĕ кăмакаран тухсан…» — Анатолий Чебановăн сăввипе Филипп Лукин кĕвĕленĕ çак юрра илтсен пирĕнтен нумайăшĕ ачалăха таврăнать. «Унăн асамлă техĕмĕ халĕ те чĕлхе çинчех пек, калама çук ырă шăрши паян та сăмсана кăтăкланăн туйăнать», — тет чылайăшĕ.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен
«Çав вăхăтсене эпĕ те питĕ лайăх ас тăватăп. Эпир ача чухне аннепе асанне кăмакана лартса хура çăкăр пĕçеретчĕç. Ирхине, эпир çывăрса тăричченех, пĕçерсе кăларатчĕç те çиелтен витетчĕç. Чуста тĕпне малтанах хатĕрлетчĕç, ăна пĕр-пĕринпе пайлатчĕç. Анне капăртма питĕ тутлă пĕçеретчĕ. Сăмах май, ăна пирĕн тăрăхра халĕ те пĕçереççĕ», — каласа кăтартрĕ Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ Владимир Иванов. Халĕ вăл хăй çынсене тутлă та техĕмлĕ çăкăрпа савăнтарать: Владимир Николаевич йĕркеленĕ тата ертсе пыракан «Колосок» тулли мар яваплă общество, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче вырнаçнăскер, çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерет, вĕсене халăх патне кунсерен çитерет.
Владимир Николаевич, ялта ÿснĕ ытти ача пекех, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Ашшĕ Николай Абрамович комбайнер пулнă май ывăлĕ ăна кашни çулах пулăшма васканă. Аслăрах классене çитсен комбайнер пулăшуçи пулнă. Ашшĕпе пĕрле кашни вырмара 13-14-шар пин центнер тырă çапса илнине, çакăншăн çывăх çыннине ВДНХн бронза медалĕпе икĕ хутчен наградăланине, мотоциклпа чысланине ырăпа аса илет Владимир Иванов. Çавăнпа çăкăр хакне питĕ лайăх пĕлет вăл.
Ял хуçалăхне кăмăлланăранах ĕнтĕ каччă Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче /халĕ академи/ инженер-механика вĕренсе тухнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Волжанка» предприятире 15 çул ĕçленĕ: инженер-механикра, пахча çимĕç базин пуçлăхĕнче, тĕп инженерта… Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче самана улшăнма тытăнсан асăннă организаци арканнă, çавăнпа Владимир Иванов хăйĕн ĕçне йĕркелес тенĕ.
Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер яланах çаврăнăçулăхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрса тăнине те асăнса хăварас килет. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне 1981-1983 çулсенче Калининградра сывлăш хÿтĕлевĕн çарĕсенче пурнăçланă. Тăрăшулăхне кура Владимир Иванова рота старшини пулма шаннă. Ÿркенменскер аслă сержант званине тивĕçнĕ.
Ĕçлеме юратни, çукран пур тума пĕлни, йывăрлăхсенчен хăраманни, яланах çĕннине пĕлме тата тавра курăмне анлăлатма тăрăшни Владимир Николаевича паянхи кун та пулăшса пыраççĕ. «Вĕренмесен малалла аталанма май çук», — тет предприниматель. Ку шухăшпа Владимир Николаевичăн мăшăрĕ Ираида Павловна та килĕшет: вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ-çке, психологипе социаллă педагогика кафедрин заведующийĕ.
Тĕп вырăнта — пахалăх
Владимир Иванов 2004 çулта «Колосок» тулли мар яваплă общество йĕркеленĕ. Тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн вăл мăшăрĕн амăшĕ пурăнакан яла — Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассине — суйланă. Унта темиçе çул пушă ларнă çурта юсаса çĕнетнĕ, кирлĕ оборудовани туянса вырнаçтарнă. Хăйсене юрăхлă оборудовани шыранă май Владимир Николаевич Турцие те кайса килнĕ, унта хатĕрлекен кăмакасем мĕнле ĕçленине тишкернĕ. Автомат мелĕпе ĕçлекенскер предпринимателе килĕшнĕ: вăл кирлĕ температурăна хăех суйлать, пĕçерет, ĕç вĕçленсен сÿнет. Çакăн пирки сасă парса пĕлтерет. Хальхи вăхăтра предприятире çакнашкал тăватă кăмака. Пекарньăра усă куракан чылай оборудовани — Турцире кăларнăскерсем. Вĕсене те директор хăй суйланă: малтан, паллах, нумай вуланă, уйрăмлăхĕсене тишкернĕ. Çăкăр-батона чĕркекен автомат-машина çеç — Италире хатĕрлени. Общество директорĕ алăпа пурнăçламалли ĕçе малашне те чакарса пырасшăн. Кондитер цехĕнче вăй хуракансен ĕçне çăмăллатасшăн.
Ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпех ĕнтĕ «Колосок» ертÿçи пĕлтĕр малтанхипе юнашарах икĕ хутлă çĕнĕ çурт хăпартнă. Унăн пĕрремĕш хутĕнче чĕр таварăн тата хатĕр продукцин склачĕсем вырнаçнă. Иккĕмĕш хутра — ĕç пÿлĕмĕсем. Çавăн пекех — пекарньăра тăрăшакансем валли хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕмсем. Смена вĕçленсен вĕсем душра çăвăнма, апат вăхăтĕнче ятарлă кĕтесре апат çиме тата канма пултараççĕ. Меллĕ те, лайăх та.
Владимир Николаевич амăшĕпе асламăшĕ çăкăр мĕнле пĕçернине лайăх ас тăвать терĕмĕр. Вĕсен меслечĕсемпе халĕ хăйĕн ĕçĕнче усă курать. Акă нумайăшĕ юратса туянакан «Слободской» ыраш-тулă çăкăрне обществăра вăй хуракансем чуста тĕпĕпе усă курса пĕçереççĕ, çавăнпа вăл ырă шăршăллă та техĕмлĕ пулать. «Слободской» тата «Мраморный» /унăн чĕллин пĕр пайĕ — шурă, тепри — сăрă/ çăкăрсене çынсем «Чăрăшкасси çăкăрĕ» теççĕ. Асăннă çăкăрсене те, ытти тĕрлине те, хăйсем пĕçерекен кондитер изделийĕсемпе кукăльсене те общество ĕçченĕсем нимĕнле хими хутăшĕ те ямаççĕ, çавăнпа вĕсем вăрах вăхăт упранмаççĕ. Çакă пысăк лавккасемпе суту-илÿ сечĕсене килĕшмест пулĕ-ха та, анчах туянакансем питĕ кăмăллаççĕ. Вĕсем тин пĕçернĕ çăкăра туянасшăн.
«Пирĕншĕн тĕп вырăнта — пахалăх», — тет Владимир Николаевич. Унăн шухăшĕпе — пахалăх стандарчĕсене питĕ çирĕп пăхăнни вĕсене конкуренцие /çăкăр пĕçерес ĕçре паянхи кун вăл пĕчĕк тееймĕн/ çĕнтерсе пыма пулăшать те. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçпе пекарня Шупашкар районĕнчи, хулинчи ача сачĕсемпе шкулсене, больницăсемпе ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсене; асăннă тăрăхри, Çĕрпÿ районĕнчи тата Çĕнĕ Шупашкарти лавккасене тивĕçтерет. Заявкăсемпе ĕçленĕрен çăкăр-булка изделийĕсене кирлĕ чухлĕ çеç пĕçереççĕ, çавăнпа сутăнман продукцие каялла тавăрса пани пулманпа пĕрех. Пекарня талăкĕпех ĕçлет. Обществăн пĕтĕмпе 8 машина. Тин пиçнĕ çăкăра кирлĕ çĕре çитерес тесе ирхи 5 сехетре — 3, 6 сехетре тепĕр 2 машина рейса каяççĕ. Кунне виçĕ хутчен çула тухаççĕ: халăх кĕтет-çке. «Чăрăшкасси çăкăрĕ миçере килет?» — тесе сутуçăран ыйтнине çак йĕркесен авторĕ темиçе те илтнĕ.
Пекарня вăл е ку продукцие пĕçернĕ чухне яланах çынсен шухăшне шута илет. Владимир Николаевич каланă тăрăх — яланхи туянакансем çăкăра хăш смена пĕçернине те уйăрма хăнăхса çитнĕ иккен. «Колосокра» вăй хуракансем çынсем е ял тăрăхĕсем ыйтсан пĕр-пĕр уяв валли çавра çăкăр та, ăшлă кукăльсем те пĕçерсе параççĕ. Пекарня ассортимента пуянлатсах пырать: паянхи кун 30 тĕрлĕ — çăкăр-булка, 20 тĕрлĕ кондитер изделийĕ, 12 тĕрлĕ кукăль-слойка кăларать.
Туслă коллектив
«Пирĕн коллектив питĕ туслă, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунăран ĕнтĕ ĕç ăнса пырать. Вĕсем пурте хăйсен яваплăхне туяççĕ, ĕç нумай пулсан та ÿркенсе тăмаççĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир Николаевич. Вăл меллĕ самантпа усă курса предприятире ăна мĕн йĕркеленĕренпех тăрăшакансене уйрăммăн палăртрĕ: директор заместителĕ Алексей Терентьев, Валентина Гаврилова тĕп технолог, Фаина Николаева склад заведующийĕ, Надежда Верхилеева, Римма Козлова, Лариса Ершова, Елена Жиганова çăкăр пĕçерекенсем, Александр Сорокин водитель-экспедитор. Кондитер цехĕнче тăрăшакан Олеся Абрамовăна, Ольга Юрьевăна, Лариса Тарасовăна, Оксана Тарасовăна ырăпа асăнчĕ. Тĕрĕссипе, директор обществăра ĕçлекен 38 çын пирки те лайăххине çеç калать. Ĕçри тăрăшулăхне кура чи маттуррисене Хисеп хучĕпе чыслаччăр тесе тăрăшать. Владимир Иванов вара хăй вăхăтĕнче ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн Тавне тивĕçнĕ.
«Владимир Николаевич ертÿçĕ пулнă май хăйсен ĕçченĕсемшĕн нумай тăрăшать, шалăва ÿстерсех пырать. Çамрăк специалистсене ĕçе илет. Çав хушăрах хăйсем патĕнчен тивĕçлĕ канăва кайнă çынсене те манмасть, вĕсене тĕрлĕ мероприятие явăçтарать. Питĕ яваплă ертÿçĕ вăл. Ун пеккисем ытларах пулинччĕ», — пĕтĕмлетрĕ Çырмапуç ял тăрăхĕн /Чăрăшкасси унта кĕрет/ пуçлăхĕ Рамиль Гельметдинов.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Надежда ТОЛСТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем